Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗнче (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй ятне илтсен, Тамара куҫӗнче, унччен Левене шӑтарасла пӑхса тӑнӑскерӗнче, шултра та таса тумламсем курӑнса каяҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Ҫапла эпир: алла лексен, тек-тек каялла памастпӑр», — тенине вулать Мӗкӗте ун куҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ну, телейлӗ пурӑнмалла пултӑр, ачам, — Пӑлаки аппа куҫӗнче чӗркӗмӗлтен те ҫутӑрах тумламсем курӑнса кайрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Куҫӗнче самантлӑха та сӳнме-ӗшенме пӗлмен ҫутӑ хаваслӑх вӑй вылять.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Шӑп ҫак сыпӑк ӗнтӗ, Джахили лидерӗсем ҫине тӑнине пула шӑпах унта Махаунд темиҫе суя хӗрарӑм-турӑ Турӑ куҫӗнче ятарлӑ статуслӑ пулнипе килӗшет, тепринче Махаунд тӑшманӗ пулнӑ Баал сӑвӑҫ аскӑнлӑх ҫуртӗнче пытанать, унти проституткӑсем вара хӑйсене Посланник арӑмӗсен ячӗсемпе усӑ кураҫҫӗ, Хомейни аятоллӑна самай ҫиллентернӗ те.

Вероятно, именно эта глава, в одном из эпизодов которой Махаунд под давлением лидеров Джахилии соглашается признать несколько языческих богинь обладающими особым статусом в глазах Бога, а в другом бывший противник Махаунда поэт Баал прячется в борделе, проститутки которого называют себя именами жён Посланника, вызвала гнев аятоллы Хомейни.

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Игорь Николаевич юрӑри хумхануллӑ самантсене куракансен чӗрисем патне илсе ҫитерсе ҫутӑ шанӑҫ ҫуратрӗ, сӑвӑ авторне илемлӗ те кӑсӑклӑ сӑвӑ йӗркисемшӗн чӗререн тав турӗ, пултарулӑх ҫӑл куҫӗнче ӑнӑҫупа ҫитӗнӳ, икӗслми телей сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Матӗрне Ҫтаппан ҫине тинкерсе пӑхрӗ те ун куҫӗнче хуйхӑпа салху пуррине астуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куҫӗнче куҫҫуль ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ыйткаласа ҫӳрекенӗн хӑй сӑмах панӑ пек Анукпа пӗрле хуйхӑрас вырӑнне куҫӗнче темле вӑрттӑн савӑнӑҫ хӗлхемӗсем ҫиҫсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сехмет тетӗн? — хӗрарӑм куҫӗнче темӗнле тавҫӑру хӗлхемӗ выляса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрешекенсен куҫӗнче хӑрушӑ хӗлхемсем вылянине, аллисем чӑмӑртаннине Богданов курчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куҫӗнче усал чеелӗхпе чӑрсӑрлӑх хӗлхемӗсем выляма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ун куҫӗнче куҫҫуль курӑнчӗ пулсан, темле ытла та пысӑк, тӳсейми инкек сиксе тухни паллах.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куҫӗнче куҫҫулӗ шӑрҫаланчӗ амӑшӗн, туртӑннӑ питҫӑмарти тӑрӑх йӑрӑлтатса юхса анчӗ…

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кайран, ӑсатнӑ чух, Тамарӑн куҫӗнче хаваслӑх хӗлхемӗ ҫиҫетчӗ, тути ырӑ кулӑпа илемленнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унӑн куҫӗнче тӗлӗнмелле пысӑк тунсӑх пурри сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хаваслӑ хай, куҫӗнче кӑвар вылять.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Салтак тин ҫеҫ пуҫ ҫийӗн пульӑсем шӑхӑрса вӗҫнине те маннӑ, куҫӗнче ӑшӑ та ӗмӗтлӗ хӗлхемсем ҫиҫсе илеҫҫӗ, кӑкӑра вӑй килсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Эпӗ, систермесӗртерех, куҫ хӗррипе Калисӑна сӑнарӑм — хӗр ӳпӗнсех йӗкӗт ҫине пӑхать, халь ун сӑнӗ паҫӑрхи пекех тӗксӗм мар, куҫӗнче кӑшт ӑшӑ ҫутӑ та тӗлкӗшнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Куҫӗнче чӑл-чал ӑшӑ ҫутӑ та ҫиҫкелесе илет пек.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех