Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑрлӑх хутаҫӗсем ҫинче хатӗрлесе кӑларакана, унӑн адресне, телефонне, культура, сорт ячӗсене, стандарт паллине /ТУ\, парти номерне, йывӑрӑшне /грамм\ е шутне, усӑ курма юрӑхлӑ вӑхӑтне кӑтартмалла.
Пахалӑхӗ тивӗҫтерет-ши? // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09
Ҫавӑнпа ҫын умӗнче кӑтартмалла, мухтанмалла тунӑ ӗҫсем, сӑмахсем мана питӗ килӗшмеҫҫӗ.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Ӑшра вут ҫунсан та кӑтартмалла мар, мӗншӗн тесен кураканшӑн ку кӑсӑклӑ мар, вӑл постановкӑпа киленесшӗн.
Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
2. Федераци саккунӗн 22 статйин 2-мӗш пайӗпе пӑхса хӑварнӑ сведенисемсӗр пуҫне уҫӑ конкурс ирттересси ҫинчен пӗлтернинче ҫаксене кӑтартмалла:
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Ача икӗ уйӑх та тултарман-ха, терапевт вара ӑна стоматолога кӑтартмалла тет.Ребёнку не исполнился и два месяца, а терапевт говорит, что надо показывать его стоматологу.
Ҫырусем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Ача икӗ уйӑх та тултарман-ха, терапевт вара ӑна стоматолога кӑтартмалла тет.Ребёнку не исполнилось и двух месяцев, а терапевт говорит, что надо показать его стоматологу.
Ҫырусем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
31. Ӗҫ ҫинчен чи малтан ҫырса кӑтартаканӑн пӗтӗмпех тарӑн кӑтартмалла, кашни вак-тӗвеке тӗпчемелле.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗнтӗ леш хӗсӗрлевҫӗсене выҫӑпа асапланасси ҫитмеллех пулнӑ, кусене вара хӑйсен тӑшманӗсем мӗнле асапланнине ҫеҫ кӑтартмалла пулнӑ.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Тилҫе чирӗ тумтир ҫинче пулсассӑн, ҫӑм тумтир ҫинче е йӗтӗн тумтир ҫинче, 48. е йӗтӗн ҫиппинчен, е ҫӑм ҫиппинчен тунӑ кумӑ ҫинче е ураҫӑ ҫинче пулсассӑн, е тата сӑран ҫинче, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала ҫинче пулсассӑн, 49. тумтир ҫинчи е сӑран ҫинчи, е кумӑ ҫинчи, е ураҫӑ ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи пӑнчӑ симӗсрех е хӗрлӗрех пулсассӑн, ку — тилҫе чирӗ: ӑна священника кӑтартмалла; 50. священник чире тӗрӗслесе пӑхӗ те чир лекнӗ япалана ҫичӗ куна хупса хурӗ; 51. ҫиччӗмӗш кунне священник чир ернӗ япалана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те чирӗ тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е сӑран тӑрӑх, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала тӑрӑх сарӑлнӑ пулсассӑн, ку — ҫиекен тилҫе, таса мар чир; 52. священникӑн ҫав тумтире е куммине, е ҫӑмран, е йӗтӗнрен тунӑ ураҫҫине, е чир ернӗ кирек мӗнле сӑран япалана та ҫунтарса ямалла, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫиекен тилҫе: ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.