Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлу (тĕпĕ: кӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Шӑрт» тесе ахаль каламан эппин сана, чӑнах та шӑртлӑ иккен сан кӑмӑлу», — шухӑшларӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӗн сукмак йӗрлеме кӑмӑлу пухӑнсан Ҫичӗ хут шутлама эс пӗлсем!

Куҫарса пулӑш

Кам юлать, мӗн юлать аякра? // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 70 с.

Ҫӗннине йӗрлеме кӑмӑлу пухӑнсан Ҫичӗ хут шутласа илмелле!

Куҫарса пулӑш

Кам юлать, мӗн юлать аякра? // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 70 с.

— Каласа парас кӑмӑлу пулсан, халь кала, санпа текех аппаланса пыма вӑхӑт ҫук пирӗн!

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Каласа парас кӑмӑлу пур-и?

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑмӑлу пулсан, юмӑҫ патне ху кайса кил, Татьяна.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тепӗртаках ӗҫер-ха, Анюҫ, итлеме кӑмӑлу пулсан, йӑлтах каласа парӑп.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӑвӑн кӑмӑлу, — терӗ Иливан аран-аран тухакан сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑмӑлу пулсан вырӑссемпе те паллаштаратӑп сана…

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӑвӑн кӑмӑлу, Тукай мӑрса, — терӗ Северьян.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кай та чуну каниччен, кӑмӑлу туличчен киленсе ҫӳре.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3 с.

— Ӑсат, — терӗ Зоя, — кӑмӑлу пур пулсан…

— Проводи, — сказала Зоя, — если есть желание…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Кӑмӑлу лайӑх сан.

Хорошее у тебя сердце.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пултарсан, кӑмӑлу туртсан хӑтъ тӗнче хӗррине ҫит.

Хочешь — иди хоть на край света.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑвна та тӗрӗслесе пӑх — ҫирӗп-и сан кӑмӑлу.

И у тебя будет время проверить себя: хочешь ли ты в самом деле быть со мной?

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ну, мӗнле, кӑмӑлу тулчӗ-и ӗнтӗ?»

— Ну как, удоволилась душенька?

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑмӑлу пулсан пике патне кӗр».

А хочешь — зайди к красавице.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑмӑлу пӑсӑлчӗ-и-мӗн?»

Обиду, что ль, какую затаил?

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑвӑн кӑмӑлу пулсан Лашам ҫине лартӑттӑм, Аяккаллах ку ялтан Вӗҫӗттӗм те кайӑттӑм».

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӑраххӑн кӑмӑлу ҫӗкленӗ, Эс тухӑн чун асапӗнчен, Ҫӗнелӗ шанчӑк, чечекленӗ, Эс юлмӑн ӗмӗтпе пӗччен.

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех