Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнӗччӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вунӑ класс пӗтернӗ ҫулхине Левен, вӑрманлӑ ялта ҫуралнӑскер, вӑрмана чунтан килӗштерекенскер, «Хӑмпӑ» хӳрешкисем парнеленӗ «тута шыҫҫи» иртсе кайнӑ-кайман, Сыктывкара ҫитнӗччӗ абитуриент сукмакӗпе, унти ял-хуҫалӑх техникумӗн вӑрман уйрӑмне вӗренме кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӑлаки аппа Аркадий Давыдович умӗнче «ывӑлӗн» хутне хытӑ кӗнӗччӗ пулас, тем ҫавӑн пекреххи сисӗнетчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Унта ҫамрӑк авторсен повеҫӗсемпе калавӗсем кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Танк шухӑшӗпех килне ҫитсе кӗнӗччӗ Хумкка, килӗнче Эрхип лара парать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн пулнине веҫех каласа парас шухӑш пырса кӗнӗччӗ, анчах тӳссе ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Степа, сан алла телей кӗнӗччӗ, упрама пӗлмерӗн.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑн ҫинчен татӑклӑн калаҫма кӗнӗччӗ эп.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗлтӗр кӗрхи пӳлмесене 62 пин тонна сарӑ ылтӑн кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Вӑл иккӗ иртсен кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл ун чухне, ман пекех, университета вӗренме пырса кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Вӑл вӑхӑтра, 1927 ҫул вӗҫӗнче, эпӗ те ӗнтӗ «Ҫӗпре» повеҫпе тӑван литературӑна пырса кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

(Чӗкеҫ амӑшӗ Ульха, ҫырла сӑнлӑ, чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхеллӗ хӗрарӑм, виҫӗ ҫул маларах ҫӗре кӗнӗччӗ).

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫырусенчен пӗрне лампа патнех тытрӗ те пуҫларӗ вулама (адрес тупас тесе ҫеҫ кӗнӗччӗ — вуламах тытӑнчӗ-ха ӗнтӗ).

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Урӑх никама та мар, Укаҫа ҫеҫ килӗштерет тесе калаҫни пырса кӗнӗччӗ Тимуш хӑлхине.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Пӑрахса кайрӗ пулас, ун йышши ҫынсем шавлӑ, тӗркӗшӳллӗ вырӑнта пулма юратмаҫҫӗ вӗсем. Тен, манпа вӑхӑт ирттерсе ҫӳрессинчен пӑрӑнмалли меллӗ самантпа усӑ курма васкарӗ», — тесе те шутланӑччӗ ӗнтӗ эп, ҫапла шутласа «ҫылӑха та кӗнӗччӗ» — ҫитрӗ-тӑчӗ хайхискер тахӑш енчен ман ҫума, панелевоз умне.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Илтнӗччӗ-ха, илтнӗччӗ, хаҫатра ӗҫлет тени хӑлхана кӗнӗччӗ, хаҫат ӗҫӗпе ҫӳретӗн пуль-ха.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Пӗр кунхине ман пата Игнат Петрович килсе кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл сӑмахсене ҫырнӑ чухне ӑнсӑртран ман пуҫа ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗнӗччӗ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Виҫҫӗмӗш опӑшка ман пата икӗ ачапа пырса кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Виктор Павловичпа Степан Фомич тахҫан пӗрре айӑпа кӗнӗччӗ ӗнтӗ, анчах вӗсем ҫавнашкал пӑтранчӑк шухӑшсенчен халь иккӗшӗ те тасалнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех