Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнӗччӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пӗр кунхине ман пата Игнат Петрович килсе кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл сӑмахсене ҫырнӑ чухне ӑнсӑртран ман пуҫа ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗнӗччӗ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Виҫҫӗмӗш опӑшка ман пата икӗ ачапа пырса кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Виктор Павловичпа Степан Фомич тахҫан пӗрре айӑпа кӗнӗччӗ ӗнтӗ, анчах вӗсем ҫавнашкал пӑтранчӑк шухӑшсенчен халь иккӗшӗ те тасалнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аслӑ хӗрӗ института кӗнӗччӗ, пӗрремӗш курсра вӗренетчӗ, кӗҫӗнни пилӗк ҫулта кӑначчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӗррехинче вӑл каҫхине пырса кӗнӗччӗ те, Вера ӑна алӑк еннелле ҫатма аврипех тӗллесе кӑтартрӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Эх, тахҫан-авал эпӗ пӗр улпут патне тарҫа кӗнӗччӗ, — аса илчӗ Ишмук.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗр мӑнтӑрӗ те пӗтӗмӗшле алла кӗнӗччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Малтанхи талккӑмра ывӑлӗпе кинӗ ашшӗне (Пурис амӑшӗ икӗ ҫул каяллах, пуҫ ҫаврӑннипе аптӑраса пурӑннӑскер, ҫӗре кӗнӗччӗ) чиперех пӑхкаланӑ пекки турӗҫ-ха, каярахпа ҫакӑ вӗсене йӑлӑхтарса ҫитерчӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл чернил яма кӗнӗччӗ те.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

«Печатницӑна» хӗр кӗлетки ытла та палӑрмалла кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Эпӗ сана вӑрӑ-хурахсем ҫинчен каласа пама кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ пысӑк инкек пулни ҫинчен каласа пама, пулӑшу ыйтма кӗнӗччӗ

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта та ҫав шухӑшпа кӗнӗччӗ вӗсем: Пӗлмен-палламан ҫынсем патӗнче апат ҫикелесе чей ӗҫес те, кӑштах выртса канас, унтан, вӑй илсе, малалла утас тенӗччӗ — пулмарӗ: мунча пек пӳртре те, ав, пӗлекен ҫын тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑнасем хыҫҫӑн Хрестук ҫурт ӑшчиккине йӑлтах тирпейлесе ҫитернӗччӗ ӗнтӗ, ӑна унчченхинчен те илемлӗ сӑн кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ шыв ӑшӑтас тесе кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кала-ха, Сергей, миҫе ритван кӗнӗччӗ ҫакӑнта? — ыйтрӗ вӑл капан ҫинелле пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Элчӗсем укӑлча хапхинчен пырса кӗнӗччӗ кӑна, урам кукӑрӗнчен вӗсен еннелле аллисене вӑрӑм сӑнӑ тытнӑ виҫӗ ҫын ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сан ача юласси ман пуҫа та килсе кӗнӗччӗ, кинӗм.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паян кӑнтӑрла хан хӑлхине тӗлӗнмелле сӑмах пырса кӗнӗччӗ, Ковгоршад ӑна Булат Ширин ханлӑх ӗҫӗсенчен айккинелле пӑрӑнма шутлать тесе пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех