Шырав
Шырав ĕçĕ:
кӗлеткинчи (тĕпĕ: кӗлетке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Колорит тенине нациллӗ поэтӑн пултарулӑхӗнчен, сӑвви-юрринчен уйрӑм илсе пӑхма ҫук, вӑл поэт пултарулӑхӗн содержанийӗпе форминче — этем кӗлеткинчи ӳтпе юн пекех; вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрни — этемӗн ӳт-тирне каса-каса пӑрахса, юнне юхтарнӑ пекех.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Юн юхать, шӑнӑрсем тӑрӑх чупать, унӑн кӗлеткинчи пур ҫулсем тӑрӑх та иртсе пырать, ал тымаррисенче пӗчӗк мӑлатуксем шакканӑн туйӑнать.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл, аллисене ҫӳлелле тӑсса, пӗтӗм хапипелен вӑйлӑн карӑнса туртӑнчӗ, кӑкӑрне мӑкӑрӑлтарса хучӗ, ҫак вирлӗ хусканӑва пула вара унӑн мускуллӑ пысӑк кӗлеткинчи сыпӑсем сасӑпах шатӑртатса илчӗҫ.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Страницăсем:
- 1