Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑшкӑрма (тĕпĕ: кӑшкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫын кӗтмен «хӑнана» хӑратас тесе автомобиль ӑшӗнчен сигнал пама тата кӑшкӑрма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Упа кӗтӳри ӗне ҫине тапӑннӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... nn-3428546

Ывӑл чупса килчӗ те ачасем путаҫҫӗ тесе кӑшкӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Ҫапла ниҫта кайса кӗрейми хӗпӗртесе, урисемпе чечетка ташланӑ пек тӑпӑртатса кӑшкӑрма пултараҫҫӗ манӑн хӑшпӗр туссем ҫак калав ятне вуласанах.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Каярахпа хайхискер майӗпен-майӗпен тӗрлӗрен пуҫлӑхсене айӑн-ҫийӗн тустарма пуҫлатчӗ: вӗсем халӑхшӑн усӑллӑ ӗҫ тума мар, пухусемпе канашлусенче хӑйсенчен аслӑраххисене мухтаса урра! кӑшкӑрма кӑна пӗлеҫҫӗ имӗш.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫитменнине, унта вӑл хӑйӗн чи ҫывӑх юлташӗсене чиксе тултарчӗ, лешсем вара ӑна ҫӑварӗнчен кӑна пӑхса лараҫҫӗ, вӑл мӗн калать — тӳрех кӗшӗл! алӑ ҫӗклеҫҫӗ, пӗр харӑс ур-ра кӑшкӑрма та хатӗр.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӑшкӑрма та. пулӑшу ыйтма та пӗлместӗп ӗнтӗ хам, ӗсӗклетӗп кӑна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Галина ҫаплах кӑшкӑрма, ҫаплах лӑскама чарӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кӑшкӑрма ҫеҫ мар, хускалма та юрамасть унӑн…

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Сан ҫуртӑнче хурах пусакансен тӗп йӑви пулнӑ! — кӑшкӑрма тытӑнчӗ Сюльдяшов, — кала, ялта Укаслу шайккинчен тата кам юлнӑ?!

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑҫта илсе каяссине сиссе, улпут чӗтренсе кӑшкӑрма тытӑнчӗ, каҫару ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӑх, вӗсене асӑрхаса, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрма пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эс тата ӑнланман пек туса тӑратӑн-и-ха?! — кӑшкӑрма тытӑнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ ӗнтӗ вӑл кӑшкӑрма та пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халтан кайнӑ Хӗлӗх Хӗлипӗ аптранӑ енне кӑшкӑрма пикенчӗ, хӑйсӗр пуҫне ӑна пурпӗрех никам та илтмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Вӑл аманнӑ мӑшӑрӗпе хӗр хушшинчен вирхӗнсе тухрӗ, ҫӳҫенсе каймалла сасӑпа чӑрлаттарса кӑшкӑрма пуҫларӗ, пӗчӗкҫӗ пулин те, хӑй ҫак этем умӗнче вӑйсӑррине туйсах, унпа ҫапӑҫма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кӑшкӑрма, вӗрентме пурте ӑста эпир, — ҫилӗллӗн аллине сулчӗ наладчик.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ман ҫине кӑшкӑрма мӗн турӑм эпӗ сире?

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Урсэкиене комитета суйлама сӗнсе, ун ятне пур енчен те кӑшкӑрма пуҫларӗҫ.

Урсэкие, имя которого со всех сторон выкрикивали как имя кандидата в комитет,

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пухусенче кӑшкӑрма питӗ ӑста вӗсем…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫак сехетре йывӑр инкеке лекнӗ ҫын ҫеҫ вӑрманта пулӑшу ыйтса кӑшкӑрма пултарать, шухӑшларӑм ӑшӑмра.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех