Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунчченех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хам та паянхи кунчченех, райком секретарӗ Кирилл Осанович Атласкин кӑкӑр ҫине ҫак ордена ҫакса яричченех, ӗненмесӗр пурӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ертсе пыракансем хутшӑнакансене Раҫҫей культурин уявӗ, унӑн историйӗпе пӗлтерӗшӗ ҫинчен, славян ҫырулӑхне мӗн авалтан пуҫласа паянхи кунчченех аталантарни ҫинчен каласа панӑ, вырӑс чӗлхи ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирилпа Мефодине аса илнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ln-3272683

Ырӑ пуҫару паянхи кунчченех тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Нихӑш словарьте те ҫырӑнса юлман, анчах Тарановсен тӑрӑхӗнчи ҫынсен калаҫӑвӗнче, чун-чӗринче паян кунчченех пурнан «совӗҫ» ӑнлавпа тӳр килен ҫак сӑмахшӑн антӑхакан писатель саланнӑ саманапа куҫа-куҫӑн тӑрса юлать…

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Пӗлетӗн вӗт-ха, валтиелсем паян кунчченех чиркӳсӗр, пупсӑр пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ те, Савантер, паян кунчченех авалхи ятупа ҫӳрен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Анчах тем, паян кунчченех, ҫӑварна шыв сыпнӑ пекех лартӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паянхи кунчченех хаҫат маншӑн ҫывӑх тус.

Куҫарса пулӑш

«Ял ӗҫченӗ — чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... /1/16/yal/

Вӑрҫӑ суранӗсем паян кунчченех хӑйсене аса илтерсе тӑраҫҫӗ пулин те, фронтовик стройрах-ха.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Темиҫе мӑшӑр (тен, кусем те хӑйсен куҫ шӑрҫи пек таса юратӑвне, пурнӑҫ сукмакне пӗрле такӑрлатас ӗмӗте паян кунчченех вӑрттӑн «шӑварса» пурӑннӑ?) ушкӑнран «катӑлчӗ» те хӑйӗн ҫулӗ-йӗрӗпе телей «кӳлли» еннелле акӑш пек юхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ эпӗ те ҫирӗм урлӑ каҫрӑм, унӑн кӑшт салхуллӑрах куҫӗсемпе савӑнӑҫлӑ куллине вара паянхи кунчченех астӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

- Ачисем паянхи кунчченех: «Анне, юрать эсӗ пирӗн аттене качча тухма килӗшнӗ!»- теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ваҫли те паян кунчченех хӑйне юратса пурӑнни Кӗтерука паллӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кирек мӗнле пулсан та, Энӗшкасси ялӗнче Ҫтаппан паян кунчченех чи тӳрӗ те хисеплӗ хресчен шутланать.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян кунчченех чура шӑпине сӗтӗрмеллеччӗ, ыйткалакан пек ҫӑкӑр татки тархасласа ыйтмаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта палӑрнӑ Палатай (Сидоров Ҫтаппан), Ильпарӑс (Ильин Ҫтаппан), Михапар (Федоров Федот), Ухтиван («чӑвашла; вырӑсла ячӗ паллӑ мар» тенӗ ун пирки пӗр хут ҫинче), ҫаксен ячӗсем паян кунчченех халӑх асӗнче пурӑнаҫҫӗ.

Имена геройски проявивших себя в той войне людей живут в народной памяти по сей день. Это Палатай (Сидоров Степан), Ильбарос (Ильин Степан), Михабар (Федоров Федот), Ухтиван («по-чувашски; русское имя неизвестно» — сказано о нем в документах).

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шахрун аслашшӗ ҫинчен Пӑранькассинче паян кунчченех хӑраса та тӗлӗнсе калаҫаҫҫӗ.

О деде Шахруна и поныне вспоминают в Параньгасах, да и во всей округе, со страхом и удивлением.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ку канмалли кунчченех тӑсӑлма пултарӗ.

Это может продлиться до выходных.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кивҫене юлашки кунчченех парса татма юратман Хӗрсен ҫак пулӑма тепӗр хутчен пӑхса тухмалла.

Тем Девам, кто предпочитает до последнего не отдавать долги, сейчас лучше пересмотреть свою позицию.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсенчен, хитререххине, клеймо ҫапнине ывӑлӗ Владимир Семёнович паянхи кунчченех кӗлетре упранӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч // Николай Адёр. https://ru.chuvash.org/content/6051-%D2% ... D1%87.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех