Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳршӗри (тĕпĕ: кӳршӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сӑвӑр пек килте ларнипе те пулмасть, хутран-ситрен кӳршӗри колхозсене те ҫитсе курас пулать.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр кунне Иливан кайнӑ яла ҫитсен Ахтупай ҫакна пӗлчӗ: кӳршӗри яла нухайсем йӑлтах ҫунтарса янӑ, унта пӗр вӑй питти ҫын та хӑварман.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗренӳ ҫулӗсем вӗҫленнӗ май ҫамрӑксен ӗҫ вырӑнӗсене направленипе каймалли паллӑ пулнӑ - Николайӑн чӑвашра юлмалла, Валентинӑн вара кӳршӗри Мари Эл Республикине каймалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Пушӑ вӑхӑтра эпир кӳршӗри юлташпа, Дима пиччепе, тӗрлӗ вӑйӑ вылярӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ шкулта // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11167 ... -kanikulta

Крепӑҫри пурнӑҫ йӑлӑхтарса ҫитернӗрен ҫынсем кӳршӗри ялсене тата сунара ытларах ҫӳреме тытӑнчӗҫ, пулӑҫсем вӑрҫӑ пынине маннӑ пек пулса Атӑл хӗррине пулӑ тытма туха-туха ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав вӑхӑтра пӳрте кӳршӗри тепӗр ялтан килнӗ темиҫе ҫынна илсе кӗчӗҫ, Бурнаш хӑйӗн юратнӑ ӗҫне тытӑнма хатӗрленсе ҫийӗнчи камзолне хывса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак самантра кӳршӗри Тимофей Андреев ҫитсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кусене улансене пӑхма юлнӑ иҫниксем кӳршӗри килсенчен хӑйсем тӗллӗн йӑтнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ир-ирех алманчӑна хӑй патне чӗнтерчӗ те ӑна темиҫе тӗкӗрҫӗпе кӳршӗри ялсене кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Елис амӑшӗ — Анна — ачисемпе пӗрле кӳршӗри иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗсем патне пурӑнма куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

«Арӑмне ним вырӑнне хуман, ӗҫекен упӑшкин патакӗнчен тарса пӗчӗк ачисемпе пӗрле Лиза аппа пиҫнӗ яшкине те тепӗр чухне ҫиеймен. Ачисене лӑплантарса е кӳршӗри Миките Анна аппасем патӗнче е Улитта аппасем патӗнче ҫӗр каҫнӑ. Мӗнле кӑна чӑтса, тӳссе тӑватӑ ачине ӳстерсе, ҫитӗнтерсе ҫын ҫине кӑларчӗ-тӗр?» — тесе аса илеҫҫӗ ял ҫыннисем.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Ҫапӑҫусен вучахӗ эпӗ вырнаҫнӑ «Хаваслӑ Ҫӳревҫӗ» хӑна ҫуртӗнчен самаях инҫетре, хӑйӗн пирки хаҫатсен телеграммисемпе тата кӳршӗри кофейньӑри тавлашусемпе ҫеҫ хыпарлать, унта вара кашни килӳҫӗ, кашни генерал мӗн тумаллине тӗп-тӗрӗс пӗлет, ҫавӑнпа та вӑрҫӑ пулӑм-тӑрӑмне тилӗрсе йӗрлет те хаклать:

Очаг сражений, весьма далекий еще от гостиницы «Веселого странника», где я поселился, напоминал о себе лишь телеграммами газет и спорами в соседней кофейне, где каждый посетитель знал точно, что нужно делать каждому генералу, и яростно следил за действиями, восклицая:

II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Кӳршӗри полка сана пула ултава кӳртрӗмӗр.

Соседний полк из-за тебя в обман ввели.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кӳршӗри уҫланкӑран ӑшӑнма тухнӑ шапасем кваклаткалани илтӗнет.

С соседней поляны доносилось кваканье вылезших погреться лягушек.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тухсан виҫҫӗмӗш кунне, пӗр пӗчӗкҫӗ станцинче ултӑ сехетлӗхе чарӑнса ларнӑ чухне, эпир ҫак хыпара пӗлтӗмӗр: кӳршӗри вулӑссенче лару-тӑру питех лӑпкӑ мар, пысӑках мар бандитла шайкӑсем сике-сике тухаҫҫӗ, хӑшпӗр вырӑнсенче кулаксемпе подрядчиксен хушшинче пӑшалсемпе перкелени те пулкаланӑ, теҫҫӗ.

На третий день пути, во время шестичасовой стоянки на какой-то маленькой станции, мы узнали о том, что в соседних волостях не совсем спокойно: появились небольшие бандитские шайки и кое-где были перестрелки кулаков с продотрядами.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Сарлака урамсем тӑрӑх пур енчен те кӳршӗри ялсенчен площадь патнелле мужиксем ушкӑнланса пуҫтарӑннӑ.

По широким улицам со всех концов двигались к площади кучки мужиков из соседних селений.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл хӑйӗн юлташӗсенчен юлакан бутербродсене кӑмӑлласах ҫиетчӗ, шкулра паракан ирхи апат ҫумне хушмашкӑн кӳршӗри лавкаран пуҫламан кулаҫ илсе килетчӗ, хӑйӗн нимӗнле айӑпне туймасан та, класс наставникӗ ҫывхара пуҫласанах хӑраса лӑпланса ларатчӗ.

Он охотно доедал бутерброды, оставшиеся у товарищей, бегал в соседнюю лавочку покупать сайки к училищному завтраку и, не чувствуя за собой никакой вины, испуганно затихал при приближении классного наставника.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Варламов, кӳршӗри пахчана пӑхса ҫаврӑнаканскер, вӗрлӗк ҫинче юн тумламӗсем асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитес пасарччен ку тӑрӑхра нимех те улшӑнас ҫуккине пӗлекен Крапивин тепӗр кунне кӳршӗри Вӑрнара тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем яла аннине курнӑ-ши леш мӑнтарӑн хӗрарӑмӗ, тата, хӑйӗн айӑпне туйса, Минин ун патне пырасса чунӗпе сиснӗ-ши, юланутҫӑсем ҫитнӗ тӗле вӑл, пӗр хресчен каласа панӑ тӑрӑх, те тарса, те ӑнсӑртран, кӳршӗри ҫӗрме пуян патне каҫнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех