Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартмалла (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑмӑртура ҫӗнтерес тесен смартфонпа, шырав системипе туслӑ пулнине те, финанс пӗлӗвне те кӑтартмалла.

Куҫарса пулӑш

Кинемейсемпе асаттесем те «онлайнра» пулма юратаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60727

Чемпионатра аслӑ ӑру ҫыннисен Интернетпа туслӑ пулнине тата унпа ҫивӗч ыйтусене татса пама пӗлнине кӑтартмалла.

Куҫарса пулӑш

Кинемейсемпе асаттесем те «онлайнра» пулма юратаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60727

Кунта пурпӗрех тарӑн шухӑша кайнин йӗрри тата вӑрттӑн вӑй сисӗнсе юлать, мӗншӗн тесен иккӗмӗш пайӗнче вӑрман витӗр ӗлӗкрен-авалтан пуҫласа паянхи куна ҫити этем епле утса тухнин паттӑрлӑхне кӑтартмалла

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫав шутсем каялла таврӑнчӗр тесен, ман шутпа, чӑваш йӑли-йӗркин, культурин тата халӑхӗн пуянлӑхне тата анлӑрах кӑтартмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

— Карчӑк тесе ҫынна мӗншӗн ҫавнашкал мӑшкӑл кӑтартмалла?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хальхинче вара ку страницӑсене кэш урлӑ кӑтартмалла ӑсталарӑм.

Куҫарса пулӑш

«Ӗнер тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсен пайне ҫӗнетрӗм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/c/1857965207/448

Коммунистла искусствӑ халӑха ҫӗн обществӑ, коммунизм тума пулӑшмалла, унӑн ӗҫне ҫӑмӑллатмалла, малалла чӗнсе тӑмалла, пулас кунсене курма ҫутӑ памалла, ҫул кӑтартмалла, шухӑш-кӑмӑл, нравственноҫ тӗлӗшпе аталанса пыма пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Халӗ унӑн хӑй императрицӑ тӑшманӗсемпе ҫапӑҫнине урӑхларах та пулин кӑтартмалла ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку уявра вӗсен хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартмалла.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Виҫҫӗмӗш турта «Мастер-класс» кӑтартмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова // Л.Владимирова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%82%d3%9 ... %b5%d0%bd/

Ахах та слушатель пулчӗ, ун пиччӗшӗ Сергей Евграфович та слушатель пулса тӑчӗ, мӗншӗн тесен пирӗн пӗрин те учитель стажӗ ҫук, икӗ ҫул учительре пулнине ҫирӗплетсе кӑтартмалла.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Выльӑхсене аш-какай валли пусса тирпейличчен вӗсене ветеринари специалисчӗсене кӑтартмалла, аш-какая ветеринарипе санитари экспертизи витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн тин ҫиме юрать.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Анчах унӑн йӑнӑшӗсене пурпӗрех кӑтартмалла вӗт-ха?

Но нужно же было указать ему на его ошибки!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мӑшкӑласа кулмалла-и унран е лайӑх енчен кӑтартмалла?

Высмеять его? Или показать с положительной стороны?

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кашнине 3 хутчен кӑтартмалла.

Каждую нужно вывести в эфир 3 раза.

Влаҫ ӗҫӗ-хӗлне ҫутатма 3,8 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34160.html

Ӗҫпе кӑтартмалла вӗсене.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эсӗ мана, ватӑ аннӳне, чирлӗ ҫынна, килти арҫын ӗҫне туса усӑ кӑтартмалла чухне, савӑнтарас вырӑнне ҫак чӑтайми намӑса кӑтартрӑн.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ку эрнере йышӑну тунӑ чухне ҫирӗплӗхе кӑтартмалла.

В этот период нужно будет проявить твёрдость в принятии решений.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере пуҫарулӑха, хастарлӑха кӑтартмалла.

На этой неделе важно проявлять инициативу и всячески демонстрировать свою активность.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсен кӗнеки валли заявка» тесе палӑртмалла, автор камне кӑтартмалла.

В теме необходимо указать «Заявка в сборник стихов о Михаиле Сеспеле», а также имя автора.

Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33910.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех