Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗрме хапхипе фасачӗ хирӗҫле ларакан пӗр хутлӑ вӑрӑм ҫурт енне тухаҫҫӗ, кунта тӗрмере ӗҫлекенсемпе конвойҫӑсем вырнаҫнӑ; казармӑран пӗр пӳрт урлӑ ҫуртсен ретне икӗ чӳречеллӗ бакалея лавкки вӗҫлет, ҫуртсемпе лавкка хушшинче — алӑк; лавкка клиенчӗсем тӗрмере ларуҫӑсемпе тӗрмеҫӗсем кӑна темелле-тӗр.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Уҫ халех лавкка чӳречисемпе алӑкне! — ним каличчен малтан хаяррӑн кӑшкӑрса тӑкрӗ Тарье, Сергей лавккан шал енчи алӑкӗнче курӑнсанах.
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ман лавккара та, лавкка умӗнче те чӑвашсемпе тутарсем ялан пӗр-пӗринпе тӗл пулаҫҫӗ, ҫавна май тутарсем чӑвашла, чӑвашсем тутарла калаҫма вӗренеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе туслашаҫҫӗ.
Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кашни урамра — лавкка речӗ, кашни лавккара — халиччен курман япаласем.
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫак стена хулӑнӑшне пӗлмелле, тухмалли хушӑк валли метрӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ уйӑрмалла, унтан лавкка картин хулӑнӑшне виҫмелле; Давенант патне ҫӗр ай ҫулне Галеран лавкка карти патӗнчен чавма пуҫӑнасшӑн.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӗсем тухрӗҫ, анчах лавкка картишӗн калинккинчен мар, тӗрме хапхипе лавкка тата картиш стени хушшинчи ансӑр вырӑнтан.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Юлашкинчен хӗпӗртенӗ сутуҫӑ каҫӑхсах кайсан Грэй унпа пурҫӑна леҫтерме килӗшсе татӑлчӗ, тӑкаксене пӗтӗмпех хӑй саплаштарасса пӗлтерчӗ, таваршӑн укҫа тӳлерӗ те лавккаран тухрӗ; лавкка хуҫи ӑна Китай императорне ӑсатнӑн чыс туса кӑларса ячӗ.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ак ӗнте этем сӑн-питлӗ шуйттан ҫывӑхри лавккаран кӑштах пыл илчӗ, ҫав пылпа лавкка алӑкне сӗрчӗ, хӑй вара аяккалла утрӗ.
Ҫулҫӳренпе шуйттан ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Лавккара тата лавкка картишӗнче шавлама пуҫларӗҫ.
V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Тӗп урамри кашни виҫҫӗмӗш ҫурт — кафана, лерелле вара шаритленӗ какайпа, пӑру пуҫӗсемпе суту-илӳ тӑвакан лавкка ҫинче лавкка ларать, — хушса хучӗ те Павӑл.
39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ватӑлас ҫулсенче вӑл шӑннипе тата пилӗкӗ ыратнипе аптракан, эрех ӗҫсе тата табак шӑршласа ҫеҫ савӑнакан йӑваш, лӑпкӑ тискер кайӑк пулса тӑнӑ; эрехпе табакне ӑна кӳршӗри лавкка хуҫи унӑн лавкки умӗнчи урама шӑлнӑшӑн парса тӑнӑ.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ялти лавкка умӗнче лавкка хуҫин ывӑлӗ Борис тӑрать.
Пӗчӗк тӗнче // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Урнашка Хветюкӗ Кантюк лавккинче Нямаҫа пулӑшкалам пек тӑвать, каҫсерен лавкка хураллать; хӑй вӑл хӑш енчен килнӗ чӑваш, ҫӗрӗ-шывӗ пур-и унӑн, ҫемйи-вӑлӗш ӑҫта пурӑнать, — ялта ун ҫинчен никам та тӗплӗн пӗлмест, хӑй та каламасть.
V. Хисеп йыхравӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Цехран карлӑк тытса уйӑрнӑ конторка патӗнчи сӗтел хушшинче коопераци лавккин правлени председателӗ Коринкин ларать, вӑл лавкка ӗҫӗсем ҫинчен темӗн мӑкӑртатакан оратор ҫине пӑхать.
10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Лавкка хуҫи, художник ӑҫта чакаланма пуҫланине курса, ун умӗнче чупса ҫӳреме пӑрахрӗ, яланхи пекех алӑк патне вырнаҫса тӑчӗ те, хӑрах аллипе лавкки ӑшне кӑтартса, иртсе ҫӳрекенсене кӑшкӑрса чӗнме пуҫларӗ…
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ӗлӗк тавар илме аллӑ-утмӑл ҫухрӑма ҫӳремелле пулнӑ, халӗ акӑ кунтах — лавкка, чӑрӑш хӑмисенчен тунӑ, ырӑ шӑршӑллӑ, хӗрлӗ тавар тӑкӑ-тӑкӑ чыхса тултарнӑ лавкка.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Малтан вӑл лавкка тытнӑччӗ, унтан лавккине пӑрахса выльӑх-чӗрлӗхпе суту-илӳ тума тапратрӗ.Сначала он завел лавку, потом оставил лавку и стал торговать скотиной.
I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Площадь ҫинче, станица правленин ҫурчӗпе икӗ лавкка патӗнче, — пӗр лавкки канфет-премӗкпе хӗвелҫаврӑнӑш сутаканни, тепри тутӑрсемпе пусма-тавар сутаканни, — халӑх пуринчен ытларах пухӑннӑ.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫав лавкка айккинерех ларакан лавккана пыракан халӑхӑн пӗр пайне виҫӗ кун хушши хӑй патне йыхӑрчӗ.Эта лавочка целые три дня отвлекала часть публики из той, которая наискось.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ток тытса силленӗ чухнехи пек анӑраса кайнӑ Маруҫ, ним тума пӗлменнипе «чакак йӑви» урлӑ туртса ҫапса, урамалла пуҫ каснӑ евӗр тухса сирпӗнет, лавкка хыҫӗнчи ҫырмара лаштра йӑмра айне кукленсе ларса ӗсӗклесе йӗрсе ярать.
Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.