Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларас (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Манӑн та ҫынсемпе калаҫса-кулса ларас килет-ҫке.

— Так мне же тоже хочется с людьми побыть-побеседовать!

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах манӑн шутсӑр калаҫса ларас килет-ҫке?

Но мне очень хотелось поговорить…

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ пулсан та, сывлӑхпа вӑй-хал ҫителӗклӗ чухне выльӑх-чӗрлӗх усрасчӗ-ха, килте ӗҫсӗр ларас килмест, — шухӑшне пӗлтерчӗ Елена Николаевна.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Халӗ урӑххисемпе ларас килет…

А сейчас мне с другими посидеть охота…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем мана ҫаратаҫҫӗ пулсан, — манӑн мӗншӗн ҫӑвара карса ларас?

А что? Они грабят, а я молчи?!

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Таврӑннӑ чух ӗлӗкхи йӑлапа тата кӑштах пӗччен ларас тесе утара пӑрӑнса кӗчӗ.

Возвращаясь, он по привычке завернул на пасеку, хотелось немного посидеть одному.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗнле те пулин сӑмах хускатса калаҫса ларас вырӑнне ҫынсем ытларах ыйтса пӗлеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе паллашаҫҫӗ.

Силясь хоть как-то скоротать время, они расспрашивают друг о друге.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӗтел хушшине вӑл ларас ҫуккине пӗле тӑркачах Салакайӑк хӑйпе юнашар сак ҫине кӑтартрӗ.

Видя, что за стол ему не сесть, Салагаик жестом указал на место рядом с собой на лавке.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вырӑнне кайса ларас тесе утма тытӑннӑччӗ, каялла варт ҫаврӑнчӗ те шыв каткине ҫенӗк урайне ӳпӗнтерчӗ.

Возвратился было на место, но вдруг резко повернулся и коленом свалил кадку с водой на пол.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урамра-мӗн тӗл пулсан таҫта пытанса ларас килетчӗ».

Бывало, встретимся на улице, готов был сквозь землю провалиться.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешӗ те тем пуласса кӗтнӗ-мӗн, кутӑн кайса ларас вырӑнне Ухтиван ҫине йӑванчӗ.

Тот от неожиданности упад не навзничь, а повалился на Ухтивана.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ председатель пулмасан та ӗҫсӗр ларас ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Апла выртиччен йӑмра айӗнчи е кӳлӗ хӗрринчи сак ҫинче иккӗн, иккӗн пулмасан — ушкӑнпа ларас.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗренсен ҫапла вӗт вӑл: кашни каҫ урама туртать, кашни каҫ чун савнипе калаҫас килет, унта шурӑмпуҫ хӑпариччен, автансем ҫунат ҫапса авӑтиччен ларас килет.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйсен ялӗнче ӗҫлемесӗр ларас ҫук, ашшӗ пӗлсен, темскер курса тӑмалла пулӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс ан тӗлӗн-ха, Марине, ман санпа кӑшт кӑмӑла ҫемҫетсех калаҫса ларас килет.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кимӗсем ҫыранран хускалса кайнӑ чухне Атӑл ҫинче нимле пароход та курӑнмастчӗ, ҫамрӑксем хӑйсене «Мӗн парохочӗ пултӑр халӗ пӑр ларас ӳмӗн?» тесе те лӑплантарчӗҫ, тепӗр ҫырана ҫитеспе вара ҫӳлти кӳкӑртан кӗтмен ҫӗртен икӗ баржа кӑкарса янӑ буксир персе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун ачисене тула тухнӑ чух эс искӗртсе ларас ҫук — пысӑкланнӑ!

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл апата ларас умӗн те, сӗтел хушшинче те нумай калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятламаспа Тенюшӑн вара хӗрсемпе ҫуйӑхса ларас вырӑнне ҫӗр хута ял вӗҫнелле утмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех