Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурӑмӗ халь унӑн кӗлеткин чи туйӑмлӑ пайӗ пулнӑ.
4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Якова вара ҫав кӗлетке ашшӗне тарӑхтарнӑ пек, вӑл ҫынсене ватӑ кӗлеткин йӗрӗнмелле ирсӗрлӗхӗсене юри кӑтартма тӑрӑшнӑ пек туйӑнчӗ: вӑл каҫхи кӗпе-йӗмпе, кӳпшесе кайнӑ кӑкӑрне уҫса, аслӑ хӗрӗ Елена умӗнче ӑна юри ҫиллентерес тесе ҫӳренӗ пекех сӳрерӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑй месерле, кӑкрисене мӑкӑртса, аллисене пуҫӗ айне хурса выртать; унӑн сапаласа янӑ тӗксӗм ҫӳҫӗсем, йӑлтӑртатакан хура лакпа хутӑшса, рояль хуппи ӑшне кӗрсе кайнӑ пекех курӑнаҫҫӗ, вӑл сӗтел патнелле мӗн чухлӗ ҫывхарса пычӗ, унӑн кӗлеткин пайӗсем ҫав тери уҫӑмлӑрах палӑрчӗҫ, хулхушшинчи, хырӑм ҫинчи ҫӑмӗсем куҫа ытларах та ытларах курӑнса пычӗҫ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Йӑрӑмлӑ серапэ ӗлӗкхи пекех ун кӗлеткин ҫӳлелли пайне хупласа, хулпуҫҫийӗсем ҫинчен усӑнса тӑрать, ягуар тирӗнчен ҫӗлетнӗ аттисем те ун урисенчех.
LXXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Малтан чӑнкӑ ҫырти йывӑҫсем хыҫнелле лаша пуҫӗ пытаннӑ, унтан унан мӑйӗ, кӗлеткин малти пайӗ, унтан ун ҫинче ларакан ҫынӗ те — пӑхса та пӗлмелле мар, нихӑҫан та курман хӑрушӑ ҫын кӗлетки.
LVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑрман уҫланкисенче вӑл виҫӗ-тӑватӑ хутчен кӑвайтӑсен сивӗнсе ҫитмен кӗлӗ ӑшӗнче ҫын кӗлеткин ҫунса хуралнӑ шӑммисене — ӳсал ӗҫкӗ-ҫикӗ юлашкисене — курчӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Патшана ҫывӑх ҫынсенчен нихӑшӗ те хӑй кӗлеткин пӗтӗм пайӗ пур тесе мухтанма пултараймасть.Среди них не было ни одного, кто мог бы похвастать наличием полного комплекта частей своего тела.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫак ушкӑна тимлесерех пӑхса ҫаврӑнсан, ҫын куҫне тӳрех вӗсен кӗлеткин мӗнле те пулин пайӗ ҫукки курӑнать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Динӑн ыйхӑ витӗр те пулин йыхӑрса чӗнекен янкӑр кӗлеткин асамӗпе аташрӗ-асапланчӗ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ачи унӑн аллисене ҫыхса янӑ хыҫҫӑн вӑл кӗлеткин ҫӳлти пайӗсене те хускатаймарӗ ӗнтӗ.И теперь, когда мальчик перевязал ему руки, верхняя часть туловища тоже была скована.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Акӑ шыв ҫинче пӗр вырӑнта тӑракан тата куҫса ҫӳрекен шыв курӑкӗсем хушшинче хуп-хура сӗлӗх, хуллен кӑна утса ҫӳренӗ пек, шыв ҫинелле пӗрре хӑйӗн кӗлеткин малти вӗҫӗпе, тепре хыҫалти вӗҫӗпе тирӗне-тирӗне, вӑраххӑн шуса пырать; ҫавӑнтах тата шывра кӑшт кӑна палӑракан сап-сарӑ шуйттан мӑйраки хуллен кӑна шӑвать.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пур япала та ҫӗнӗ, ҫирӗп, таса, пурин ҫине те кил хуҫин манашкӑлла кӗлеткин сивӗ мӗлки ӳкет.Все было новое, крепкое, чистое, и на все монашеская фигура хозяйки бросала холодную тень.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тӗттӗмре амӑшӗ унӑн тӳрӗ кӗлеткин мӗлкине асӑрхарӗ, вӑл хура кӑмака тӗлӗнче кӑваккӑн курӑнчӗ.В темноте мать видела слабый контур ее прямой фигуры, серой на ночном фоне печи.
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Агрегат унӑн кӗлеткин пӗр пайӗ пулса тӑчӗ, агрегатӑн чӗтрекен пӗр тикӗс шавӗ унӑн шӑнӑрӗсенче, нервисенче, юнӗнче илтӗнчӗ.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хворостянкин, хӑй кӗлеткин йывӑрӑшӗпе лапчӑтса лартма хӑтланнӑ пек, сарлака кӑкрипе трибуна ҫине выртнӑ та вӑйлӑ аллисемпе хӑлаҫланать.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл пуҫне ҫӗклемесӗр ҫирӗм тӑваттӑ ҫитиччен шутларӗ те, «ҫирӗм пиллӗк — шырама тӳр килӗ» тесе кӑшкӑрса, ҫӗр ҫинче ӳпне выртаканскер, сиксе тӑчӗ те, тӳрех пысӑк чул хыҫӗнче симӗсӗн курӑнакан Ваня Гриценкон йӗмне асӑрхарӗ; лешӗ, пуҫне тирпейлӗ пытарнӑскер, хӑйӗн кӗлеткин ытти паллӑрах вырӑнӗсем ҫинчен пачах маннӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унӑн кӗлеткин йывӑрӑшне тата мускулсен йывӑрӑшне кайӑкӑннипе танлаштарас пулсассӑн этем кайӑкран 72 хут вӑйсӑртарах, анчах та вӑл пурпӗрех вӗҫме пуҫлатех.И по отношению веса своего тела к весу мускулов в семьдесят два раза слабее птицы, но он полетит.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кӗлеткин йывӑрӑшӗ ура вӗҫӗ ҫинелле куҫнӑ самантра Алексей иккӗмӗш урине тӑрук туртса урайӗнчен уйӑрчӗ те, ӑна малалла ывтӑнтарчӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ, малтанхи йӑнӑшсене шута илсе, вӑл каллех стенаран уйрӑлчӗ те, искусственнӑй урин вӗҫне аякалла пӑрса, ура кӗли ҫине тӑчӗ, унтан кӗлеткин йывӑрӑшне ура вӗҫӗ ҫинелле куҫарчӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та ҫын протезсем тӑхӑнсан, унӑн кӗлеткин яланхи виҫисем улшӑнсан, ҫав мӗн ачаранпах вӗреннӗ хӑнӑху пулӑшмасть, пулӑшма мар — утассине ҫеҫ йывӑрлатать вӑл.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950