Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кайран хӑй йӑнӑшне Оля та ӑнланчӗ пулас, мана курмассеренех хӗреле-хӗреле каятчӗ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
— Кашни курмассеренех апат ҫитерсе кӑларса ярать.
Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кашни курмассеренех ҫийӗнче унӑн йӑмӑх хура кӗпеччӗ, вӗлтӗркке шарфӗ те хура ҫӳхе пурҫӑнран, уринче вара — хӑйӗн пӗтӗм чапне-ӗлккенлӗхне кӑтартать тейӗн — тирпейлӗ кӑна тӑпӑл-тапӑл шурӑ туфли.
I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ун патне хӑйӗн ҫамрӑк хӗрӗ ҫӳренӗ, хӗрӗ макӑрнине Матвей темиҫе хутчен те курнӑ, кашни курмассеренех унӑн сарлака кӑкринче чӗри йывӑррӑн хускалса илнӗ.
IV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Филофея кашни курмассеренех ҫакӑн пек калаттӑм: епле? тӑнкӑртатать?Бывало, как только встречу его, всякий раз говорю ему: «А? стучит?»
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Вӑл тутӑрсемпе сутӑ тӑвакан, хӑйне кашни курмассеренех пӗр-пӗр хитре хӗр сӑнне ӳкерсе пама ыйтакан персиянина аса илчӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Кашни курмассеренех ӑна Бунчукӑн витӗр пӑхакан куҫӗсенче ниме парӑнми ҫирӗплӗх йӑлкӑшни тӗлӗнтерчӗ.И всегда он поражался той непреклонной воле, которая светлела в жестких глазах Бунчука.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
- 1