Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунӗнче (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки хут пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн Эльгеевпа Данилов тарават кил хуҫисенчен уйрӑлчӗҫ, тепӗр кунӗнче ирхи пӑрахутпа Шупашкар хулинчен тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пасар кунӗнче Хӗрлӗ площаде анать, лавсем хушшинче утӑ-улӑм тупса ҫиет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Нивушлӗ ҫитес юбилей кунӗнче те пӗрле выляса савӑнтараймӑн пире?

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урасмет, кӑнтӑр кунӗнче те хӑракаласа кӑна пыраканскер, тӗттӗм пуличчен ҫывӑхри яла ҫитсе ӳкес тесе утне юртӑпа хӑваларӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗнтӗ кӑнтӑр кунӗнче кӑшт выртса канмалла пулать пуль.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Иҫник кам? — ыйтрӗ унран Шалт-шалт Пачури текенни, Чалӑма ҫу кунӗнче хӑлхаллӑ ҫӗлӗкпе кайнӑскер.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кӑнтӑр кунӗнче вӑрӑ пек килсе кӗтӗн те халь хӑратма пӑхатӑн!

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ярханах хӑйсен пахчинчи мунчана хӗл кунӗнче те ҫара уран каять имӗш, ҫӑл хӗррине шыв ӑсма кӗпе вӗҫҫӗн анать, пӗррехинче каскӑн ӗнине хӑваласа хире те кӗпе вӗҫҫӗнех ут утланса кайнӑ тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн хӗсӗк те кукӑр-макӑр тӑкӑрлӑкӗсем кӑнтӑр кунӗнче те ытлашши шавлӑ тӑмаҫҫӗ, халӗ вара унта нимӗнле сас-чӗв те илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑлах Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫула тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ретро-троллейбус каллех ҫула тухӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32179.html

Республика кунӗнче Шупашкарта каллех ретро-троллейбус ҫула тухӗ.

Куҫарса пулӑш

Ретро-троллейбус каллех ҫула тухӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32179.html

Тен, чӑваш театрӗн юбилейӗ кунӗнче хӑшне те пулин лартса парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑна Наровчатра пурӑннӑ чух куккӑшӗ Петр Ильич Баратынский менелник кунӗнче пиллесе панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Республика кунӗнче общество транспорчӗ ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ӗҫлӗ.

В День Республики общественный транспорт будет ходить часа ночи.

Уявра общество транспорчӗ ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ҫӳрӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32165.html

Тепӗр кунӗнче, пӳрт умӗнчи решеткене юсаса тӑнӑ чух, Артур ҫурчӗ тӗлӗнче ҫынсем пухӑннине асӑрхарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паян, кӑрлач уйӑхӗн вун-тӑваттӑмӗш кунӗнче, кунта чӑвашсем хӑйсен пӗрремӗш спектакльне курма пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Раштав кунӗнче Павлушпа Тимуш Шӗнерпуҫ чиркӗвне кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кашни уйӑхӑн ҫирӗммӗш кунӗнче парӑмне татма тӑрӑшаҫҫӗ вара кивҫенле сутӑн илекен рабочисем.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Мӗн тӑвас?.. Тен?.. Ҫук!.. Хӑрушӑ!.. Асаннепе калаҫса пӑхас, атте мана ӑнланас ҫук… Часрах, часрах!» — тесе тепӗр кунӗнче Соня ашшӗ патӗнчен Баратынскисем патне тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑй те пӗлмерӗ, темшӗн унӑн чи юратнӑ кӗпине — Наровчатра менелник кунӗнче тӑхӑннине — ҫакӑран илсе ыталарӗ, куҫҫулленчӗ… вара каллех ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех