Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лашасӑр сăмах пирĕн базăра пур.
лашасӑр (тĕпĕ: лашасӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ кӗҫ-вӗҫ ҫуракине тухмалла пулать, мӗнле йӳнеҫтермелле-ши лашасӑр тесе, час-час хаш! хуйхӑркаласа илетчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лашасӑр кайнине пӗлсен те урать те-ха, ут утланса пуҫтахланса ҫӳренине пӗлсен е утне вырӑссене парса хӑварсан хӗнесех вӗлерет вара.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килте ӑна ашшӗпе амӑшӗ ан кай тесе каламарӗҫ, ҫапах та систерсе хучӗҫ: юлан утпа кайсан, ывӑлӗ вӗсене лашасӑр тӑратса хӑварма пултарать.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лашасӑр юл…

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тахӑшӗн ҫав самантра лашине апат пама вӑхӑт ҫитнӗ-мӗн, вӑл тухса шурӗ (ҫураки ҫывхарать-ҫке, лашасӑр унта пӗр утӑм тума ҫук), тепри чӗлӗм туртса кӗме пулчӗ.

Кому-то вдруг приспело задать корму лошади, и он тихонько улизнул, другому невтерпеж захотелось покурить…

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юлашкинчен, мӑй таранах парӑма кӗрсе ларать, лашасӑр, ӗнесӗр, пӗр пӗрчӗ тырӑсӑр тӑрса юлать.

Влез в долги, оставшись без лошади и коровы, без единого зернышка.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лашасӑр пурнӑҫ пурнӑҫ-и вӑл пирӗн пек ҫыннӑн?..»

Какая ж без лошади нам жизнь, хаспадин пристав?..

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗрӗс калатӑр: лашасӑр халӗ эпир алӑсӑр пулнӑпа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫкӗпе тунӑ вӑрӑ-хурахшӑн, мӑрсасем пӗр-пӗрне тавӑрнӑшӑн чухӑн ҫын шар курчӗ, лашасӑр тӑрса юлчӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лашасӑр хресчен хӑй ҫӗрне тара та параймӗ, сухалама та вӑй ҫитереймӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Тин кӑна лашасӑр тӑрса юлтӑмӑр, халӗ ӗнтӗ юлашки ӗнене илсе каясшӑн-и эсир?

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫӗр ӗҫлекен ҫын лашасӑр мӗнле пурӑнайтӑр?

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лашасӑр йывӑр пулать, — хӑйӗн сӑмахне тепре ҫирӗплетрӗ Пикментей.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лашасӑр тӑрса юлтӑм, кӗлмӗҫ ҫын пулса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсасем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫнӑшӑн ма санӑн лашасӑр юлмалла вара?

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халиччен лашасӑр пурӑнманччӗ, ҫулталӑк каялла картишӗнченех вӑрларӗҫ те, илме вӑй ҫитерейместпӗр ак.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— И-и, хӗрӗм, — макӑрма чарӑнмарӗ старик, — лашасӑр тӑратса хӑварчӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗлтӗр кӑна унӑн витере пӗртен-пӗр лаша тӑратчӗ, халӗ вӑл пар лашасӑр ниҫта та тухмасть.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лашасӑр тӑрса юлмасан пырать те-ха…

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑлӑха юлнӑ ҫемьесен, лашасӑр, ҫӑкӑрсӑр ҫынсен выҫӑпа вилсе пӗтмелли ҫеҫ юлать капла.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех