Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑнтӑралла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ССР Союзӗ ҫурҫӗртен кӑнтӑралла 4 1/2 пин километр хушши сарӑлса выртать.

На 4 1/2 тысячи километров протянулся СССР с севера на юг.

II. ССР Союзӗн ҫутҫанталӑкӗпе халӑх пурӑнӑҫӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Баренц тинӗсӗнчен кӑнтӑралла типҫӗрелле Шурӑ тинӗс касса кӗрет.

К югу от Баренцова моря вдается в сушу Белое море.

Тинӗс ҫинчи чикӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫурҫӗртен кӑнтӑралла шутласан, ССР Союзӗ 4 1/2 пин километр сарӑлса выртать.

С севера на юг СССР простирается на 4 1/2 тысячи километров.

I. ССР Союзӗн ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи вырӑнӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑрмансенчен кӑнтӑралла курӑкпа витӗннӗ тем аслӑш вӑрмансӑр ҫӗрсем тӑсӑлса выртаҫҫӗ.

Южнее, за полосой лесов, тянутся огромные безлесные пространства, поросшие травой.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Март уйӑхӗнчи сивӗ уҫӑ кун Ҫурҫӗр Америкӑн полярти ҫыранӗсем тӗлӗнче пӗр самолет ҫӳлелле хӑпарчӗ те кӑнтӑралла вӗҫсе кайрӗ.

В ясный морозный мартовский день над полярными берегами Северной Америки поднимается самолет и летит на юг.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унтан ҫурҫӗрелле мӗнле тӗнче пайӗ пур тата кӑнтӑралла мӗнле тӗнче пайӗ пур?

Какая часть света находится от него к северу, какая — к югу?

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Полушарисен картти ҫинче те ҫурҫӗртен кӑнтӑралла, хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫнелле линисем тунӑ.

На карте полушарий, как и на глобусе, проведены линии с севера на юг и с запада на восток.

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпир кӑнтӑралла кайнӑ пулсан, кӑнтӑр полюсӗ патне ҫитнӗ пулӑттӑмӑр.

Если бы мы пошли к югу, то пришли бы к южному полюсу.

Глобус ҫинче енсене епле пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫакӑнта ӳкернӗ ҫӗр участокӗ ҫурҫӗр енчен кӑнтӑралла, хӗвеланӑҫ енчен хӗвелтухӑҫнелле миҫе километр пулать.

А сколько километров с севера не юг и с запада на восток имеет изображенный здесь участок земли?

Планпа географи карттине танлаштарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Масштаб тӑрӑх пӗлӗр: ҫакӑнта ӳкернӗ Мускавӑн пайӗ ҫур-ҫӗртен кӑнтӑралла тата хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫнелле миҫе километр пулать?

Определите по масштабу, сколько километров имеет изображенная здесь часть Москвы с севера на юг и с запада на восток.

Планпа географи карттине танлаштарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫуртсем те, урамсем те вӑрман патнех ҫитеҫҫӗ, вӑрманӗ хӑй кӑнтӑралла шыв хӗрри таранах сарӑлса ларать.

Домики и улицы подходят к лесу, который тянется к югу до реки.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӑвӑртан ҫурҫӗрелле, кӑнтӑралла, хӗвелтухӑҫнелле тата хӗвеланӑҫнелле ларакан япаласем тупӑр.

Найдите вокруг себя пункты, расположенные на север, юг, восток и запад.

Чертеж ҫинче енсене мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пиртен ҫурҫӗрелле завод курӑнать, кӑнтӑралла — шкул, хӗвелтухӑҫнелле — ялсовечӗ, хӗвел-анӑҫнелле — кооператив.

На север от нас виднелся завод, на юг — школа, на восток — сельсовет, на запад — кооператив.

Чертеж ҫинче енсене мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпӗ кӑнтӑралла пӑхтарса, ав, ҫавӑнта, картиш тепӗр енне лартасшӑн, — аллине тӑсса кӑтартрӗ Якур.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Кам кама илет?» — тесен — пурте, кӑнтӑралла пӑхакан урам варринчи хӗвеле тӳртӗн шатрун ҫурт еннелле пӑхса, куҫӗсене хӗссе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сурӑм ку тӗлтен кӑнтӑралла юхать.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Унччен маларах вӗсен пурнӑҫӗнче акӑ мӗн пулса иртнӗ: Шупашкарти пасарта Алиса улма-ҫырла сутакан пӗр этемпе паллашать те унпа пӗрле кӑнтӑралла вӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кӑнтӑралла вара уйсем, ҫарансем каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Хӑрӑк хурама тункатинчен иртсен вӑл кӑштах кӑнтӑралла пӑрӑнать, ҫав тӗлте хирелле тухса кайнӑ пуль эпир.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Радио тӗрӗсех каланӑ: ҫил чӑнах кӑнтӑралла ҫаврӑнчӗ авӑ, — терӗ Мӗтри ҫӑварне пирус хыпнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех