Шырав
Шырав ĕçĕ:
Маншӑн аса илӳ хуҫкаланчӑкӗ паллӑ, — нерв ӳкерчӗкӗн самай пысӑк пайне эпӗ ӗҫ-пуҫӑн малаллахи аталанӑвӗпе ӑнлантаратӑп, ара, унта хам тӳрремӗнех хутшӑнтӑм-ҫке, анчах ҫирӗп ӗненетӗп, уйрӑм ҫынсемпе ушкӑнсен ҫавӑн чухнехи тӑрӑмӗн курӑнми пайӑркисене паянхи сисӗм те тӗп-тӗрӗссӗн упрать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ун чухне мӗншӗнне ӑнланаймарӑм пулин те — манӑн кӑмӑл-туйӑма ӗлккенлӗх тыткӑнларӗ; хӑйне евӗрлӗ капашлӑх-ӗренкелӗх, тӗлӗнтерсе аптӑратакан анлӑш-талккӑш, курӑнми алӑсем хаклав-туйӑм ӗҫне ҫӗклентереҫҫӗ-хӑпартлантараҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Чарӑн айван! — тесе кӑшкӑрса ячӗ тепӗр хам паллакан сасӑпа мана курӑнми тӑракан юлташне.
XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Темӗнле курӑнми вӑй ман винтовкӑн аврине салатса ӑна алран туртса илнипе эпӗ аран ура ҫинче тӑрса юлтӑм.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тӳпере, ҫӗрлехи ҫуткӑҫсен ҫӑлтӑр ушкӑнӗсем пӗрӗхсе чӑпарлатнӑскерте, курӑнми йывӑҫсем кӗпӗрленнӗ; вӗсен ҫӑра ҫеҫкелӗхӗ пуҫа ҫепӗҫ, анчах вӑйлӑ шӑршипе — ҫӑра та пылак, хумхантаруллӑ та ирӗклӗ, нӳрлӗ те хӗрарӑмӑн ыйхӑ тӗлӗшпе ҫурма уҫӑ ҫӑварӗ пек черчен шӑршӑпа — ҫавӑрать-минретет; сывлӑшри мӗльюн-мӗльюн сӗртӗнӳпе ыталать те хавха сарать тата, шӑплӑх евӗрлех, ҫунатсӑр та ҫӑп-ҫӑмӑл, чикӗсӗр-чараксӑр хуҫалла, туйӑнми вӑйӑмсемпе ӳсет-ҫӗкленет.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Блюм тарӑн шухӑша кайса темиҫе минут тӑчӗ, аттисен курӑнми пуҫӗсене авӑк кулӑпа сӑнать, кантӑк патне пычӗ те шӑрчӑксем чӑрлатнине чылай хушӑ тимлӗн тӑнларӗ.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Хейлӗн ҫывӑра-кан пичӗ шыв шайӗнче пӗр вунӑ утӑм ишрӗ, пӗрӗнсе пӗчӗкленчӗ те шыв тӗпне анса курӑнми пулчӗ.Спящее лицо Хейля проплыло в уровне воды шагов десять, сузилось и опустилось на дно.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Йывӑҫ вуллисен мӑкӑрӑлчӑкӗсен хушшинче вӑрман ӗнтрӗкӗ вӗлкӗшет-ҫиҫкӗнет; шурлӑхри капаш упа саррисем ҫырансен йӗрӗ-ӗренкисене хуплаҫҫӗ; юхан шыв варри ҫӑра ҫутӑпа йӑлтӑртатать, — ҫак ҫутта капмар йывӑҫсен витӗр курӑнми ҫулҫӑ капламӗнчи шыв ҫине ӳкнӗ мӗлке чикӗлесе-чарса лартнӑ.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Асӗнче юлнӑ темиҫе йӗркене Блюм ӑшӗнче васкамасӑр темиҫе хут каларӗ, кашни сӑмах ҫаврӑнӑшнех киревсӗр ятлаҫупа, намӑс ҫурчӗсен усал шӑршлӑ ҫыпҫӑнчӑк сӑмахӗсемпе вараларӗ, унӑн пичӗ ҫине ӗшенчӗк тилӗрӗвӗн тӗттӗмре курӑнми пӗркеленчӗкӗсене ывӑтакан йӗрӗнчӗк-нӗрсӗр пӑсӑксемпе пылчӑкларӗ…
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Лифт алӑкӗ те хӑех уҫӑлчӗ (Асперӑн мӗн шур алӑкӗ ҫапла уҫӑлать, чӑн та, килен-каян ҫынсене курӑнми нумай-нумай куҫ сӑнать), унтан Филатпа Джис витӗр курӑнакан йӑлтӑркка читлӗхре пиллӗкмӗш хута вӗҫсе улӑхрӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Вӑл кӑкӑрӗ тӗлӗнче, пырӗ патӗнче аллисемпе хыпашлать, вутра вилӗмле ҫунакан ӳчӗн курӑнми тӑвӑрлӑхне хӑвалать.Он шарил руками на груди и у горла, отгоняя незримую тесноту тела, сжигаемого смертельным огнем.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
«Упа ами» ҫыраналла пӑрӑнчӗ, — курӑнми, анчах чӑшӑлтатакан хумсене туйса; ҫил лӑпланчӗ.«Медведица» повернула к берегу, невидимому, но слышному по шороху прибоя; ветер упал.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Давенант самаях именчӗ те шлепкине силлеме пуҫларӗ, ҫынсен шавлӑ ушкӑнӗнчен вӑрласа тухнӑ Альп фиалкисем евӗрскерсене лартса экипаж кӗҫех курӑнми пулчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Камин сехечӗн калакӗ хулӑн тембрӑн пӗр сасӑллӑ курӑнми хӗлӗхне тикӗссӗн перӗнет.Маятник каминных часов мерно касался невидимой однотонной струны низкого тембра.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Аманса пӗтнӗ, тертленсех ҫитнӗ, ҫунакан пуҫпа, типнӗ пырпа тӑватӑ пуҫлӑ ҫын куҫать: тӑватӑ уран, хырӑмпа шӑва-шӑва, ӳке-ӳке, ҫыранӑн шӗвӗ тӑмне пичӗпе перӗне-перӗне, сике-сике, тӗмсене хуҫа-хуҫа, курӑнми чараксене хул пуҫҫипе те кӑкӑрпа ҫӗмӗре-ҫӗмӗре; ҫак ҫын, этем шухӑшӗ-сисӗмӗсӗр юлнӑскер, тунсӑхпа, ӗмӗт татӑлнипе, теветкеллӗхпе хӗсӗнсе ҫитнӗскер, хӑйӗн таткаланчӑк-ҫуркаланчӑк кӗлеткине шыв хӗрринче тепӗр сехете яхӑн сӗтӗрсе пычӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Сылтӑмран хура шыв уҫӑлать те курӑнми пулать, самантлӑх йӑлтӑртатать те лӑсӑллӑ хӳме хыҫне пытанать; унӑн чӑнкӑ ҫыранӗсемпе сивлек вӑйлӑ юхӑмӗнче вӑрттӑн хӑрушлӑх пур пек.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Вӑл Энохӑн сарӑ куккурусӗ ҫинелле горизонт ҫумӗнченех тӗксӗммӗн те сивлеккӗн пӑхать; вулӑсен пайӑркаланса варкӑшакан тинӗсӗ ҫине хӗвелӗн хӗрлӗ ҫаврашкинчен курӑнми йывӑр япала тиеннӗ, тӳпен катӑлса ӳкнӗ сийӗсем евӗрлӗ аял пӗлӗтсем вара пӑхӑрӑн хӗрлӗ сӗмӗпе сӑрланнӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Ҫапла тарават пупленӗ май пакӑлтин тӑлпу ӑмӑрлӑхӗ унран кӗрнеклӗ, ӗлккен тӑвакан курӑнми темӗскере ҫухатрӗ; куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ те элекҫе кӑтартаҫҫӗ; ҫулӗсене кура мар пӗлме юратаслӑхӗ сӑнӗнчи кӑмӑлсӑр йӗрсене ҫемҫетрӗ; туйинчен вӗчӗрхеннӗн таяннӑскер халӗ куҫ хупанкисемпе кӑмӑллӑн мӑчлаттарать.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Унӑн ватӑ аллинче ҫурта силленет, куҫӗсем пӑхнине вара курӑнми хӳме ҫут тӗнчерен хупласа тӑрать тейӗн.Свеча тряслась в его старой руке, а взгляд был отрезан от всего незримой стеной.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Курӑнми улӑп алли ҫӑлтӑрсен мӗн пур путсӑрлӑхне ывӑҫласа вӗсене ухмахла-асамлӑ ҫак ешчӗке пӑрахнӑ тейӗн.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.