Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр эрнерен хӗҫпӑшаллӑ Тарас хӑйпе пӗрле вӑрӑм сӑнӑ, хӗҫ, ҫул ҫинче апат пӗҫермелли чӳлмекпе кӗрпе, тар патронӗсем, лаша тӑллисем тата ытти япаласем те илчӗ те, йӗнерӗ ҫумне ҫул ҫинче тыткалакан баклагӑна ҫыхса лартса юланутпа Умань хулине пырса кӗчӗ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хӑвӑрпа тумтир нумай ан илсе тултарӑр: козак пуҫне пӗрер кӗпе те икшер шӑлавар, пӗрер чӳлмек кӗрпе тата тӳнӗ вир ҫеҫ пултӑр, урӑх никамӑн та нимӗн те ан пултӑр.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Укҫа-тенкӗ, кӗпе-йӗм, пӗтӗм апат-ҫимӗҫ, кӗсел пӗҫермелли ҫӑнӑх, пӑтӑ пӗҫермелли кӗрпе тата вутӑ ун аллинче пулнӑ; ӑна сыхласа усрама укҫа та панӑ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хӑйӑр пирӗн куҫсене кӗрет, хӑйӑр пирӗн шӑлсен хушшинче кӑчӑртатать, хӑйӑр пирӗн апат-ҫимӗҫ ҫине лекет, вӗрекен яшкара кӗрпе пек, хуран тӗпӗнче, ҫӑл шывӗ ҫинче ташласа тӑрать.
XIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫук, тет, чи кирли — кӗрпе арманӗ.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Кашни ҫыннӑнах лаша пулсан, тӗрлӗрен урапасемпе кӗрпе ҫурмалли армансен ыйтӑвӗ хӑех татӑлать, — малалла тӑсрӗ бригада начальникӗ.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Кӗрпе арманӗ пулмасан, санӑн лашусем кама кирлӗ?
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Эпӗ ҫапла шутлатӑп: урапа мар, кӗрпе арманӗ кирлӗрех.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Мӗн тума кирлӗ сана кӗрпе арманӗ?
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫуртӑн сылтӑм енче кӗлетсем, сулахайра — вите тата кӗрпе арманӗ.Амбары помещались направо от дома, конюшня и крупорушка — налево.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сӗтел ҫине малтан — хура сухари тураса янӑ ҫуллӑ купӑста яшки чашӑкпа пырса лартнӑ, ку яшка ашсӑр пулнӑ, унтан, ҫав яшканах вӗттӗн туранӑ аш ярса илсе пынӑ, кун хыҫҫӑн ӑшаланӑ ҫимӗҫ — сысна ҫури, хур, пӑру какайӗ е кӗрпе тултармӑшӗ лартнӑ, унтан татах выльӑх ӑшчиккипе пӗҫернӗ шӳрпе е лапша панӑ, юлашкинчен апата тутлӑ ҫимӗҫпе вӗҫленӗ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унта талӑкне те виҫӗ тирӗк шӗп-шӗвӗ кӗрпе шӳрпипе икӗ пӗчӗк пашалу ҫеҫ ҫитерчӗҫ.А там за весь день давали три чашки жидкой каши да пару маленьких лепешек.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫӑкӑрпа кӗрпе илме те аран-аран ҫиткелесе пырать.
IV // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Ыраш ҫӑнӑхӗн пӑтне сакӑрвунӑ пус, теҫҫӗ; кӗрпе те, пӑрҫа та кирлӗ… тата урана тӑхӑнма мӗн те пулин: туянмалла, тумтир те тӑвас пулать…Вон ржаная-то мучка восемь гривенок пуд; крупа, горох… а тут обуть надо, одежонку справить!..
IV // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Хаваслӑрах ҫӗмӗрттер… — тесе кӑшкӑрать домнӑн аслӑ мастерӗ Лукич, вӑл ачасем «карчӑк валли пӑтӑ пӗҫерме кӗрпе» мӗнле хатӗрленине пырса пӑхать.
III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Ун вырӑнне, Гапкӑна тӗл пулсан, ӑна ӗҫсӗр янккаса ҫӳренӗшӗн ятлама тытӑнчӗ, лешӗ шӑпах-ха ҫав вӑхӑтра кухньӑна кӗрпе йӑтса пыратчӗ; крыльца умӗнче яланхи пек апат парасса кӗтнӗ автанне туяпа печӗ; тата хӑй патне ҫурӑк кӗпеллӗ, вараланчӑк ача чупса пырса: «атте, атте, премӗк пар-ха», тесе ыйтсан, вӑл урипе тапса ӑна ҫав тери хӑратса пӑрахрӗ, ачи, сехри хӑпнипе, турӑ пӗлет-и, таҫта тарса ҫухалчӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Амӑшӗ те ун чухне Матвин, Кулине кинемей, пӗрехмай ӳпкепе аптӑракан хӗрарӑм, кил-терӗшре ҫӳресех вырӑнпа выртмалӑхах тӗшӗрӗлсе аннӑран (вӑл, чирӗ пусахласах ҫитернӗрен, тӑватӑм ҫул кӗрпе ҫӗре кӗчӗ) телеграмма ҫаптарттарнӑччӗ ывӑлӗпе кинӗ патне.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӑнӑх, кӗрпе, какай, ҫу, ҫӗрулми — пӗтӗмпех Хӗрлӗ Ҫара, рабочисемпе служащисене параҫҫӗ.Муку, крупу, мясо, масло, картофель — всё отдавали для Красной Армии, для рабочих и служащих.
Ҫак йывӑр ҫулсенче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫанталӑк калама ҫук япӑх пулнӑ, ҫил питӗ каснӑ, хушӑран юр пекки, ҫумӑр пекки е кӗрпе пекки Ильичӑн пит-куҫне, ҫара аллисене кастарса пынӑ.
VII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Анюк, Поликейӑн аслӑ хӗрӗ, кӗрпе юрлӑ ҫӑмӑрпа сивӗ ҫиле пӑхмасӑрах лаша умӗнче, хӑрасарах, пӗр аллипе йӗвен, тепӗр аллипе пуҫ ҫине витнӗ сарӑ-симӗс кӗске тумтире тытса тӑнӑ.
VII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.