Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫарса (тĕпĕ: куҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсенчен хӑшне-пӗрне вырӑсла та куҫарса кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Кунсӑр пуҫне, чӑваш драматургӗсен чи лайӑх пьесисенчен хӑшне-пӗрне, вӗсемпе вырӑссене тата ытти халӑхсене паллаштарас шутпа, чӑвашларан вырӑсла куҫарса кӑларма палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

1941 ҫул пуҫламӑшӗнче вӗсен чаҫне ҫӗршывӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ чиккине, Бессарабие куҫарса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Вӑл пукансене вырӑнтан вырӑна куҫарса калла-малла хаяррӑн уткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Никама та ҫын вырӑнне хумасть, — пӳлӗмри пукансене сӑлтавсӑр-мӗнсӗр вырӑнтан вырӑна куҫарса ҫӳрерӗ Елен.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ӗҫ эс, — стакана мучи умнех куҫарса лартрӗ ҫамрӑк арҫын.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«…чӑн-чан илемлӗ произведенире — сӑвӑра, драмӑра, картинӑра, юрӑра, симфонире — пӗр стиха та, пӗр сценӑна та, пӗр фигурӑна та, пӗр такта та харпӑр хӑй вырӑнӗнчен кӑларса урӑх вырӑна куҫарса лартма ҫук, мӗншӗн тесен пӗтӗм произведени пӑсӑлса кайма пултарать…»

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Чылайӑшне вӗлерсе пӗтернӗ, чӗрӗ юлнисене вара инҫетри-аякри ют ҫӗрсене куҫарса кайнӑ, хура халӑх хӑй ҫеҫ юлсассӑн мана час пӑхӑнӗ, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Армана урӑх ҫӗре куҫарса мӗншӗн ытлашши тӑкакланмалли пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

1996 ҫулта вара ӑна удмуртла куҫарса уйрӑм кӗнекен вулакансем патне ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма, пӗр-пӗрне хисеплеме, май пур таран пулӑшма вӗрентекен уява ламран-лама куҫарса пыни уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Ҫитӗнекен ӑрушӑн хамӑрӑн несӗлӗмӗрсемпе истори пулӑмӗсем пирки пӗлни, вӗсене ламран-лама куҫарса пыма тӑрӑшни пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри пулса тӑнине палӑртнӑ Пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыракан Владимир Гладнев калаҫӑва малалла тӑснӑ май, ятарлӑ специалистсем 2022 ҫулта наркӑмӑшпа алхасакансене – 3 пин ытла ҫынна, ӑс-хакӑл тӗнчине ырӑ енне куҫарса пыма витӗм кӳнине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Вӗсемсӗр пуҫне Хӗрлӗ Чутай салинчи, Туктамӑш ялӗнчи кашни ҫамрӑк укҫа пухас ӗҫе хӑйӗн тӳпине хывнӑ, хӑшӗсем пӗрре те мар, темиҫе хутчен те укҫа куҫарса пама ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Ял ҫыннисем, организацисемпе предприятисенче тӑрӑшакансем, уйрӑм предпринимательсем, муниципаллӑ округ тулашӗнче пурӑнакан ентешсем администраци пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ счет ҫине укҫа куҫарса 720 пин тенкӗ пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Округ администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки эрне хушшинче юридици сӑпачӗсем округ администрацийӗ уҫнӑ ятарлӑ счет ҫине пӗтӗмпе 431 пин те 400 тенкӗ куҫарса панӑ.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Ҫакна шута илсе, аслӑ инженер пӗр пухура, контролерсене урӑх ӗҫе куҫарса, вӗсем вырӑнне автомат-хурҫӑ робот лартма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кутӑна пенӗ робот // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 4–5 с.

Шултӑрканӑ сӗтел тавра ӗҫ ҫи-пуҫӗпе «катемпиленнӗ» ҫынсем йӑввӑн ларса тухнӑ та темле ыйтӑва, ытлашши сӗрӗлтетмесӗр, сӑмаха шӑлтӑр-шалтӑрах авӑрттармасӑр, чӑнласа, апла та капла ҫавӑркаласа, шӗкӗлчесе тӗшӗлеҫҫӗ, пиҫсе ҫитнӗ шухӑшӗсене, килӗшсе татнӑ сӑмаха хут ҫине куҫарса ҫыракан та пур.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫапла хайхискер палламан ҫынна 3,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.

Так незнакомому человеку было передано 3,5 миллиона рублей.

67-ри хӗрарӑм 3,5 млн кредит илсе ултавҫа куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34534.html

Калӑпӑр, «Аксаринский» совхозра М. П. теплицӑра куҫарса лартмалли ҫамрӑк хӑмла тата 0,25 гектар ҫинче ир пулакан ҫӗрулми ӳстерет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех