Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кутӑн сăмах пирĕн базăра пур.
кутӑн (тĕпĕ: кутӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ унӑн аллисем кӑштах чӗтренине, вӑл пирусне те кутӑн хыпма тӑнине асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хамӑн пуҫлӑх та кӑмӑлсӑр, эсӗ кутӑн ҫын тесех каласшӑн — унӑн шанӑҫне тӳрре кӑлараймарӑм-ҫке ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Вӑл, аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ тенӗ пек: — Ваше благороди, турӑ ятне кирлӗ-кирлӗ маршӑн асӑнас марччӗ! — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑван халӑхӑн телейӗпе ирӗклӗхӗшӗн кӗрешекен ҫынсене шалчасем ҫине кутӑн лартса асаплантарса вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арӑмӗ сӑмах та чӗнмерӗ, кутӑн ҫаврӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Петӗр, кутӑн ҫаврӑнса, туйине тӑрантас еннелле тӑсса кӑтартрӗ, Ивана упа тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑпсене илсе кӗме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нумайӑшӗ, ача мечӗт стенине пырса ҫапӑннине курас марччӗ тесе, пӗлӗтелле пӑхса сӑхсӑха-сӑхсӑха илеҫҫӗ е кутӑн ҫаврӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Микуль, мана вун пилӗк утӑма мар, ҫирӗм утӑма тӑрат, — терӗ вӑл юлташне аллинчен тытса, Микуль, уяв хуҫинчен ыйтмасӑрах, Вовӑна чӳлмеке кутӑн тӑратрӗ, аллине туя тыттарчӗ, ҫирӗм утӑм тусан, ӑна виҫ-тӑватӑ хут хӑй тавра ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Апла кутӑн тӑратпӑр-и эпир?

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара, ӑна илӗртсе, кутӑн утса, хапхаран тухать, сӗллине урамра ҫитерет, ҫав хушӑрах хапхине те хупма ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эй, турӑ, пулать те кутӑн ҫын тӗнчере!

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗр вӑрлама мар кайӑттӑм Атӑл леш енне, унти пуҫтах та кутӑн мӑрсасене аркатма тытӑнӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫав тери кутӑн вӗсем, ҫав тери капӑрчӑк.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кутӑн эс, хӑта, ак мӗн калам эп сана.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кӑвакал кутӑн ан чӑмтӑр, — хӑйӗн сӑмахне ытараймарӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пирӗн кӑвакал пӗрре те аптраса ҫитнӗ пек туйӑнмасть-ха, кутӑн чӑмма та васкамасть.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вырӑнлипе вырӑнлӑ маррине халь калама пит йывӑр, эп ӑна-кӑна шайлаштарса виҫме, хак пама ҫамрӑкрах-ха, айванрах, анчах чӑвашсен пит хитре сӑмах пур: аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Усал та мар вӑл, Шигалей, анчах кутӑн.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ман аттене пӗлетӗп-ҫке, акӑш-макӑш кутӑн этем.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пулать те кутӑн ҫын, пӗчӗк ача пек курнӑҫланать йӳтеме пуҫланӑ старик.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех