Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартаҫҫӗ (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ питӗ хӑвӑрт пырать, хӗрсем пӗрре куҫ хупса илнӗ ҫӗре тӗм туса лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялти ҫынсем ҫеҫ ӑна хаклама пӗлмеҫҫӗ, ун пӗлӗвӗсемпе усӑ курас вырӑнне ӑна ӗҫсӗр лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман, паллах, кунта вӑхӑтлӑх председатель, вӑл Тутаркасра нумай ӗҫлес ҫук, ак ӑна е района илсе кайӗҫ, е вӗренме ярӗҫ, пӗр-пӗр ҫамрӑка суйламасан, вӗсен правленире ӗҫлеме мансӑр пуҫне ҫын ҫук, председателе лартмасан та, заместительне лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫук, кӑна вӗсем кунта кӑларман, таҫти питомникрен илсе килнӗ, халӗ, йӑран ҫине купӑста калчи лартнӑ пек, шӑтман вырӑнсене кок-сагыз калчи чава-чава лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Оборудованисем вырнаҫтарса лартаҫҫӗ, тӗп сетьпе ҫыхӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ӗҫчен те, юратнӑ атте те // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %82%d0%b5/

Ҫавӑнпа ӑна чаплӑ ҫынсене йышӑнас умӗн ҫӳллӗ тенкел ҫине лартаҫҫӗ, боярсем пурте ун ик айккипе вырнаҫса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Районта «симӗс ылтӑна» 4 участокра лартаҫҫӗ: Мӑнҫырмара, Кӗтеснерте, Ҫӗнӗ Вӗренерте тата Кавалта.

Куҫарса пулӑш

Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat

Тӗрлӗ сортлисене лартаҫҫӗ: «Жуковский», «Королева Анна», «Коломбо», «Удача».

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Трактор-комбайна ҫуса тасатса ятарлӑ лупаса е хӑтлӑ ангара лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре усӑ курман техникӑна хӗллехи управа лартса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/ec%d1%80%d ... -%d0%bb-2/

Юрий Александров колхоз председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ тапхӑрта Атнашпа Калиновка, Ҫӗнӗ Пинер ялӗсенче Культура ҫурчӗсем, Шӑхасанпа Энтрияль салисенче ача сачӗсем туса лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑх производствинче — 40 ҫул // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d1%8f%d0% ... %83%d0%bb/

1987 ҫулта ӑна колхоз председателӗн ҫумне суйласа лартаҫҫӗ, унта вӑл 30 ҫул хушши, мӗн пенсие тухичченех ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑх производствинче — 40 ҫул // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d1%8f%d0% ... %83%d0%bb/

Энтриялпа Шӑхасан салисенче тырӑ типӗтмелли КЗС-20Ш комплекссем туса лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑх производствинче — 40 ҫул // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d1%8f%d0% ... %83%d0%bb/

Ахтупайпа Северьянӑн вӑлтапа аппаланса ларма вӑхӑт ҫук, вӗсем хӑвалӑха шакӑ лартаҫҫӗ, сӗрекепе тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗклесе илеҫҫӗ те кантрапа наччас йӗнер ҫумне кӗлте ҫыхнӑ пек ҫыхса лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак мелпе ялта пурӑнакансем ҫӑлсене тасатаҫҫӗ, ача-пӑча лапамӗсем йӗркелеҫҫӗ, спорт площадкисем уҫаҫҫӗ, масар ҫинче ҫурт лартаҫҫӗ, вӗсем тавралла карта тытса ҫавӑраҫҫӗ, ҫырмасемпе юхан шывсем урлӑ кӗперсем хываҫҫӗ, кӳлӗсене тарӑнлатаҫҫӗ, пушар машини валли ятарлӑ пирс ӑсталаҫҫӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Ачӑрсем сирӗн ума ансат мар тӗллев лартаҫҫӗ.

Непростые задачи поставят перед вами дети.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чылай чухне йывӑҫ кӗпер вырӑнне е тимӗртен е тимӗр-бетонран туса лартаҫҫӗ.

В большинстве случаев вместо деревянного моста возводится либо железный, либо железобетонный.

Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html

Ӗҫленӗ хушӑра вӑл хӑй тӗллӗн ҫапла шутласа хучӗ: вӗсем ашшӗпе пӗр пура мар, икӗ пура лартаҫҫӗ, Ахтупай кӑҫал ял вӗҫӗнчи тункаталӑха хӑртса пӳрт вырӑнӗ тӑвать те тӗп килтен уйрӑлса тухать.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан пулма хӑйсем кама лартас теҫҫӗ, ҫавна лартаҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Патшана лартаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех