Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑначчӗ (тĕпĕ: кӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫырусем яратчӗ, анчах вӗсем юлташла кӑначчӗ, унта хальчченхи пек «юрататӑп» сӑмахсем ҫукчӗ…

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ман ҫире ҫӳхе пиншакпа карттус кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Анчах Джон Рид унта сан пек пӑшалпа та хӗҫпе кайман, — лӑпкӑн тавӑрчӗ ӑна пирӗн кӳршӗри пӗр ҫын — унӑн кӗсйинче блокнот та кӑранташ кӑначчӗ…»

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Герберт ун чухне ҫамрӑк та илемлӗ офицерччӗ, ҫирӗмре кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ вӑрҫа тухса кайнӑ чух тӑваттӑра кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Анчах унӑн савӑнӑҫӗ самантлӑха кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Таса суран кӑна пулсан, вӑл медсанбатра кӑштах выртмалӑх кӑначчӗ, пӗрре те хӑрушӑ япала марччӗ, анчах унта гангрена текен япала пырса ҫыпҫӑнчӗ те, ӗҫ йӑлтах урӑх майлӑ ҫаврӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Чӑн та, эпир астӑвасса хамӑр юрӑ-сӑвӑсенче час-час асӑнакан тӑван хуламӑр — Шупашкар — кун пек марччӗ, пӗр-пӗр пысӑкрах ял пек кӑначчӗ; эпир астӑвасса уйра-хирте ҫынсене ӗмӗр хирӗҫтернӗ йӑрансем тӑсӑлса выртатчӗҫ; шкултан тӑватӑ ҫул вӗренсе тухнӑ ҫынна нумай пӗлекен тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Утарӗнче Миккуль тетен ҫерем кӑначчӗ

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ӗҫмелли шыв та пӗр ҫич-сакӑр кунлӑх кӑначчӗ.

Воды у меня едва хватило бы на неделю.

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ыйтасшӑн кӑначчӗ: чӳречесем ҫинчи чаршавсене илмелле-ши, ҫук-ши.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шкулта вӗреннӗ чухне Денисӑн «улттӑшкисем» кӑначчӗ вӗт хӑвӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӗр сӑмах кӑначчӗ манӑн: вӗренсе пӗтеретпӗр те иксӗмӗр пӗрле ӗҫлеме ӑҫта та пулин аяккарах каятпӑр — ҫурҫӗр-и унта, кӑнтӑра-и е Инҫет Хӗвелтухӑҫне…

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ҫынни калама ҫук улшӑннӑ — вӗреннӗ чух хытанка хӗрача кӑначчӗ, халь ытама кӗрес ҫук гранд-дама пулса кайнӑ, анчах сӑнӗ-пичӗ халь те илемлӗ мурӑн…

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Пӗрремӗш вырӑн — мана, чи кайри — Мартина лекнӗччӗ ун чух, унӑн пӗтӗмпе те ҫур очко кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ӗлӗк пӗчӗк ҫуртра кӑначчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Хӗрӗ пусма кӗпепе кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл ҫӗр процентлӑ шульӑкчӗ, туй ачи кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗренме кӗнӗ чухне вунпиллӗкре кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Халь чылайӑшӗ ҫӗнӗ урамсене пула ӳссе кайрӗҫ, Ассакассипе Чӑркашра вара 1980–90-мӗш ҫулсенче пӗршер урам кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех