Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кусене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Ҫапла тунӑ хыҫҫӑн патша, иудейсен йӑхташӗсем хӑйсенӗн мӑшкӑллӑ инкеке лекнӗ тӑванӗсемшӗн хуйхӑрса тӑтӑшах хуларан вӑрттӑн тухса ҫӳреҫҫӗ тенине илтсессӗн, питех те ҫилленсе кайнӑ та кусене те лешӗсене мӗн кӑтартнинех кӑтартма, лешӗсенчен кая мар асаплантарма хушнӑ.

10. Когда это было исполнено и царь услышал, что одноплеменники их часто выходят тайно из города оплакивать позорное бедствие братьев, то весьма разгневался, и приказал и с этими поступить точно так же, как и с теми, чтобы они никак не меньшее получили наказание.

3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Кайран, тӑван ҫӗр ҫинчи ҫӗнтерӗве савӑнӑҫлӑн уявланӑ май, вӗсем Каллисфена тата сӑваплӑ хапхана вут тивертсе ҫунтарнӑ хыҫҫӑн пӗр ҫурта тарса пытаннӑ хӑш-пӗр ҫынна ҫунтарса янӑ; ҫапла кусене хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн тивӗҫлипех тавӑрнӑ.

33. Потом, торжествуя победу в отечестве, они сожгли Каллисфена и некоторых других, которые сожгли священные ворота и убежали в один дом, так что эти за свое нечестие понесли достойное возмездие.

2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ӗнтӗ леш хӗсӗрлевҫӗсене выҫӑпа асапланасси ҫитмеллех пулнӑ, кусене вара хӑйсен тӑшманӗсем мӗнле асапланнине ҫеҫ кӑтартмалла пулнӑ.

4. Ибо тех притеснителей должен был постигнуть неотвратимый недостаток, а этим только нужно было показать, как мучились враги их.

Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ииуй: кусене чӗрӗллех ярса илӗр, тенӗ.

14. И сказал он: возьмите их живых.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Акӑ эпӗ хамӑн патшана хирӗҫ тӑтӑм та ӑна вӗлертӗм, кусене вара, ҫак пӗтӗм ҫынна, кам вӗлернӗ?

Вот я восстал против государя моего и умертвил его, а их всех кто убил?

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем эпир выҫӑпа аптӑранине аван пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен тапӑрӗнчен тухнӑ та хирте пытанса ларнӑ, вӗсем ҫапла шутлаҫҫӗ: «кусене эпир хуларан тухнӑ-тухман чӗрӗллех ярса илетпӗр те хамӑр вара хулана ҫӗмӗрсе кӗрсе каятпӑр» теҫҫӗ, тенӗ.

Они знают, что мы терпим голод, и вышли из стана, чтобы спрятаться в поле, думая так: «когда они выйдут из города, мы захватим их живыми и вторгнемся в город».

4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Лешӗсем кусене хуравласа каланӑ: пур, авӑ вӑл сан умӑнта; анчах васка: хулана вӑл паян килчӗ, мӗншӗн тесессӗн паян сӑрт ҫинче халӑх парне кӳрет; 13. хулана ҫитсессӗн ӑна тӗл пулма ӗлкӗретӗр-ха, вӑл ҫав сӑрт ҫине апата каяйман-ха; халӑх вӑл пымасӑр апатланма пуҫламасть, мӗншӗн тесессӗн кӳмелли парнене вӑл пиллет те, чӗннӗ ҫынсем ҫавӑн хыҫҫӑн тин апатланма пуҫлаҫҫӗ; кайӑрах, халӗ ӑна тӗл пулма ӗлкӗретӗр-ха, тенӗ.

12. Те отвечали им и сказали: есть; вот, он впереди тебя; только поспешай, ибо он сегодня пришел в город, потому что сегодня у народа жертвоприношение на высоте; 13. когда придете в город, застанете его, пока он еще не пошел на ту высоту, на обед; ибо народ не начнет есть, доколе он не придет; потому что он благословит жертву, и после того станут есть званые; итак ступайте, теперь еще застанете его.

1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Иисус ӗнтӗ кусене кӑларса янӑ, вӗсем кайнӑ та Вефильпе Гай хушшине, Гай хулин анӑҫ енне, пытанса ларнӑ; Иисус ҫав каҫ халӑх хушшинче ҫӗр каҫнӑ.

9. Таким образом послал их Иисус, и они пошли в засаду и засели между Вефилем и между Гаем, с западной стороны Гая; а Иисус в ту ночь ночевал среди народа.

Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Апатне Иосифа хӑйне уйрӑм, кусене хӑйсене уйрӑм, унпа пӗрле апатланакан Египет ҫыннисене хӑйсене уйрӑм панӑ, мӗншӗн тесессӗн Египет ҫыннисем еврейсемпе пӗрле ҫимеҫҫӗ, Египет ҫыннисемшӗн ку ирсӗр ӗҫ шутланать.

32. И подали ему особо, и им особо, и Египтянам, обедавшим с ним, особо, ибо Египтяне не могут есть с Евреями, потому что это мерзость для Египтян.

Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех