Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳренӗр (тĕпĕ: кӳрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах, кураймарӑм тесе ан кӳренӗр, эпӗр кайран виллисене те пулин кайса курӑпӑр.

Но вы не жалейте, мы сходим после посмотреть убитых.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Анчах вӑл калаҫнишӗн ан кӳренӗр.

Но только не обижайтесь на его разговоры.

LVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эсир никама та ан ҫилленӗр тет, ан кӳренӗр тет, ҫылӑха ан кӗрӗр тет.

Мол, не обижайте вы никого, не сердитесь ни на кого, не входите во грех.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эсир ан кӳренӗр.

Вы не огорчайтесь.

16. Следователь пӳлӗмӗнче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: эсир, совет ҫыннисем, калама ҫук ҫивӗч куҫлӑ, хӑвӑр курнисене те лайӑх асра тытатӑр, анчах вӑйсӑр — ан кӳренӗр, — питӗ вӑйсӑр… мӗн тума… типлама, ҫапла-и?

Я, впрочем, заметил, что, обладая необыкновенно острым зрением и умением запоминать виденное, вы советские люди, слабы, — не обижайтесь, — очень слабы в этом… чтобы типизировать, а?..

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Ан кӳренӗр мана, манӑн чӗлхе усал.

— Не обижайтесь на меня, я на язык злая бываю.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ан кӳренӗр ыйтнӑшӑн — эсир мӗнле йӑхран пулатӑр?

Не обижайтесь — вы каких родов будете?

XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Вӑл амӑшне аллинчен ачашшӑн, анчах ҫирӗппӗн тытрӗ те алӑк хыҫне илсе тухрӗ, унта вара хуллен кӑна: — Эпӗ сире кӑларса янӑшӑн эсир ан кӳренӗр! Анчах та калаҫни уншӑн сиенлӗ… Манӑн ҫапах та шанчӑк пур-ха… — терӗ.

Ласково, но властно взяв мать под руку, она вывела ее за дверь и там тихо сказала: — Не обижайтесь, что я выпроваживаю вас! Но ему вредно говорить… А у меня есть надежда…

IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Рыбин пӗр хушӑ шарламасӑр тӑчӗ, унтан пӗр купа кӗнеке тытрӗ те шӑлне кӑтартса: — Эсир мана ан кӳренӗр! — терӗ.

Он помолчал и, забрав в руки кучу книг, сказал, оскалив зубы: — Вы на меня не обижайтесь!

V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Енчен те сире вӑрман сукмакӗ ҫине урӑх тӗллевсем илсе пынӑ пулсан, ан кӳренӗр вара, хӑлхӑр ҫывӑхӗнчех хаяр сасӑ кӗрлесе каять:

Если же иные цели привели вас на лесную тропу, то не гневайтесь, когда, точно гром, прогремит над самым вашим ухом грозное и повелительное:

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

— Ан кӳренӗр тулӗк эсир, — текелесе капитан документсене хӑйӗн кӗсйине чикрӗ.

— Вы не обижайтесь, — капитан спрятал документы в карман.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ан манӑр, — тесе хушса хучӗ вӑл, — Европӑри цивилизациленсе ҫитнӗ халӑхсен аслашшӗсен аслашшӗсем те тахҫан авал ҫынна ҫинӗ, ан кӳренӗр, майор, сӑмахран, шотландецсен те ҫынна ҫиес йӑла пулнӑ.

— Не забывайте, — добавил он, — что людоедство долго было в ходу у предков самых цивилизованных народов Европы и, в частности, — не обижайтесь, майор, — у шотландцев.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах мана ан кӳренӗр

Но на меня не обижайтесь…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ан кӳренӗр ӗнтӗ пире, ырӑ ҫынсем, — терӗ вӑл.

— Вот, хозяева, не обижайтесь на нас.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эсир ан кӳренӗр, эпӗ хампа пӗрле звеньевойсене те илсе пырӑп.

Только уж вы не обижайтесь, ежели я прихвачу с собой колхозников.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Калӑпӑр ак, — куншӑн ан кӳренӗр те эсир! — сирӗн аҫун, ав, вунӑ пин теҫеттин…

А вот, к примеру, — вы не обижайтесь только! — у вашего папаши десять тыщев десятин…

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Капла пулса тухнӑшӑн ан кӳренӗр ӗнтӗ эсир, — калать вӑл Хакимпа Узловоя.

Вы уж не сердитесь, что так получилось, — обратился он к Хакиму и Узловому.

«Ух эс! Ах эс!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ытлашши ӗҫме юрамасть пире, вӑхӑчӗ ӗҫмелли мар халӗ, эсир ан кӳренӗр унта.

Пить нам много не положено, не то сейчас время, так что вы там не обижайтесь.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсир, тархасшӑн, ан кӳренӗр, кунта ӗҫ эпир сире шанманнинче мар, анчах пирӗншӗн пит пысӑк пӗлтерӗшлӗ операцие тӗп тума право ҫук пирӗн, — ӑнлантарса пачӗ Бойко-Глухов, Нагульнов та курнӑ хӗрлӗ кӗнекине кӗсьене чиксе.

Вы, ради бога, не обижайтесь, тут дело не в том, что мы вам не доверяем, но, к сожалению, иногда так бывает, а рисковать операцией, имеющей для нас весьма важное значение, мы не имеем права, — снисходительно пояснил Бойко-Глухов, пряча в карман красную книжечку после того, как с ней ознакомился и Нагульнов.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсир пирӗн ҫине ан кӳренӗр.

– Вы не обижайтесь на нас.

«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех