Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кустӑрми (тĕпĕ: кустӑрма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурнӑҫ кустӑрми ют ҫӗре илсе кайсан та, шӑпа ҫав тӑрӑхра «йӑва» ҫавӑрма ыйтсан та — ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/c%d1%83%d ... %85%d0%b0/

Кун-ҫул кустӑрми ентеше тӑван ене ҫавӑрса ҫитернӗ, ҫемйине ҫӗнӗ кайӑксем те вӗҫсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкре те тӗрӗ тӗрлет,капӑр тум ҫӗлет… // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82e%d ... %b5%d1%82/

Ҫитмӗл-ҫитмӗл номерлӗ «Кировец» малтан кунта «буксовать» тума хӑтланчӗ, кустӑрми айне хӑйӑр сапсан тин тапранчӗ вырӑнтан.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Роликлӑ тӑркӑчӗн кустӑрми тата подшибникӗ

Колесо роликовых коньков и подшибник

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Пичке-шетник, урапа кустӑрми тӑвасси уншӑн хӑнӑхнӑ япала пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Уканӗн калас хыпарӗсем пӗтрӗҫ, сӑмах кустӑрми кӑлтӑртатса кусма чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑ кустӑрми Лавруш шутланӑ пек кусса пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— «Шуйттан кустӑрми» хӑрушӑ пуль вӑл!

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

— Атте, атте теп, пире аттракционра «шуйттан кустӑрми» ҫине лартса ҫаврӑнтаратӑн-и вара паян?

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Нумай-нумай ҫул иртсен те, камӑн та пулин ҫуралнӑ кунӗнче торт ҫинчи пӗчӗк ҫуртасем ҫунма тытӑнсан, вӗсен хӑйне евӗрлӗ шӑрши мана тӳрех чиркӗве, пурнӑҫ кустӑрми чун лӑпкӑлӑхне парнеленӗ вырӑна, илсе каять.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Анчах та Ҫинахван МАЗ кустӑрми айне пӗр пысӑк каска ывӑтса ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнче «Комсомольски – Елчӗк – Пӑва» ҫул ҫинче 59 ҫулти мопедист машина кустӑрми айне пулса вилнӗ.

Вчера, 13 августа, в Яльчикском районе на автодороге «Комсомольское – Яльчики – Буинск» 59-летний мопедист погиб под колесами машины.

Елчӗк районӗнче мопедист сӗт турттаракан машина айне пулнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35711.html

Тӑрантас кустӑрми хула сӗртӗнсе шӑнӑрса илчӗ, анчах Саня куна туймарӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Акӑ ӗнтӗ ҫывӑхрах тӑрантас кустӑрми айӗнчен сирпӗнекен пылчӑк чӑмӑрккисем вӑркӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тӑрса, пӳлӗм алӑкӗнчен тулалла пӑхрӑм та Володя комбайн кустӑрми умне кӗреҫепе чавнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Урайне элес-мелес кавир сарса пӑрахнӑ, маччаран тӑрантасӑн кайри кустӑрми пысӑкӑш хрусталь люстра ҫакӑнса тӑрать; стенасем ҫинче — кавирсем, эрешле турилккесем, хӗвелтухӑҫӗнчи хӗрарӑмсен кӗлеткисене ӳкернӗ пӑхӑр листасем, мӑйракасем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӳле ҫитеспе, йӑвӑра чӑтаймасӑр, урапа ҫӗмӗрӗлнӗ те кустӑрми аялалла вӑрӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрре ҫапла урапа кустӑрми ҫине тӑрса алла хутаҫа чикнӗ кӑначчӗ — пӗр салтак ман ҫине акӑрса ячӗ те чупса пырса ман кӗсьесене хыпала пуҫ-ларӗ.

Куҫарса пулӑш

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Эс кустӑрми ҫине тӑрса пӑх, — тет Шурик.

Куҫарса пулӑш

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Тепӗр хут калатӑп, вӑл пирӗн ҫӗршыври 180 миллион вӑй питти, чи ӗҫчен, тӗреклӗ пурӑннӑ ҫынна ним айӑпсӑр хӑйӗн «хӗрлӗ кустӑрми» айне туса, асаплантарса вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех