Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗленчерен (тĕпĕ: кӗленче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн нумайранпа кастарман пирки кӑтраланса кайнӑ хура ҫӳҫӗ ҫинче подводниксем тӑхӑнакан пустав пилотка илемлӗн ларать, кӗске, шурӑ хӑюллӑ хура курткине сарлака пиҫиххине ҫыхса янӑ, хулӑм сӑрантан ҫӗленӗ кабурӗнче «вальтер», самолет чӳречисене кантӑклакан кӗленчерен тунӑ авӑрлӑ кинжал, кӑкӑрӗ ҫинче автомат, шӑлаварӗ парусинӑран ҫӗлетнӗскер, мӑйӗнче шарф, сулахай аллине сулласа пырать, сылтӑммине хуҫлатса тытнӑ, пӳрнисем пулемет-пистолета ҫирӗппӗн чӑмӑртанӑ.

На его давно не стриженных, черных с курчавинкой волосах щегольски сидела суконная пилотка подводника — черная с белым кантом, короткая курточка подпоясана широким ремнем, «вальтер» в кобуре из толстой кожи, кинжал с самодельной ручкой из авиастекла, на груди автомат, шаровары из парусины, шарф на шее, левая рука вразмашку, а правая — согнута в локте, и пальцы накрепко охватили шейку ложа пистолета-пулемета.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кӗленчерен тунӑ ҫӳлӗ стена пиншер катӑка ванса тӑкӑннӑ евӗр, пур ҫӗрте те шатӑртатать, кӑчӑртатать.

Затрещало, захрустело всюду, как будто рассыпалась осколками высокая стеклянная стена.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Тӗрлӗ тӗслӗ кӗленчерен тунӑ алӑка шаплаттарса хупса, хулпуҫҫипе тӗртсе тӑрса, икӗ хутчен уҫӑпа пӑрса питӗрсе хучӗ, анчах ҫавӑнтах хӑй кунта ҫакланнине ӑнланса илчӗ.

Она со звоном захлопнула за собой дверь из разноцветных стекол, прижала ее плечом, два раза повернула ключ и тут же поняла, что попалась.

XX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Тӗтри вара тинӗс ҫинче витӗр курӑнман кӗленчерен тунӑ хупӑлча пекех ҫакӑнса тӑрать.

Он повис над морем, как купол из опалового стекла.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Симӗс кӗленчерен тунӑ бокалсем чӑнкӑртата-чӑнкӑртата илеҫҫӗ.

Звенели бокалы из зеленого стекла.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Каллех картинӑсем мӗлтлетсе иртеҫҫӗ: акӑ вӑл тетрадьне уҫкаласа ларать, куҫ, умне вара шар тулашне хулӑн кӗленчерен тунӑ калпаклӑ сигнал лампин эскизӗ тухса тӑрать…

Опять мелькают картины: вот он перелистывает тетрадь, на глаза попадается эскиз сигнальной лампы с колпаком из толстого стекла снаружи шара…

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Вӑл сывласа кӑларакан ҫутӑ сывлӑш хӑмписем ҫӳлелле ярӑнса хӑпараҫҫӗ, вӗсем кӗленчерен тунӑ пӗчӗк ампулӑсем пекех туйӑнаҫҫӗ.

Блестящие пузырьки выдыхаемого им воздуха взвивались вверх, похожие на маленькие стеклянные ампулы.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Студент темӗн пирки кулма пӑрахнине асӑрхаса, вӑл сӗт евӗрлӗ шурӑ кӗленчерен тунӑ шар пек ҫаврака графин илчӗ те ҫамрӑк хӑнана эрех тултарса пачӗ.

Заметив, что студент почему-то перестал улыбаться, он взял шарообразный графин из молочно-белого стекла и подлил юному гостю вина.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Тухтӑр ӑна пӗр кӗленчерен темӗнле эмел шӑршлаттарать.

Доктор давал нюхать что-то из пузырька Ветрову.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Акӑ мӗнтен пулать: ҫын ӑшӗнчен тухакан сывлӑш кӗленчерен ӑшӑрах, ҫын сывлӑшӗнче пӑс та нумай.

Оттого, что дыхание человека теплее, чем стекло, и в дыхании много летучей воды.

Чӳрече тарланипе сывлӑм ӳкни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӗсен шутне чечексем, пылак апат-ҫимӗҫсем, улма-ҫырла, хӗрлӗ эрех, кӗнекесем, тӗрлӗрен ручкӑсем, духисем, сигаретсем, сигарӑсем, чӗлӗмсем, муштук, портсигар, кӗл суланчи, кӗленчерен, хрустальрен, кӗмӗлтен тунӑ, тиртен ҫӗленӗ япаласем, тӑм савӑт-сапа, металран эрешленӗ япаласем (ҫурта лартмалли савӑт, стена ҫине ҫакмалли пластинӑсем, турилккесем, вазӑсем, брошкӑсем т. ыт. те) кӗреҫҫӗ.

Это цветы, сладости, фрукты, вино, книги, письменные принадлежности (почтовые наборы, вечное перо и т. д. ), духи, курильщикам — сигареты, сигары, табак и курительные принадлежности (трубка, мундштук, портсигар, пепельница и т. д. ); изделия из стекла, хрусталя, серебра, кожи (бювары, бумажники, обложки для книг, записные книжки, шкатулки и т. д. ); керамика, металлические изделия (подсвечники, настенные пластины, тарелки, вазы, броши и т. д. ).

Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тулли кӗленчерен малтан хӑш черккӳне тултармалла.

Из полной бутылки сначала наливают себе.

Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кулленхи кунра хамӑр куҫ тӗлне пулакан арӑш-пирӗш япала ҫеҫ иккен, — ҫӗрри те суя куҫ лартса янӑ куҫлӑ, каптӑрми те ҫутатнӑ пралука Капкай лаҫҫинче таткаласа тунӑскер кӑна, шӑрҫи те ахаль кӑвак кӗленчерен ҫеҫ.

Повседневные вещи, которые глаз видит изо дня в день, и заколки да булавки сделаны из блестящей проволоки, какой в кузнице Капкая завались, а бусы из обыкновенного синего стекла.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сергейӗн амӑшӗ клуба каяс умӗн ҫӳҫне пысӑк хырӑмлӑ кӗленчерен духине сапнӑ чухне пӳлӗме ҫакӑн пек тутлӑ шӑрш сарӑлать.

Так бывало, когда мама собиралась в клуб на самодеятельность и душила свои волосы из пузатого флакончика, — в комнате долго стоял красивый, праздничный аромат.

3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Учитель, ҫӗлен пуҫӗ ҫинчи тирне пӗр тӗлтен уйӑрчӗ, Августич вара, кӗленчерен тунӑ пуҫ чашки витӗр курӑнакан ҫӗлен шӑлӗсем патӗнче ҫинҫешке тымарлӑ хура ҫаврашка паллисем пуррине, ҫав тымарсем шӑлсен ӑшне кӗрсе ҫухалнине курчӗ.

Учитель поднял часть кожи на голове змеи, и Августич чрез стеклянный череп увидел возле зубов маленькое черное пятнышко с тоненькими ниточками, исчезавшими в зубах.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Гостинӑйран тухсан, кӗленчерен тунӑ галлерейӑпа радио сасси илтӗнекен аякри пӳлӗме пырса кӗчӗҫ.

Выйдя из гостиной, они темной стеклянной галереей прошли в дальние комнаты дома, из которых доносились звуки радио.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Пӗлӗт кӗленчерен тунӑ купол пек карӑнса тӑчӗ, пӗлӗте кӗленчерен тунӑ евӗрлӗ чанпа хупларӗ.

Небо вздулось стеклянным куполом, небо накрыло стеклянным колоколом.

I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Мэрфи тӗлӗннипе хӑйӗн вилнӗ ҫыннӑнни евӗрлӗ, кӗленчерен тунӑ пек, хурҫӑ тӗслӗ куҫӗсене чарса пӑрахрӗ.

Мэрфи удивленно выкатил свои мертвые, точно искусственные стального цвета глаза.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ҫук, кӗленчерен мар вӑл, мучи.

— Не стеклянная, дед.

Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

— Ну, вӑл ҫаврака ҫӗлӗк, кӗленчерен тунӑскер… — пуҫларӗ Тумлам.

— Ну, это шапка такая круглая, стеклянная на голове… — начал было Капля.

Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех