Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курка сăмах пирĕн базăра пур.
курка (тĕпĕ: курка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр-арӑмсем пӗрер ҫӑвар сыпсанах танлантарма тытӑнаҫҫӗ, куркине каялла сӗнеҫҫӗ, «ай турах, хӑватлӑ» текелесе ту-тисене сурпан вӗҫӗпе хуплаҫҫӗ (кирек мӗнле ӗҫес килсен те йӑлине тумалла), вара виҫ-тӑватӑ хут сӗнсен тин куркисене тӗппипех ӗҫсе параҫҫӗ (шалтти курка тӑваҫҫӗ).

Женщины, едва пригубив, тут же возвращают ковш назад и, приговаривая: «Ух какое крепкое!», закрывают губы уголком сурбанов, может, кто и не прочь бы опрокинуть ковш до дна, но ничего не поделаешь — таков обычай, и только после долгих уговоров допивают до конца.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

7. Вавилон Ҫӳлхуҫа аллинчи ылтӑн курка — пӗтӗм ҫӗре ӳсӗртекен курка — пулнӑ; халӑхсем ҫав куркаран эрех ӗҫнӗ, халӑхсем вара ухмаха тухнӑ.

7. Вавилон был золотою чашею в руке Господа, опьянявшею всю землю; народы пили из нее вино и безумствовали.

Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ӑссӑрланакансене: «ан ӑссӑрланӑр» тетӗп, усал ҫынсене калатӑп: «мӑйракӑра ан ҫӗклӗр, 6. мӑйракӑра ҫӳлех ан ҫӗклӗр, чурӑс ан калаҫӑр» тетӗп: 7. ҫӗкленесси тухӑҫран та, анӑҫран та, пушхиртен те мар, 8. сут тӑваканни — Турӑ: Вӑл пӗрне ӳкерет, тепӗрне ҫӗклентерет: 9. курка — Ҫӳлхуҫа аллинче, куркара эрех вӗрет, унта темӗн те хутӑштарнӑ, Вӑл ҫав куркаран яра-яра парать.

5. Говорю безумствующим: «не безумствуйте», и нечестивым: «не поднимайте рога, 6. не поднимайте высоко рога вашего, [не] говорите [на Бога] жестоковыйно», 7. ибо не от востока и не от запада и не от пустыни возвышение, 8. но Бог есть судия: одного унижает, а другого возносит; 9. ибо чаша в руке Господа, вино кипит в ней, полное смешения, и Он наливает из нее.

Пс 74 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑнпа та халь Урха Хӗрне парать сар курка: Хӗрӗх те пӗр куркара Имҫам янӑ пыл сӑра.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Курка ҫине курка килет-ҫке те, Кӗрекере ӳсӗр пулас мар.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аппа курки сар курка та, Сакӑр ҫухрӑмран сар ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Някуҫ мучи пӗр курка сӑра ӑсса илет те кӑштах ҫӗре тӑкать (ваттисен умӗнче пултӑр!), вара Ухтивана тав туса куркин тӑррине татать.

Вот Нягусь налил в деревянный ковш пива, пролил несколько капель на стол — помянул усопших, поздравил Ухтивана и, пригубив, отхлебнул глоток.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Алӑран алла курка ҫӳрет, Кабир те арӑмӗ аллинчен «ҫул курки» тытать.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— «Чейне тепӗр курка тултарса парам-и?» — тесен: «Кукӑль таткине хӑварма аван мар, — тенӗ, тет, тӑхлач. — Тепӗр курка ӗҫес пулинех».

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Курка хыҫҫӑн курка, черкке хыҫҫӑн черкке тиврӗ хӑнасене.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӑштах тӑхтасан, курка каллех тулса ҫитет, бадшах ӑна тути патне илсе пынӑччӗ кӑна, ӑмӑрткайӑк куркана тата тепӗр хут ҫапса ывӑтса ярать.

Немного погодя чаша наполнилась еще раз, и бадшах уже поднес ее к губам, но сокол опять выбил чашу у него из рук и пролил всю воду.

Шанчӑклӑ ӑмӑрткайӑк ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ак ӗнтӗ курка та тулса пырать, бадшах ӗҫме тесе тути патне илсе пынӑ чух куркана ӑмӑрткайӑк сасартӑк ҫуначӗпе ҫапать те шыв пӗтӗмпех тӑкӑнса каять.

И вот чаша наполнилась, и бадшах уже поднес ее ко рту, как вдруг сокол ударил по ней крылом — и вся вода разлилась.

Шанчӑклӑ ӑмӑрткайӑк ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Бадшах сумкинчен курка кӑларать те шыва тумламӑн-тумламӑн юхтарса ҫав куркана тултарма тытӑнать.

Бадшах вынул из сумки чашу и стал собирать в нее воду по каплям.

Шанчӑклӑ ӑмӑрткайӑк ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Лешӗ курка хыҫҫӑн курка пушатать, ӗҫнӗҫемӗн нумайрах та нумайрах калаҫакан пулать.

который опрокидывал чарку за чаркой и чем больше пил, тем разговорчивее становился.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хань Лао-лю хӑнана курка хыҫҫӑн курка пачӗ.

Хань Лао-лю подносил гостю чашку за чашкой.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Каҫхи апат вӗҫленеспе дворецки салфеткӑпа чӗркенӗ бутылкӑран чӗрӗк курка шампански тултарсан, ҫамрӑк ҫын ман валли ҫине тӑрсах туллиех тултарттарчӗ те ҫав куркана сывламасӑр тӗппипех ӗҫтерчӗ, вара пӗтӗм шӑмшак тӑрӑх кӑмӑллӑ ӑшӑ чупса кайрӗ, хама хӳтӗлекен савӑк ҫынна кӑмӑлларӑм тата тем пирки ахӑлтатса кулса ятӑм.

К концу ужина, когда дворецкий налил мне только четверть бокальчика шампанского из завернутой в салфетку бутылки и когда молодой человек настоял на том, чтобы он налил мне полный, и заставил меня его выпить залпом, я почувствовал приятную теплоту по всему телу, особенную приязнь к моему веселому покровителю и чему-то очень расхохотался.

XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ ӑна хамӑн боецсем ҫинчен каласа пама тытӑнсан, вӑл ахӑлтатса кулса ячӗ, унтан фляжкӑпа алюмини курка туртса кӑларчӗ те, мана пӳлсе «Атьа-ха луччӗ пӗрер курка янклаттарса ярар» — тесе хучӗ.

В первые дни я хотел сблизиться с ним, поделиться впечатлениями о моих бойцах, не дослушав моих слов, он раскатисто захохотал, вытащил фляжку, алюминиевый стаканчик и сказал: «Давай-ка лучше тяпнем по одной».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Михал Михалыч йӑл кулса ячӗ, бутылкӑна тытрӗ, пӗрер курка туллиех коньяк тултарчӗ, унтан куркасене аллаппи ҫине лартрӗ те пирӗн паталла тӑсрӗ.

Михал Михалыч улыбнулся, взял бутылку и налил две полные чашки коньяку, поставил чашки на ладонь, протянул нам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Шыв пӗрер тумламӑн сӑрхӑнса курка тулли тулсан, патша куркине илет те, ҫӑварӗ патне илсе пырса, ӗҫес тесе тӑрать, анчах сасартӑк ун аллинчи хурчӑка, ластӑр-ластӑр силленсе, ҫуначӗсене ҫапса, шыва тӑкать ярать.

Вода текла по капле, и когда чаша набралась полная, царь поднял ее ко рту и хотел пить; вдруг сокол встрепенулся на руке у царя, забил крыльями и выплеснул воду.

Патшапа хурчӑка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

— Тата тепӗр курка, — амӑшне тыттарчӗ вӑл куркине.

— Еще стаканчик, — протянул он стакан матери.

Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех