Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларнӑ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Романтикӑллӑ халап пур, унта III Эдуард патшара ларнӑ вӑхӑтра Роберт Машимепе Анна д’Арфет 1346 ҫулта Англирен Францие тарнӑ чухне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пула ҫултан аташса кайнӑ.

Существует романтическая легенда о двух влюбленных Роберте Машиме и Анне д’Арфет во времена правления Эдуарда III, которые, убегая из Англии во Францию в 1346 году, сбились с курса из-за сильного шторма.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Тарин хӑйне ҫӑвар карса ларнӑ тенине илтсен, мак-мак турӗ те пӳлӗмрен тухса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Таринпа Илле Иванов ҫӑвар карса ларнӑ, сан бригадуна, Дубов, салаттарса яртарнӑ.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пилӗк ҫуллӑх плана тултарман эсир, — терӗ Лишайкин каллех хӑйӗн вырӑнне ларнӑ май.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шӑрӑхпа ҫунса-ӗнсе ларнӑ ҫӗр ҫине талӑкӗпех лӑпкӑ ҫумӑр лӳшкерӗ, ҫунакан тункатасемпе торф лаптӑкӗсем ҫутҫанталӑк вӑйне парӑнса сӳне-сӳне пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Михала чӗрӗп пек хутланса ларнӑ, аллисене хырӑмӗ ҫумне хӗстернӗ, пуҫӗ аяккалла пӑрӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раманпа Тамарӑна тахҫан кӗрхи пӗвере ярӑннӑ чух уйӑх ҫутинче илемлӗн те илӗртӳллӗн курӑнса ларнӑ чӑрӑшсем самантрах ҫулӑмпа ҫатӑртатса хыпса илчӗҫ, лӑссисем кӗлленсе шыва тӑкӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тин кӑна сип-симӗс ларнӑ йывӑҫ тӑр-тӑр чӗтренсе ялкӑшма тытӑнчӗ, тепӗр самантранах хура тумпа витӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Авӑ, Илле Иванч та Лишайкинпа ҫырлахса ларнӑ, — Иванова куҫран чӑрр пӑхрӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халиччен хурт вӗлли пек сӗрлесе ларнӑ Мерчӗк йӑлтах пушанса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Канма ларнӑ ҫынсем, Яльчиков ҫитсен, пурте ура ҫине ҫӗкленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Таҫта шӑннипе сӑмси питӗрӗнсе ларнӑ Лишайкин кашни сӑмахрах тенӗ пек кӑхлата-кӑхлата илет.

Куҫарса пулӑш

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗршер ҫул кӗрнеклӗн ҫӗкленсе ларнӑ ватӑ юман ҫӗрелле кашласа ӳксе кӗреслетет.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫӳпҫи ҫине хупӑлчиех кирлӗ ҫав, — терӗ туй хыҫҫӑн Раманпа калаҫса ларнӑ хушӑра Иван Капитонович.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубовпа Фильчин ларнӑ вакуна Иван Капитоновичпа тепӗр ҫын кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫыр хӗррине пырса ларнӑ Тамара, ҫара урисене пӗчӗк ачалла сулкаласа, умри шывсиккине сӳрӗккӗн сӑнаса ларать.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эсӗ мана хӑҫан, ӑҫта курнӑ вара? — ӗнтӗ нимӗн кала пӗлменрен ыйтрӗ Раман шӑпӑрт пулса ларнӑ Тамарӑран.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗрне-пӗри сӑмах чӗнмесӗр ӗҫлерӗҫ Раманпа Ҫтаппан, хӑйсем ларнӑ ватӑ юман айне ҫатракапа ытти тӑркӑшран тасатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иван Капитоновича шӑпӑрттӑн итлесе ларнӑ Раман ура ҫине тӑчӗ те, пӑчкине илсе, кӑшт тытӑнчӑклӑраххӑн: — Ӑнлантӑм, Иван Капитонч, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иван Капитонович калавне вӗҫлесен, никам та сӑмах чӗнмерӗ-ха, мӗнле ларнӑ ҫаплипех йӑшӑлт та хускалмаҫҫӗ вӑрман касакансем.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех