Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кондрат вара кӗлтӑвакансем ӳкернӗ тӗксӗм турӑш умне чӗркуҫленсе ларатчӗ те кӗлтума тытӑнатчӗ, ҫилленчӗк турра пӗр куҫҫуль тумламӗ те ан курӑнтӑр тесе, куҫӗсене тип-типӗ пуличченех шӑлса типӗтетчӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Уй пирӗн тинӗс пек шавласа кӑна лартӑр, йӗри-тавра чечекленсе тӑтӑр, Стожарта инкек нихҫан та пулман пек курӑнтӑр…
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эсӗ пур, каяннӑй пек, ҫӳре кашни кун ҫураҫнӑ хӗр патне, — ялан сарӑ перчеткепе, ҫи-пуҫу вӗр-ҫӗнӗ пултӑр, сӑну салхуллӑ ан курӑнтӑр, тӑраниччен ан ӗҫ те, ан ҫи те, ҫаплипех, сывлӑшпа та чечек ҫыххисемпе тутӑ пурӑн!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга Кордели пулса ҫак сӑнара хӑйне йышӑннӑ-и е ҫӗнӗ сукмакпа кайса шухӑш-кӑмӑлне улӑштарнӑ-и, Обломовшӑн, паллах, ку инкек пулман, Обломов хӑй чӗринче Ольгӑна мӗнле сӑнарланӑ, вӑл ҫав тӗссемпех тата вутпа ҫеҫ курӑнтӑр, хӑйпе ҫеҫ лайӑх пултӑр.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӳлтен ҫавӑн пек курӑнтӑр, тенӗ.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
3. Иисус хуравласа каланӑ: вӑл хӑй те, унӑн ашшӗ-амӑшӗ те ҫылӑха кӗмен, ун ҫинче Турӑ ӗҫӗ курӑнтӑр тесе ҫапла пулнӑ; 4. кун ҫути пур чухне Манӑн Хама Яраканӑн ӗҫне тӑвас пулать; ҫӗрле пулсан никам та нимӗн те тӑваймасть.
Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ ӑшӑ — вӗри те, сивӗ те мар, ҫавӑнпа сана Хам ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп. 17. Эсӗ калатӑн: эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук, тетӗн; ху телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас — ҫавна пӗлместӗн. 18. Эпӗ сана ӑс паратӑп: чӑннипе те пуймашкӑн Манран эсӗ вут-ҫулӑмпа тасатнӑ ылтӑн туян; ҫарамас ҫан-ҫурӑмун ирсӗрлӗхӗ ан курӑнтӑр тесе, тумланмашкӑн Манран шурӑ тумтир туян, куракан пулмашкӑн куҫна куҫ имҫамӗ сӗр. 19. Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп. Эппин, харсӑр пул, ӳкӗн. 20. Акӑ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп: кам Ман сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрсе унпа пӗрле каҫхи апат тӑвӑп, вӑл та Манпа пӗрле апат тӑвӗ. 21. Ҫӗнтерекене Хампа пӗрле Хамӑн аслӑ пуканӑм ҫине лартӑп. Эпӗ те ҫапла ҫӗнтертӗм те Аттемпе пӗрле Унӑн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм. 22. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вара Эсӗ Хӑвӑн ӗҫӳ курӑнтӑр тесе Хӑвӑн управӑшунтан ҫутта тухма хушнӑ.40. Тогда повелел Ты из сокровищниц Твоих выйти обильному свету, чтобы явилось дело Твое.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ашшӗпе тӑванӗсен тупӑклӑхӗ ҫине Симон палӑк лартнӑ, инҫетренех курӑнтӑр тесе ӑна ҫӳллӗ тунӑ, умӗпе хыҫал енне чутласа якатнӑ чулран тунӑ, 28. унӑн тӑррине вӑл ашшӗпе амӑшӗн ячӗпе, тӑватӑ тӑванӗн ячӗпе, пӗр-пӗрне тӗлме-тӗллӗн, ҫичӗ пирамида лартнӑ; 29. вӗсен аякӗсене эрешлесе илемлетнӗ, йӗри-тавра ҫӳллӗ юпасем лартса тухнӑ, юписем ҫине, ӗмӗр асӑнмалӑх, вӑрҫӑ кӑралӗпе карапсем ӳкернӗ пулнӑ, вӗсене мӑкӑрӑлса тӑмалла ӑсталанӑ, вӗсем ӗнтӗ тинӗсре ҫӳрекенсене аякранах курӑнса тӑнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑвӑн чурусем ҫинче Санӑн ӗҫӳ, вӗсен ывӑлӗсем ҫинче Санӑн мухтавлӑху курӑнтӑр; 17. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире кӑмӑллатӑр, пирӗн аллӑмӑрсен ӗҫне ӑнтарса пыр, пирӗн аллӑмӑрсен ӗҫне ӑнтар.
Пс 89 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Патшан кӑмӑлӗ пулсан, вӑл ҫирӗп хушу кӑлартӑр: Астинь ӗнтӗ Артаксеркс патша умне урӑх ан курӑнтӑр, ун хисеплӗ вырӑнне патша урӑххине, унран лайӑхраххине, патӑр, ҫак йӗрке Персипе Миди саккунӗсене кӗрсе ҫирӗплентӗр, ӑна каялла тумалла ан пултӑр.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: малтанхи чул хӑмасем евӗрлӗ икӗ чул хӑма якатса ту, [вара Ман патӑма ту ҫине улӑх,] Эпӗ ҫав чул хӑмасем ҫине эсӗ ҫӗмӗрнӗ малтанхи чул хӑмасем ҫинчи сӑмахсене ҫырӑп; 2. ир тӗлне хатӗр пул, ирхине Синай тӑвӗ ҫине улӑх, унта, ту тӑрринче, Ман умӑма пырса тӑр; 3. санпа пӗрле никам та улӑхмалла мар, ту ҫинче нихӑш тӗлте те никам та ан курӑнтӑр; выльӑх таврашӗ те — вак выльӑх-и, шултӑра выльӑх-и — ҫак ту ҫывӑхӗнче ҫӳремелле мар, тенӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.