Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗлетки (тĕпĕ: кӗлетке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Курӑр, эпӗ епле телейлӗ! Курӑр, эпӗ епле ҫамрӑк та чипер!» — тет унӑн хӗрелсе кайнӑ сӑнӗ; ирӗлекен ҫырла евӗр тути, ҫинҫешке кӗлетки, вӗлтлетсе курӑнакан йӑрӑс урисем, ҫутӑ пушмакӗсем — йӑлтах вун сакӑр ҫулхи хӗрӗн телейӗ ҫинчен калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кайран, тӑнне ҫухатсан, кӗлетки асаплӑн тапаланнине курсан, ҫапла асаплантариччен вилсен лайӑхрах пулӗ тесе, вӗлерсех пӑрахрӑм…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Куҫ умне Тимофей Михайловичӑн юнланса пӗтнӗ кӗлетки тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тыт, пулӑш, урӑх вырӑна кайса пӑрахар! — терӗ Петӗр, Тимофей Михайлович кӗлетки патне пырса.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫапла эпӗ Тимафи пиччен хускалми пулнӑ кӗлетки умӗнче самаях выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫав самантра унӑн кӗлетки ҫӗрелле усӑнма пуҫларӗ, сулӑна-сулӑна кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл каласа пӗтереймерӗ, кӗлетки сулӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унӑн кӗлетки качча тухман хӗр кӗлетки пек илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑрать, мӗскӗнскер, пӗтӗм кӗлетки сиксе чӗтрет.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Володя васкаса чӳречене уҫрӗ, урамалла ҫур кӗлетки таранах тухса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пуҫӗ тӑмана пуҫӗ пекрех, кӗлетки ҫӑмламас.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи лӗпӗш // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 110 с.

Пӗчӗк тӑпӑл-тӑпӑл кӗлетки текерлӗке асилтерчӗ, пуҫ тӳпине хутламлатса ҫыхнӑ вӑрӑм ҫивӗчӗ текерлӗк тӳпеттейӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

«Печатницӑна» хӗр кӗлетки ытла та палӑрмалла кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Кӗлетки унӑн ҫаплипех тӗреклӗ-ха, ҫурӑмӗ кӑна самаях пӗкӗрӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Сулахай алли кӗлетки тӑрӑх усӑнса аннӑ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Час-часах выртса тӑнипе айӗнчи утӑ пусӑрӑнса ларнӑ, ҫын кӗлетки пек калӑпланнӑ, ӑна вӑл юсасах та тӑмасть пулас.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тепри вара йӑлтах урӑхла: мӑйӗ шурӑ, пӗтӗм кӗлетки сарӑ, хӑй пӗчӗк.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫулсен чуппи ӑна хулӑнлатайман, хӗр кӗлетки пекех сыхланса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Унӑн алли перӗнсенех тӑм лапчӑнать, тӑсӑлать, самантранах кайӑк кӗлетки пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ҫак ӗҫе тӗрӗс мар тусан сӑвӑсӑн «кӗлетки» ҫеҫ татӑлать, пуҫӗ вара ӳт ҫинчех юлать.

Куҫарса пулӑш

Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех