Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑшкӑрнӑ (тĕпĕ: кӑшкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Акӑ, эсир каллех: «Мӗн тума?» тесе ыйтатӑр, — кӑшкӑрнӑ пекех каларӗ Завьялов.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Анчах эпӗ кӗтме пултараймастӑп! — кӑшкӑрнӑ пекех каларӗ Завьялов.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— «Анчах… эпӗ тыла вӗҫсе каятӑп вӗт!» — ним тума аптранипе кӑшкӑрнӑ пекех каларӗ Завьялов.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Анчах ӑҫта ӳкернӗ-ха ӑна, ӑҫта?! — кӑшкӑрнӑ пекех ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Пулмасӑр тата! — кӑшкӑрнӑ пекех каларӗ те скульптор, Завьялов унӑн сассинче хурлӑх пуррине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Чӑнах та, мӗн пулчӗ вара куна?!» — хӑй ӑшӗнче кӑшкӑрнӑ пекех шухӑшларӗ Лена.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Тунькка!», — тесе кӑшкӑр кӑна, эсӗ мар, вуншар репродуктор пӗр харӑс кӑшкӑрнӑ пек илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Чипер хӑтлан! — кӑшкӑрнӑ Макар, хӑй сисмесӗрех чышкине чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Упӑшки арӑмӗ ҫинчен тем те пӗр каланӑ чух та, арӑмӗ упӑшкине кашлама тытӑнсан та залра ларакан тӳрӗ чунлӑ ҫынсем, тӳсеймесӗр, урисемпе тӑпӑртатсах кӑшкӑрнӑ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Эс мар-и вӑл айӑпсӑрри! — куҫӗсене ҫутӑлтарса кӑшкӑрнӑ Энтрей.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Кӳршӗ пӳлӗмри шӑв-шавран «йӳҫӗ» те «йӳҫӗ» тесе кӑшкӑрнӑ сӑмах ҫеҫ уҫҫӑн илтӗнчӗ Славиксем патне.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӑйӗн куккӑшӗ тӗрмене мӗншӗн лекнине Таранов пӗлет: пӗр улах хваттерте юлташӗсемпе пӗрле эрех ӗҫсе ларнӑ чух Сехмет Сантӑркки сӑнӳкерчӗк ҫинчи Сталинӑн икӗ куҫне те ҫӗҫӗпе чиксе шӑтарнӑ: «Эс халӑха вырӑс патшисенчен те ытларах инкек кӑтартатӑн, тӗнче ҫине пӑхма вӑтанмалла сан — ҫакӑнта та пулин куҫсӑр юл!» — кӑшкӑрнӑ хӑй.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӑвар туллин кӑшкӑрнӑ хыҫҫӑн Таранов кӑштах лӑпланнӑ пек пулчӗ те урайӗнче выртакан журнала тепӗр хут ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ермолаев? — терӗ Ваҫҫа шӑппӑн, — Эрхип! — каларӗ ун хыҫҫӑн кӑшкӑрнӑ пекех.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫапла кӑшкӑрнӑ маях Савантера урипе хырӑмӗнчен пӗррех кӗрӗслеттерччӗ…

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйсем хӑрушлӑхрине туйса, тутарсем «Алла! Алла!» (Турӑ! Турӑ) тесе кӑшкӑрашса тарнӑ, ҫарпуҫӗсем вӗсене «Тыр! Тыр!» (Тӑр, тӑр) тесе кӑшкӑрнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑмӑрткайӑксем, пыр тӗпӗпе кӑшкӑрнӑ евӗр сасӑ туса, пӗр-пӗрине пырса ҫапӑҫаҫҫӗ, вӑрӑм та ҫивчӗ чӗрнисемпе пӗр-пӗрин кӑкӑрне чавала-чавала илеҫҫӗ, сӑмсипе сӑхаҫҫӗ, унтан, вӗҫерӗнсе, аяккалла вӗҫсе каяҫҫӗ те тепре тапӑнма хатӗрлене пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юнашар траншейӑра каллех командирӑн урра! кӑшкӑрнӑ сасси янраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Эпӗ пӗр вӗҫсӗр «Вӗсене ан хӗнӗр! Мана хӗнӗр! Ман ыратмасть! Ак Варуҫ аппа ӳкрӗ… Ан тивӗр! Вӗсем ырӑ ҫынсем! Вӗсем вӑрламан!..» — тесе кӑшкӑрнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ку шуйттансем хыҫӗнчен, инҫех мар, чун-чӗрене хӗссе ыраттарса кӑшкӑрнӑ сасӑсем, макӑрни, йынӑшни, ӳлени илтӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех