Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑвӑрӑн илӗртӳлӗхӗрпе ӑсӑра, пурнӑҫри ҫирӗплӗхе тата харсӑр кӑмӑлӑра пула эсир ҫемье вучахне тивӗҫлӗн сыхласа упратӑр.Благодаря обаянию, мудрости, жизненной стойкости и оптимизму вы сохраняете тепло семейного очага.
Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/03/07/news-3797403
Правительство, сирӗн кӑмӑлӑра ҫырлахтарас тесе, хӑйӗн пӗр пӗчӗк ҫарне ӑҫта та пулин Азие, Африкӑна ярать те, унта ҫӗршер е пиншер туземецсене вӗлерсе пӗтерсе, сирӗн ӗмӗтӗре пурнӑҫлать…
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
Вӑл мана тарӑхтарса ҫитерме пуҫларӗ те, эпӗ унран, тӑрӑхласа: — Сирӗн кӑмӑлӑра каймасть-им вӑл? — тесе ыйтрӑм.Это меня начинало раздражать, и я саркастически спросил: — Вас не удовлетворяет это?
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
Эсир унпа усӑсӑрах калаҫса хӑвӑрӑн кӑмӑлӑра пӑтратрӑр!Напрасно изволили беспокоиться, изволили с ним разговаривать-с!
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Эсир килни ҫинчен илтсен, эсир пирӗн кӳлӗ ҫыранӗсене кайнине пӗлсен, эпӗ пама пултаракан пулӑшу сирӗн кӑмӑлӑра пӑсмӗ, тесе шутларӑм.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Кӑмӑлӑра мӗнле килет, мана вӗлерме те хӗрхенме те пултаратӑр.
XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Е пӗрремӗш май сирӗн кӑмӑлӑра каймасан, калас пулать, манӑн нумай матроссем сирӗн ҫине тахҫанах шӑл хӑйраса тӑраҫҫӗ, сире эпӗ иккӗмӗш мая сӗнетӗп: сире эпир кунта, утрав ҫине хӑваратпӑр.
XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Тинӗсе ҫакӑн пек юратни манӑн кӑмӑла хускатрӗ, иккӗленмелли ҫук, сирӗн кӑмӑлӑра та хускатӗччӗ.Эта любовь к морю показалась мне трогательной, да и вас она, несомненно, растрогала бы.
VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпир вара, курмӑш пулса, тӳрӗ кӑмӑлӑра кӑтартса ларӑр.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Калӑр-ха, сирӗн кӑмӑлӑра паян Виктор Антонов пӑсрӗ-и?
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Сирӗн кӑмӑлӑра мӗн те пулин пӑсмарӗ пуль-ҫие?
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Халӗ эпӗ сире хӑвӑр кӑмӑлӑра каякан кучченеҫсем ҫинчен шухӑшлама виҫӗ талӑк хушши вӑхӑт паратӑп».И даю я вам сроку думать на три дня, и тогда вы мне скажете, каких гостинцев вам хочется».
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
— Кӑмӑлӑра тупсамӑр… вӑхӑтне тӑсӑр, — ыйтнӑ Фома, пуҫне именӳллӗн чиксе.— Сделайте милость… отсрочьте платежи-то, — попросил Фома, скромно опустив глаза.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӑмӑлӑра йывӑр ан илӗр!
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Эсир кирек мӗн шутлӑр та, кӑмӑлӑра мӗн каять, ҫавна шухӑшлӑр та, эпӗ сире нимӗнпе те кӳрентермен».— Как вы себе хотите, думайте, что вам угодно, только я вас не обидел ничем.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вӑл чирлӗ пулас, анчах, кӑмӑлӑра хуҫас мар тесе, сире ҫакӑн ҫинчен каласшӑн мар; ӑна кичем пулас; анчах сирӗншӗн вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшипех кичемленсе пурӑнма та хатӗр; эсир хӑвӑр ӗҫӗрпе (кирек мӗнлипе: сунара ҫӳрессипе-и, кӗнекесемпе-и, хуҫалӑхпа-и, службӑпа-и) ытлашши тӑрмашни ӑна питӗ хуйхӑртать пулас; ҫак ӗҫ сире пӗтерсе хурассине вӑл курать, — анчах шарламасть, чӑтать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Сирӗн кӑмӑлӑра мӗн те пулин пӑснӑ, ахӑр: мӗншӗн калас мар сирӗн мана? — ыйтрӑм эпӗ унран.— Верно, что-нибудь вас расстроило: отчего вы мне не скажете? — спросил я его.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эсир хӑвӑрӑн юратакан кӑмӑлӑра ӑна та, мана та уйӑрса парас тетӗр-и-мӗн?Не предлагайте мне поделить вашу любовь между нами: половину мне, а половину церкви.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Эсир, сирӗн преосвященство, мана ытла та ы-ырӑ мар ҫын тесе шутлатӑр, анчах ман кун-ҫулӑма эсир мар, кам та пулин урӑххи татса патӑр тесе шутлатӑр, ҫапла вара эсир хӑвӑрӑн кӑмӑлӑра пӗртте кулянтарасшӑн мар.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Эсир закон йӗркисене пӑснине хирӗҫ тӑратӑр, эпӗ ҫавна ӑнланатӑп, тата сирӗн кӑмӑлӑра хисеплетӗп, анчах ку ҫав тери пысӑк ӗҫ вӗт, ҫавӑнпа та ӑна яланхи пек мар, хӑйне уйрӑм майсемпе хӑвӑрт татса памалла.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.