Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗсменӗсене (тĕпĕ: кӗсмен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Георгий кӗсменӗсене пӑрахрӗ те ӑна пилӗкӗнчен хытӑ тытрӗ, питҫӑмартинчен, тутинчен, ҫамкинчен хӗрӳллӗн чуптуса пӗтерчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Ҫапла, канмалли кунра уҫӑ сывлӑшра сывлӑхсене ҫирӗплетес терӗмӗр, — кӗсменӗсене алла тытнӑ май хуравларӗ Ваҫҫа.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Вӑл, ывӑҫ тупанне йӗпетсе, кӗсменӗсене ҫирӗпрех ярса тытрӗ те, киммӗ ҫӑмӑллӑн малалла ывтӑнтарса, юлташӗсем хыҫҫӑн юрласа ячӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кимӗ тапранса каймаллаччӗ ӗнтӗ, кӗсменсемпе ӗҫлекенсем ишме тытӑнас тесе кӗсменӗсене шывалла усӑнтарнӑччӗ, ҫав вӑхӑтра хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче пӗри чуна кайса тивмелле хыттӑн ҫухӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ, паромпа каҫса каякансем пӗтӗм вӑйпа кӗсменӗсене вылятни курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Башня карлӑкӗ тӑрӑх уҫалса ҫӳрекен Мюргит, вилӗмпе хӑратакан шырлаксенче кӗсменӗсене хуҫакан Бартон, тӑнлавӗ тӗлӗнчи револьверлӑ Фильс — ҫаксем пӗтӗмпех, ахӑртнех, хӑйсене хӑйсем (шухӑшламасӑрах) пурнӑҫ тӗлӗшпе сӳнсе пыракан кӑсӑклӑха тытса пырасшӑн е тытса пыраҫҫӗ; ун тӗлӗшпе сивӗнсе вӗсем ӑна, пурнӑҫа, тӑшман вырӑнне йышӑнаҫҫӗ, анчах — яланах юнав-хӑрушлӑхра.

Мюргит, прогуливающийся по парапету башни; Бартон, ломающий весла в смертоносных порогах; Фильс с револьвером у виска — все это, по-видимому, бессознательно, поддерживало угасающее любопытство к жизни; охладев к ней, они могли принимать ее, как врага, только в постоянных угрозах.

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Кӗсменӗсене уссан Пенкаль ҫыннӑн ҫӑмӑл уттине туйрӗ, тӳрленсе тӑчӗ.

Опустив весла, Пенкаль различил легкие человеческие шаги и выпрямился.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Револьвер пени Энниока чараймарӗ; вӑл кӗсменӗсене хыҫалалла хӑвӑрттӑн ывӑта-ывӑта авӑсать; иккӗмӗш пуля кӗсменрен лекрӗ; Энниок ӑна вӗҫертрӗ, ҫийӗнчех ярса тытрӗ, ҫӗнӗ пульӑсене кӗтнӗ май пӗшкӗнсе ларчӗ.

Выстрел не помешал Энниоку; он греб, быстро откидываясь назад; вторая пуля пробила весло; Энниок выпустил его, поймал и нагнулся, ожидая новых пуль.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Энниок кӗсменӗсене сарлакан ывӑта-ывӑта авӑсать; вӑл аяккалла пӑхать, Гнора асӑрхамасть пулас.

Энниок греб, сильно кидая весла; он смотрел вниз и, по-видимому, не замечал Гнора.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Кӗсменӗсене пӑрахиччен вӑл вилсе выртма хатӗр.

Она скорее умерла бы, чем оставила весла.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Кӗсменӗсене хурать те вӑл — карланкӑран тухакан хулӑн нотӑсемпе сасӑпах шухӑшлать.

Он складывает весла и думает вслух низкими, гортанными нотами.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Пӗр-икӗ самант Аян фосфорлӑ симӗс куҫлӑ спрутсем, куҫа курӑнакан мӗлкесем е асаплӑ ыйхӑ евӗр пулӑсем, улӑпла нарвалсемпе шуҫлака какайран тунӑ, минтер пек йӗрӗнтерекен скатсем пирки шухӑшларӗ; анчах ку ӑсри сӑнарлавӑн юлашки хутланӑвӗ пулчӗ; вӑл кӗсменӗсене хучӗ, хунарне тӗртсе лартрӗ те хӗрарӑм портретне кӑларчӗ.

Одно-два мгновения Аян подумал еще о спрутах с зелеными фосфорическими глазами; рыбах, похожих на привидения или кошмарный сон; гигантских нарвалах, скатах, отвратительных, как подушка из скользкого мяса; но это уже была последняя судорога воображения; он положил весла, придвинул фонарь и вынул портрет женщины.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

«Андрей», кӗсменӗсене хурса, пӗр хушӑ дачниксен киммипе шывра ишсе ҫӳрекен ҫулҫӑсем ҫинелле пӑхрӗ.

«Андрей» сложил весла и некоторое время смотрел вслед лодке и плывущим по воде листьям.

10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Костя кӗсменӗсене ҫӗклет, хум кимме хӑяккӑн тайӑлтарса ярать, анчах вӑл сӑмсипе шыв юхӑмне май ҫаврӑнать те юхса каймасть.

Костя поднимает весла, лодку валит волной набок и почти сразу же разворачивает носом по течению, но не сносит.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ачасем малалла та сунар ӗҫне тума хатӗр, анчах Елена Ивановна ирӗк памасть вара Костьӑпа Тимахви, аяккалла ишсе каякан ҫӗлен ҫине шеллесе пӑхса, кӗсменӗсене вырӑнне лартаҫҫӗ.

Ребята готовы продолжать охоту, но Елена Ивановна не разрешает, и, с сожалением поглядывая на уплывающего ужа, Костя и Тимофей опять берутся за весла.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кимӗпе Костя ярӑнса курнӑ, анчах авӑсма вара вӑл пӗррехинче кӑна, унта та питӗ сахал авӑснӑ — пӗрремӗш опычӗ унӑн ӑнӑҫлах пулса тухман: вӑл ун чух амӑшӗн ҫӗнӗ кӗпине шывпа сирпӗтсе пӗтернӗ те, унран кӗсменӗсене туртса илнӗ.

На лодке Косте кататься приходилось, но греб он только один раз и совсем недолго — первый опыт был не очень удачным: он забрызгал новое мамино платье, и у него отобрали весла.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Нюрӑпа Костя кимӗ патне хунарсем илсе пыраҫҫӗ, Ефим Кондратьевич кӗсменӗсене илет те, вӗсем тапранса каяҫҫӗ:

Нюра и Костя несут в лодку фонари, Ефим Кондратьевич берет весла, и они отчаливают.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Бикмуш мучи кӗсменӗсене пӑрахрӗ те казакинне хывма тытӑнчӗ.

Дед Бикмуш оставил весла и стал снимать казакин.

XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Мэрдан чӗнессе кӗтмесӗрех, аяла анчӗ, кимӗ ҫине кӗрсе ларчӗ те, кӗсменӗсене аякка сула-сула ярса, пӑрахут патне ишсе кайрӗ.

Не ожидая приказа, Мэрдан спустился вниз, забрался в лодку и, широко взмахивая веслами, отчалил к пароходу.

VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Кӗсменӗсене аллине тытрӗ.

Он взял в руки весла.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех