Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнекесем (тĕпĕ: кӗнеке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗркун мана пӗр учитель темле «Ученые записки» ятлӑ кӗнеке пачӗ те, ҫавӑнта чӑвашсем валли кӗнекесем кӑлармалла мар, чӑвашсене хӑйсене те пӗтермелле тенӗ.

Недавно мне один учитель дал какие-то «Ученые записки», так там написано, что для чуваш не следует, мол, издавать книги на их языке. Да и самих надо истребить.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫав хушӑра вӑл авланать, тӗпчевлӗ ӗҫсемпе калавсем ҫырма тытӑнать, чӑваш пурнӑҫӗ ҫинчен кӗнекесем кӑларать, пысӑк ҫынсемпе паллашать…

За это время он успеет жениться, напишет несколько исследований и рассказов о жизни сородичей-чувашей…

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗнекесем, чечексем, савӑнӑҫлӑ пӑлхану, пӗр-пӗриншӗн тунсӑхласа ҫитнӗ вӗренекенсемпе вӗрентекенсем…

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрав урока йыхравлать // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%88a%d0% ... %82%d1%8c/

Пирӗнтен чылайӑшӗ ҫиме ҫӑкӑр пулманнипе аптранине, пӗр татӑкшӑн йывӑр ҫулсенче кунӗпе ӗҫленине киносем курнӑ, кӗнекесем вуланӑ тӑрӑх ҫеҫ пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/

Фонда пуянлатни вулакансене кӗнекесемпе хаҫат-журналсем анчах мар, цифра агрегачӗсем, аудиокӗнекесем, Брайль шрифчӗллӗ кӗнекесем тата ытти те сӗнме май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотека хӑтлӑланӗ, анлӑ ҫулпа утӗ // Г.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d0%b1%d0%b ... 83%d1%82e/

Пӗрремӗш сӑнӳкерчӗкре йывӑҫ ҫурта куратӑр, унта «Кӗнекесем» тата «Хуҫалӑх таварӗсем» магазинсем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/

— Эпӗ кӗнекесем илсе килнӗ ӗнтӗ, — лӑпкӑн ҫеҫ тавӑрчӗ Алексей.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пурӑнан пурнӑҫра сӑваплӑ ӗҫсем татах та сахал мар пулӗҫ (пирӗнни пек чаплӑ ӗмӗрте вӗсем пулмаллах), эпир хурлӑх мӗн иккенне кӗнекесем тӑрӑх ҫеҫ пӗлӗпӗр, чӗресенче савӑнӑҫ тата ытларах сарӑлса шӑранӗ, ҫапах та ку кун савӑнни нихҫан та асран тухмӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Этажерка ҫинче кӗнекесем чылай, вӗсем те хӑйсен хуҫисем кайнӑранпа пӗр хускалмасӑрах тӑнӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уяв умӗн, акӑ, пӗртӑван Майоровасем, Александрӑпа Елизавета, библиотекӑна кӗнекесем илсе килчӗҫ.

Накануне праздника сестры Майоровы, Александра и Елизавета, принесли в библиотеку книги.

Кӗнекесем парнелерӗҫ // Е.Савельева. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d0% ... 5%d1%80ec/

Вулавӑша ҫӗнӗ кӗнекесем килсен Никит пиччене ҫыру ҫырса яраттӑм, хӑйне вӑрах кӗттермесчӗ вӑл, ҫийӗнчех пырса каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

«Хаҫат-журнал, радио, телевидени, ҫавӑн пекех кӗнекесем тата Интернет», — тӗрӗс хуравларӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Нумай кӗнекесем вӑл ҫырнӑ, Пит интереслӗ вулама.

Куҫарса пулӑш

В.Алентее — 100 ҫул // Роберт Иванов. http://gazeta1931.ru/gazeta/9678-zhurnal ... -puclanacc

Архивра упранакан хаклӑ документсемпе кӗнекесем те ҫав кун ҫын куҫӗ умне тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

«Вӑрҫӑ вӑхӑтне тӳссе ирттернӗ, кӗнекесем тухнӑшӑн савӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри литература ҫул ҫӳревӗ // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%87a%d0 ... b5%d0%b2e/

Архивра упранакан хаклӑ документсемпе кӗнекесем те ҫав кун ҫын куҫӗ умне тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Халӗ лӑпланма питӗ лайӑх вӑхӑт – интереслӗ кӗнекесем вулӑр, ҫывӑрса тӑранӑр.

Отличное время, чтобы расслабиться - почитать интересные книги, выспаться.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пушӑ вӑхӑтра интереслӗ кӗнекесем вулӑр.

В свободное время старайтесь читать больше книг на интересные темы.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хуть те темле ирӗк пултӑр кунта, хуть пылпа та кулачпа тӑрантарса усраччӑр, Чӑвашра хура ҫӑкӑр та кулленех ан лектӗр, вӗренме те ан илччӗр (кӗнекесем тӑрӑх вӗренме пурпӗр никам та чараймасть мана), урамра та ман еннелле тиркесе пӑхчӑр («кулак ачи!») пурпӗрех Чӑваша таврӑнмалла ман.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Шупашкартан чӑвашла кӗнекесем ҫырӑнса илеттӗм.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех