Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартӑн (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ ак, пирӗн саперсемпе унта кай, каменоломньӑсем патне, ӑҫтан кайма авантарах — кӑтартӑн.

Ты вот сейчас давай с нашими саперами туда, к каменоломням вашим, — покажешь, где пройти лучше.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эпӗ чуптунипе эсӗ хӑвӑн маттур пурнӑҫна манса кайӑн… маттур цыгансене питӗ савӑнтаракан чӗрӗ сывлӑшлӑ юррусем те ҫеҫенхирсенче урӑх янӑрас ҫук — ун чух ӗнтӗ эсӗ мана, хӑвӑн Раддуна, ачаш юрату юррисем юрласа кӑтартӑн

Под поцелуй мой забудешь ты свою удалую жизнь… и живые песни твои, что так радуют молодцов-цыган, не зазвучат по степям больше — петь ты будешь любовные, нежные песни мне, Радде…

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

— Эсӗ ҫӳрессе ҫӳре те, пӑхкаласа ҫӳре — ҫирӗппӗн асӑрхаттарчӗ Девяткин, — эсӗ тата леш Федьӑна пирӗн тытмалли вырӑнсене те кӑтартӑн, унта кӑмпа-ҫырла вӑййине илсе кайӑн.

— Ты ходи, да оглядывайся! — строго предупредил Девяткин, — еще наши рыбные места покажешь этому Феде, а потом за грибами, за ягодами поведешь в заповедные участки.

11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ыран каласа кӑтартӑн.

— Завтра расскажешь.

X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Ҫыруне эппин ун патне яриччен мана кӑтартӑн юрӗ-и? — терӗм эпӗ, анасланӑ май, ҫывӑрса каяс умӗн мӗн курнине ҫакна астӑватӑп тата: кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ ларнӑ Кира сӗтел хушшинче темӗнччен ҫырчӗ…

— Только, прежде чем отослать, покажи мне, ладно? — сказала я сонным голосом, и последнее, что я ещё видела, засыпая, — это была Кира, которая в одной рубашке сидела за столом и писала, писала…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та мӗнле ҫырса кӑтартӑн эсӗ ун ҫинчен, Фучик? йывӑр ӗҫ ку!

Но как написать о нем? nрудное это дело!

III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

30. Вара каланӑ Ӑна: Хӑвна ӗнентерес тесен Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартӑн, мӗн тӑвӑн?

30. На это сказали Ему: какое же Ты дашь знамение, чтобы мы увидели и поверили Тебе? что Ты делаешь?

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Эсӗ Иакова Хӑвӑн тӳрӗлӗхне кӑтартӑн, пирӗн аттемӗрсене малтанхи кунсенчех тупа туса пама пулнӑ ырӑлӑха Авраама кӑтартӑн.

20. Ты явишь верность Иакову, милость Аврааму, которую с клятвою обещал отцам нашим от дней первых.

Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Эсӗ мана пурӑнӑҫ ҫулне кӑтартӑн: Санӑн умӑнта тулли савӑнӑҫпа савӑнӑп, Санӑн сылтӑм аллунта — ӗмӗрлӗх телей.

11. Ты укажешь мне путь жизни: полнота радостей пред лицем Твоим, блаженство в деснице Твоей вовек.

Пс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑвӑн аслӑ ятна мӗн кӑтартӑн вара? тенӗ.

И что сделаешь тогда имени Твоему великому?

Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: унран ан хӑра, Эпӗ ӑна, унӑн халӑхне те, унӑн ҫӗрне те пӗтӗмпех санӑн аллуна парӑп, эсӗ вара ӑна Есевон хулинче пурӑннӑ Сигона, аморрейсен патшине, мӗн кӑтартнӑ, ҫавнах кӑтартӑн, терӗ.

2. И сказал мне Господь: не бойся его, ибо Я отдам в руку твою его, и весь народ его, и всю землю его, и ты поступишь с ним так, как поступил с Сигоном, царем Аморрейским, который жил в Есевоне.

Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех