Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Ахав Навуфее каланӑ: хӑвӑн иҫӗм пахчине пар мана, унта эпӗ пахчаҫимӗҫ туса илӗп, вӑл ман керменӗм ҫывӑхӗнчех; ун вырӑнне сана унтан лайӑхрах иҫӗм пахчи парӑп е, кӑмӑлу пулсассӑн, унӑн хакне кӗмӗлпе тӳлӗп, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Зиф ҫыннисем Саул патне Гива хулине пынӑ та каланӑ: Давид пирӗн патӑмӑрта, ҫын ҫӳремен вырӑнта, вӑрманта, Иесимонран сылтӑмарах ларакан Гахил сӑрчӗ ҫинче, пытанса пурӑнать; 20. эппин, кӑмӑлу пулсассӑн, патша, кай ҫавӑнта; пирӗн тивӗҫ ӑна патша аллине тытса парасси пулӗ, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Священник каланӑ: акӑ Голиафӑн — Юман айлӑмӗнче хӑв тӗп тунӑ филистимӑн — хӗҫӗ, тумтирпе чӗркенӗскер, вӑл ефод хыҫӗнче выртать; кӑмӑлу пулсассӑн, ил; унсӑр пуҫне кунта урӑххи ҫук, тенӗ.
1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫывӑх ҫыннун иҫӗм пахчине кӗрсессӗн, ҫырлине кӑмӑлу туличченех, тӑраничченех ҫиме пултаратӑн, анчах савӑтна ан тултар.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫичӗ эрне шутласа ил; ҫичӗ эрнине шутлама вырмара ҫурла хывнӑ кунран пуҫла; 10. ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ эрне уявӗ ту, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине кура мӗн чухлӗ памаллине кӑмӑлу хушнӑ таран, вӑю ҫитнӗ таран пар; 11. савӑн вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче, Вӑл Хӑйӗн ятне асӑнма суйласа илнӗ вырӑнта ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр; 12. ан ман, эсӗ Египетра чура пулса пурӑннӑ, ҫакӑ йӗркесене уяса, пурӑнӑҫласа тӑр.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ячӗ валли суйласа илекен вырӑн санран инҫетре пулсассӑн, хӑвна Ҫӳлхуҫа [Турру] панӑ шултӑра е вак выльӑхунтан, эпӗ сана хушнӑ пек, хӑвӑн килӗнтех выльӑх пусса кӑмӑлу туличченех аш ҫи; 22. ӑна хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пек ҫи: [сан патӑнта] ӑна таса марри те, таси те ҫиме пултарать; 23. анчах ҫирӗп астуса тӑр: юн ҫиесси ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн юн вӑл — чун: ашӗпе пӗрле чунне ан ҫи; 24. ӑна ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк; 25. сана хӑвна та, сан хыҫҫӑн хӑвӑн ачусене те [ӗмӗрех] ырӑ пултӑр тесе, ҫапла Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче [ырӑ ӗҫ,] тӗрӗс ӗҫ туса тӑратӑн пулсассӑн, ан ҫи ӑна.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑй сана каланӑ пек, санӑн ҫӗрӳн чиккисене сарса ярсассӑн, эсӗ аш ҫиессӳ килнӗрен: «аш ҫием-ха эпӗ» тейӗн, ҫавӑн чухне вара кӑмӑлу туличчен аш ҫи.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ытах кӑмӑлу туртсассӑн, кирек хӑҫан та, кирек хӑш килӳнте те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пиллӗхӗпе выльӑх тытса пусма, ун ашне ҫиме пултаратӑн: ашне, хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пекех, таса марри те, таси те ҫиме пултарать; 16. анчах юнне ан ҫийӗр, ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑкӑр.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.