Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лармалла (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах ӗнтӗ, аслисем хушшинче, чӗнмесӗр лармалла.

И молчать, конечно, в присутствии старших.

XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Санӑн чӗрӳ ӑшӑ кӑмӑллӑ пулсан, ӑна пулӑшмаллаччӗ, анчах та хӑвӑн ҫав ӳсӗрпе хупахра лармалла марччӗ.

Ну, помог бы ему, коли сердце в тебе такое ретивое, а не сидел бы с пьяным человеком в кабаках сам.

Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.

«Мӗншӗн-ха санӑн шурлӑха куҫса лармалла

— «Да зачем тебе селиться на болоте?»

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Апла пулсан, ӗҫлес пулать, нӑйкӑшса ҫӳремелле мар (тӑвӑллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ), ӗҫлес пулать, мӗн кирли пурте административлӑ распоряженисен йӗркипе хатӗр пулса тӑрасса кӗтсе лармалла мар.

Значит, надо работать, а не хныкать (бурные аплодисменты), надо работать, а не дожидаться того, что все будет предоставлено в готовом виде в порядке административных распоряжений.

V // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.

Ҫак кунсенчех чечеке лармалла вӑл.

На днях зацвести должен.

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫырла хуҫи тесе ят панӑ Валькӑн вара, пуҫне кӑвакал тирӗ тӑхӑнмалла та, шурлӑха мӑй таран кӗрсе ларса, хӑй патне пӗр-пӗр кӑвакал аҫи вӗҫсе пыричченех унта нартлатса лармалла.

Валька наденет на голову утиное чучело, залезет по шею в болото и станет крякать, пока не прилетит какой-нибудь селезень.

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Мӗн шуйттанне кӗтсе лармалла ман кунта?

Какого дьявола мне здесь ждать?

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

— Ҫакна вӑл лӑпкӑн, ӗҫ ҫинчен каланӑ пек каларӗ; калӑн, халех лармалла та сӳтсе явмалла пирӗн малалла мӗн тумаллине.

 — Она сказала уже спокойно, по-деловому, будто мы сейчас же сядем и обсудим, какие принимать меры.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Унта кӗме — хатӗрленмелле вара, кӗрӗк арки йӑваласа лармалла мар!

Туда надо готовиться, а не ваньку валять!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Таня аптӑраса тӑчӗ: те лармалла, те лармалла мар?

Таня не знала, садиться ей или не садиться.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Старик урапи ҫинчен йывӑррӑн анчӗ, Лю Гуй-лане хулпуҫҫинчен пырса тытрӗ, йывӑрланнӑ урисем ҫинче тайкаланса, Го Цюань-хай мӗн хушса янине каларӗ: пӗрремӗшӗнчен, кулянмалла мар тата йӗмелле мар; иккӗмӗшӗнчен, наянланса лармалла мар, ӗҫлемелле; виҫҫӗмӗшӗнчен, тиха ӳссен, ӑна ватӑ Таньпе карчӑкне пама манмалла мар.

Старик нехотя слез с телеги, ухватился за плечо Лю Гуй-лань и, пошатываясь на отяжелевших ногах, передал наказ Го Цюань-хая: во-первых, не скучать и не плакать, во-вторых, не лениться и работать, в-третьих, не забыть, что как только жеребенок подрастет, отдать его старикам Тянь.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Калаҫса лармалла!

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каллех выҫӑ лармалла пулать пулӗ ӗнтӗ…

Опять, должно быть, голодать будем…

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Халӗ иккӗмӗш класа Пирӗн куҫса лармалла.

Перешли мы во второй

Ҫуркунне ҫитрӗ, пӗрремӗш класра вӗренекен хӗрачасемшӗн вӑл савӑнӑҫ илсе килчӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Кӑвайт каллех ҫунма тытӑнчӗ, халь вӑл малтанхинчен те вӑйлӑрах хыпса илчӗ, пурин те каярах сиксе лармалла пулчӗ.

Огонь опять разгорелся, да так, что все отодвинулись.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унтан хыттӑн, сасси ҫӗтсе лармалла кӑшкӑрса вулама тытӑнчӗ:

И он стал громко читать:

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӗвел тахҫанах анӑҫ еннелле сулӑннӑ, тепӗр виҫе сехетрен вӑл анса лармалла.

Солнце давно перевалило к западу и часа через три сядет.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Мӗн кунта пӑчланса лармалла!..

Что здесь в духоте сидеть!..

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Эсӗ илтрӗн пуль, вӗсемшӗн пулсан, пирӗн каварлӑхӑмӑр пӗтнӗ ӗнтӗ, вӑл чирлӗ пуҫ миминче ҫуралнӑ шухӑш пек пӗтсе лармалла.

Ты слышал — для них наш заговор ликвидирован, должен исчезнуть, как бред больного мозга.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Майӗпен-майӗпен Лось ытарма ҫук канлӗхпе рехетлӗх туйма пуҫларӗ, тӗлӗнмелле ҫак пике ҫине тӗмсӗлсе лармалла та лармалла.

Понемногу Лось начал чувствовать покой и сладость, — сидеть вот так и созерцать эту чудесную, странную девушку.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех