Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтетчӗҫ (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухнехи юрӑсем хальхисем пекех шавлӑ та хаваслах пулман пуль, вӗсем хурлӑхлӑрах янратчӗҫ, такама ӑсататчӗҫ, такама кӗтетчӗҫ

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ялта кӗтетчӗҫ агроном…

Куҫарса пулӑш

Ялта кӗтетчӗҫ агроном // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 19 с.

Ӑна кӗтетчӗҫ, ӑс пухса, Тӑван яла таврӑнасса.

Куҫарса пулӑш

Ялта кӗтетчӗҫ агроном // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 19 с.

Первомайскра вӑрман хуҫалӑх министрӗн заместительне тахҫантанпах кӗтетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эх, шереметсем, мӗнле кӗтетчӗҫ вӗсем вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнман хаклӑ ҫыннисене!

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ӗлӗк пӗр шанчӑк пурччӗ: анатран ҫар хӑпарасса кӗтетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӳк тӑвакансем ҫавсене кӗтетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӑварнипе мӑнкуна эрнепе мар, уйӑхӗ-уйӑхӗпе кӗтетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Кашни кун макӑраттӑм, вилнех пулӗ тесе шутланӑччӗ. Ачасем малтан ялан ҫыру кӗтетчӗҫ, пушта килессе кӑна сыхлатчӗҫ, кайран вӗсем те шанми пулчӗҫ. Виҫӗмкун кӗтмен ҫӗртен Кӗтӳҫ Куҫми ҫыру тыттарчӗ. Вуласа пачӗ те, савӑннипе макӑрса ятӑм», — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Санврач килессе кӗтетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тутарсем кӑна мар, пушкӑртсем те, чӑвашсем те, ҫармӑссем те, вырӑссем те хӗпӗртесех Вахитов пухӑва пырасса кӗтетчӗҫ!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сергей Дмитриевич урокӗсене ачасем чӑтӑмсӑррӑн кӗтетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Ҫав кун Катхульт хуторӗнче Ингаторпра пурӑнакан тӑванӗсем хӑнана килессе кӗтетчӗҫ.

В этот день на хуторе Катхульт ждали родственников с хутора Ингаторп.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӗсемсӗр пуҫне тата унта Трофим Петров тата бригада штабӗнче ӗҫлекен темиҫе ҫын пурччӗ; хутортан никама систермесӗр тухса каяс тесе, тӗттӗм пуласса кӗтетчӗҫ.

Были здесь и Трофим Петров и еще несколько работников штаба бригады: ждали темноты, чтобы незаметно покинуть хутор.

XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Лётчиксем тем пекех фотокинопулемет ӳкернӗ пленкӑна майласса кӗтетчӗҫ, мӗншӗн тесен хӑш чухне, йывӑр ҫапӑҫусенче ывӑннӑ хыҫҫӑн, сывлӑшра мӗнле вӗҫсе мӗн тунисем ҫинчен аса илме йывӑр пулать.

Лётчики с нетерпением ждали проявления плёнки. Иногда после напряжённого боя трудно бывает вспомнить и установить последовательность своих действий.

12. Фотокинопулемет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пурте ӑна хӑҫан уҫассине кӗтетчӗҫ.

Все с нетерпением ждали его открытия.

6. Ялти ҫӗнӗ пурнӑҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Петровскинче пачах урӑхлаччӗ, апат умӗн, икӗ сехетре, пурте ҫӑвӑнса, тумланса, хӑна пӳлӗмӗнче ларатчӗҫ, хаваслӑн калаҫса, палӑртнӑ сехет ҫитессе кӗтетчӗҫ.

То ли дело, бывало, в Петровском, когда в два часа все, умытые, одетые к обеду, сидят в гостиной и, весело разговаривая, ждут условленного часа.

IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ирхине манӑн епле пулсан та Ленинграда каймаллаччӗ — унта мана ҫутӗҫ пайӗнче кӗтетчӗҫ, каймасан ниепле те май килмен.

Утром мне надо было непременно ехать в Ленинград — меня ждали в гороно, отложить эту поездку я не мог.

51 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Пӗр пилӗк минут иртсен, ку вӑхӑтра вӗсем чӗнмесӗр тӑма та ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ, пиччӗшӗ шӑлнӗнчен мӗншӗн эсӗ гвардие тухмарӑн, пирӗннисем пурте ҫавна кӗтетчӗҫ тесе ыйтрӗ.

Когда прошло минут 5, во время которых они успели помолчать немного, старший брат спросил, отчего меньшой вышел не в гвардию, как этого все наши ожидали.

6 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Анчах та ун чухне ӑна телейлӗн кӗтетчӗҫ.

Но тогда все жили в счастливом ожидании.

Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех