Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑкӑр умлӗ, хурталлӑ саппун хӗрарӑм кӗлеткин малти пайне пӗтӗмпе тенӗ пекех хупланӑ.
Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Пӗтӗмӗшле илсен, индуистсен «Вӑрманпа витӗннӗ тусем» стилистикине тӗпе хурса ӑсталанӑскерсем Калинга храмӗсем этем кӗлеткин анатомине те сӑнласа параҫҫӗ, ҫакӑ планировкӑра та, терминологире те палӑрать.
Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0
Ҫавӑн пекех Пӗчӗк принц кӗлеткин ҫӳллӗшӗ те кӑшт манӑҫнӑн туйӑнать.
IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Пӗр минут каялла кӑна вӑл хӑйӗн нумай опытлӑ, хӑвӑрт туякан кӗлеткин кашни пайӗпе Завьяловӑн кӑмӑл пуррине, вӑл тӳсӗмсӗр кӗтнине туйрӗ.
9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Пӗтӗм кӗлеткин ҫӳлти ҫур пайӗ тӑртанма, туртӑнма пуҫланине туйса, халӗ тытамак тытнӑ пекех чӗтрекенскер, мӑшлата-мӑшлата, шӑлне шатӑртата-шатӑртата, аялти-ҫӳлтине асӑна-асӑна, Пурис ҫӗлен юнне сӑхнӑ тӗлтен шӑнса хытӑрканӑ пӳрнисемпе пӑчӑрта-пӑчӑрта кӑларасшӑн самайччен муталанчӗ, вӗтеленчӗ, ҫурмаланчӗ, анчах, мӗн тӑвас тенине тума ытла та майсӑр пулнӑ пирки, унӑн тӑрмашни кӑлӑхах пулчӗ, вара вӑл ӑшши-пӑшши шӑтӑкран хӑтӑлса тухма хыпаланчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӗлеткин икӗ енне хунӑ вӑрӑм хура ҫивӗтсем те ҫуннӑ ҫунат тӗпне аса илтереҫҫӗ.Две черные косы, уложенные по обеим сторонам ее тела, тоже похожи на обгоревшие крылья.
Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑйлӑ тарӑхнӑ арҫын хӗрарӑма пуҫӗнчен, кӑкӑрӗ тӗлӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен 38 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чикнӗ.
Арҫын пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма ҫӗҫӗпе 38 хут чикнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33174.html
Горна никам та вӑратмарӗ, вӑл хӑех тӑчӗ: кӗтмен ҫӗртен ӑнӗн тулли уҫӑмлӑхӗпе, кӗлеткин ыйхӑллӑ сӳрӗклӗхӗсӗр, анаславсӑр, — пачах та ҫывӑрман, уҫӑ куҫпа выртса кӗтнӗ тейӗн.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Кӗлеткин тӗлӗнмелле хусканӑвӗсене хӑрӑлтатса кӑшкӑрашни, ӗсӗклев евӗрлӗ ассӑн сывлав пулӑшаҫҫӗ.Эти странные телодвижения сопровождались сиплыми выкриками и вздохами, похожими на рыдания.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Сарӑ ҫӳҫлӗ ҫӳллӗ Лаура Мульдвей ачанни пек пичӗпе, таса, суясӑр кӑвак куҫӗсемпе, ҫӳхе ҫинҫе кӗлеткин пиҫӗлӗхӗпе ҫил ҫинче вӑркӑшакан хӑйӑва аса илтерет.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӗтӗмпех куҫӗ умне тухса тӑчӗ: хӗрӗн вӗттӗн чӗтрекен кӗлеткин пылак сулӑмӗ, унӑн, Гоанӑн, кӑкӑрӗ ҫинчи телейлӗ темиҫе минут хушшинче хӗр чӗри хавӑрттӑн кӑртлата-кӑртлата тапни, унӑн каҫӑрӑлнӑ пуҫӗ, Дэзие кӑкӑрӗ тӗлӗнчен, тӳме вӗҫерӗннӗ ҫӗртен, пӗртен пӗр хут чуп туни…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Кӗрсе тӑнӑскер Африкӑри виҫӗ снобран нумай енӗпе уйрӑлса тӑрать: илемӗпе, кӗлеткин тӗреклӗхӗпе тата ачалла ӗненӗвӗпе; таса куҫӗсенче никама та усал тӑвас килмест текен шухӑш ҫиҫет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Виҫине пӗлмен нумай ҫынпа мӗн пулса иртет — Пэдпа та ҫавах: унӑн кӗлеткин ӗренки, нервсем ҫукки ӑратлӑ вӑкӑра аса илтереҫҫӗ: вӑл тӑранайми ӗҫет, тӗрӗсрех — кӳпет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫавах та, снабжени организацийӗсем пӗр енчен вӑйсӑр, тепӗр енчен тата ӗҫсене юриех чӑрмантарса пынӑ пулин те, нумайӑшӗсемшӗн кадровӑй офицерсене ҫара калла йышӑнни тискер, ӑнланмалла мар япала пулнӑ пулин те, окопсенче тӑватӑ ҫул хушши ларса ирттернӗ ҫынсем вӑрҫӑран йӗрӗнсе ҫитнӗ пулин те, ҫийӗнчен тата ял пуҫӗпех хӑйӗн ӗҫӗ ӑшне — чухӑнсем кулаксене хирӗҫ кӗрешес ӗҫ ӑшне путнӑ пулин те, — ҫавах та Хӗрлӗ ҫар кӗлеткин малтанхи йӗрӗсем палӑра пуҫланӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Студентсем пулӑсем пек ним чӗнмесӗр ларнӑ ҫӗрте Профессор сасси уҫҫӑн янӑрать, вӑл панӑ кашни ыйтӑва хирӗҫ янравсӑр сасӑпа хаяррӑн кӑшкӑрни илтӗнет, вӑл сасӑ таҫтан тӗпсакайӗнчен, чунсӑр шурӑ стенасенчен тухнӑ пек туйӑнать, чирлӗ ҫын кӗлеткин хусканӑвӗсем архиерейӑнни пек вӑраххӑн, мӑнкӑмӑллӑн пулса пыраҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Тумтир тӗлӗшӗнчен вӑл тӗттӗм тӗслисене ҫеҫ килӗштерет, тоги ҫинчи хутламӗсене пит пӗлсе хитрелетсе вырнаҫтарнӑ, вӑл вара уяӑн кӗлеткин илемлӗхӗпе чаплӑлӑхне тата лайӑхрах палӑртса тӑрать.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ун кӗлеткин пур сыпписем те тутӑхса ларнӑ алӑк тӑпсине аса илтерчӗ: мӗн тери асаппа хускалчӗ унӑн шӑмшакӗ?
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Унӑн куҫӗсем ытарайми илемлӗ, сасси янӑравлӑ та ырӑ, ытла ҫаврака кӗлеткин йӗрӗсем те ман яшлӑхӑн ун чухнехи тапхӑрӗнче самаях хитре пек туйӑнчӗҫ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Катя вунултӑ ҫулта; вӑл ҫитӗннӗ ӗнтӗ; хӗрача кӗлеткин куҫу тапхӑрӗнчи кӑнттамлӑхӗ, унӑн именӳллӗ тата лӑппи-лаппи хусканӑвӗсем тин ҫеҫ ҫуралнӑ чечекӗн илемлӗ ҫӗнӗлӗхӗпе тата ҫыпӑҫулӑхӗпе ылмашӑнчӗҫ; анчах вӑл хӑй улшӑнман.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн кӗлеткин кӗрӗс-мерӗслӗхӗ самантрах таҫта кайса кӗчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.