Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтра сăмах пирĕн базăра пур.
кӑтра (тĕпĕ: кӑтра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лавр Кузьмич хура кӑтра пуҫне сулласа илчӗ те пысӑк черккери эрехе пӗр сывламасӑр янк! ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сарӑ кӑтра пуҫлӑ, кӑвак куҫлӑ, тулли шурӑ питлӗ хӗрача мӑнтӑркка аллисене тӑсрӗ те ашшӗ ытамне сиксе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пуринчен малтан ӑна, йӑрӑс пӳллӗ, маттур хура кӑтра качча, Нина, ытарайми Нина Сарилова тиркерӗ…

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Борис, куҫне хупса, янк! ячӗ те пуҫне сулласа илчӗ, хура кӑтра ҫӳҫӗ сарлака ҫамки ҫинелле сапаланса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Часах Баймашкин хӑй те сиксе тухрӗ, шлемне хывса, хура кӑтра ҫӳҫне турарӗ, вара ҫара пуҫӑнах пирӗн паталла, мана хирӗҫ аякранах кулкаласа, васкаса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Баймашкин, куҫне хупса, кӑтра пуҫне сулласа илчӗ те ассӑн сывласа каларӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сӑн-питрен чикан евӗрлӗрех: кӗре ӳтлӗ, хура кӑтра ҫӳҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Юманӑн йывӑҫҫи ҫирӗп пулсан та, унӑн кӑтра илемлӗ ҫулҫисем, ытти йывӑҫсенчен каярах сарӑлнипе, питӗ ҫемҫе, ҫамрӑк, таврари ҫитменлӗхрен хытӑ хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Килхушшинчи пысӑках мар юман каска умӗнче яштака пӳллӗ, хура кӑтра ҫӳҫлӗ ҫамрӑк арҫын тӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Санӑн лапсака туратлӑ йӑмрусем, кӑтра пуҫлӑ хурӑнусен сулхӑнӗнче, ҫу вӑхӑтӗнче кавир пек ҫемҫе сарӑлса выртакан курӑк ҫинче ҫара уран ҫӳресе, хӗл кунӗсенче пӗчӗк ҫунашкапа е конькипе ҫил-тӑман кӑларса сӑртран ҫырма хӗрнелле вӗҫсе ӳснӗ этемшӗн ытла та хаклӑ эсӗ!

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Леш, Кӑтра Уҫӑп текенни вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑтра Уҫӑп ӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унччен те пулмарӗ Хрестук: «Ну, ҫитӗ, Сергей!» — терӗ те тахӑш самантра тӳрленсе те ларчӗ, чӑп-чӑмӑр кӑкӑрне хулӗсемпе хӗстерсе ҫӗклерӗ, саппун умне турткаласа тӳрлетрӗ, тутӑрӗ айӗнчен тӑнлавсем ҫине тухнӑ кӑтра сарӑ ҫӳҫ пайӑркисене ҫеҫ тӗкӗнмерӗ: тусӗ вӗсем ҫине куҫ илмесӗр пӑхса ларма юратнине вӑл аван чухлать.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш Яшминче хӗрӗх ҫул ытла лавккаҫ пулнӑ хыткан Лариван Левентейӗпе пичке пек шыҫмак арӑмне, вӗсен инженерта ӗҫлекен ҫӳллӗ те яштака, кӑтра ҫӳҫлӗ ывӑлне тӑванӗсемпе кӳрши-аршисем инҫе ҫула ӑсатса яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан трюмо умне пырса тӑчӗ, хӑй ҫине чечеклӗ кӗленчери лайӑх йышши духи пӗрӗхрӗ, ачаш та ҫепӗҫ аллисемпе кӑтра ҫӳҫне майлаштарчӗ, тӗрлӗ майлӑ пӑркаланчӗ, трюмо еннелле ҫурӑмпа тӑрса, пуҫне ҫавӑрса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ӑнланмастӑп-ха, ҫав кӑмсамул утаманӗ, Кӑтра Уҫӑп ара, мӗнле-ха сирӗн пуҫ урлӑ сикме пултарнӑ? — тесе ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ара-ҫке, ӗнер ирпе пирӗн пата леш Ехремӗн кӑтра Уҫӑпӗпе Настаҫ ывӑлӗ Павӑл пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Секретарьте Кӑтра мар, эсӗ пулмалла, — терӗ те Сергей, хӗре ҫупӑрласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку Кӑтра Уҫӑпсен урамӗнче пурӑнакан Гури комсомолец пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн хушаматне пӗлеймерӗм, — тавӑрчӗ рак пек хӗрелсе кайнӑ кӑтра Уҫӑп.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех