Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куншӑн (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ пӗррехинче Лариса Долина Игорь Крутоя: «Игорь Яковлевич, тивӗҫлисем йышлӑн, анчах эсир ҫак юрра мана шанса патӑр. Куншӑн сире чӗререн тав тӑватӑп», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть, куншӑн кӳренмелле мар.

Жизнь не стоит на месте, за это не стоит обижаться.

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Ун чухне аван ӗҫлесе илеттӗм. Ачасене общежитире мар, тара тытнӑ хваттерте пурӑнтартӑм, укҫаран татӑк тӑратман, холодильнике апат-ҫимӗҫпе тултарсах тӑнӑ. Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та Ольӑпа пӗрлех пурӑнтӑмӑр, эпӗ эрни-эрнипе килте пулман чухне ывӑла пӗччен епле хӑварас? 9-мӗш класс хыҫҫӑн Владик та Шупашкара кайрӗ. Ялти ҫурта ҫӑра ҫакса, выльӑх-чӗрлӗхе сутса Оля та ывӑлӗпе, хӗрӗпе пӗрле хулана пурӑнма куҫрӗ. Медсестрана вӗреннӗскер пӗр вӑхӑт ялти садикре ӗҫлерӗ. Унтан кайсан, вӑхӑт иртсен, квалификацие ҫухатрӗ. Хулара кафере савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те, пекарньӑра та ӗҫлерӗ. Ҫӑкӑр пӗҫернӗ чухне сутлӑха юрӑхсӑрри тӑтӑш пулатчӗ унӑн, куншӑн хӑйӗн кӗсйинчен тӳлеттеретчӗҫ. Тӑкакӗсене хам кӗсьерен тем чухлех саплаштарнӑ», — каласа кӑтартрӗ Владимир Ильич.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Куншӑн никама та айӑпламалла мар, — сӳтӗлчӗ калаҫу ҫӑмхи.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Куншӑн та савӑнмаллиех ҫук, уйрӑм пурӑнсан ҫемье саланасси те часах.

Куҫарса пулӑш

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ара, вӗсене куншӑн укҫа тӳлемелле-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех