Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулянтарать (тĕпĕ: кулянтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл е савӑнтарать, е кулянтарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

«Такамсемпе» ҫеҫ тӑрса юлнӑ асламӑшӗ хӑйне самантлӑха та пулин «шыраса тупни» урӑм-сурӑм хӗпӗртеттерет Вихтӗре, ҫав хушӑрах кулянтарать те.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ку мана та уйрӑмах кулянтарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кулянтарать вӑл мана ҫав тери, хазрат Кучак.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку хӗр мана тӑтӑшах кулянтарать те хаваслантарать; эпӗ вӑл хутшӑннипе пулса иртнӗ сценӑсене е вак-тӗвек хусканусене, ӑна ҫеҫ тивӗҫлӗ мыскарасене аса илетӗп, вӑл мана выляса янӑ укҫана тавӑрса панине, хӑйне мӗн кирлине ӑнлантарас йӳтӗмпе — чӗвен тӑрса — мана тутаран пӳрнисемпе шеплеттернине ҫине-ҫинех куратӑп та хам сисмесӗрех кулатӑн та канатӑп…

Эта девушка много раз расстраивала и веселила меня, когда, припоминая ее мелкие, характерные движения или сцены, какие прошли при ее участии, я невольно смеялся и отдыхал, видя вновь, как она возвращает мне проигранные деньги или, поднявшись на цыпочки, бьет пальцами по губам, стараясь заставить понять, чего хочет.

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Ку ҫав тери кулянтарать.

— Очень все это печально.

ХХХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫакна эпӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн, ҫавӑнпах мӗн пулса иртни мана шутсӑр хытӑ кулянтарать, мӗншӗн тесен ҫав ҫынна юрататӑп.

Все это я знаю и очень всем расстроен, потому что люблю этого человека.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Кулянтарать ку.

Прискорбно.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Пӗтӗмпех пӗтрӗ, пулни-иртнине ас тутаракан пӗчӗк йӗр те ҫухалчӗ — ҫурт та, урам та, хваттер номерӗ те, — Нок хӑйне хӑй хисепленин туйӑмне ҫакӑ самаях кулянтарать.

Все оборвалось, исчез всякий след к прошлому — и дом, и улица, и номер квартиры — от этого страдало самолюбие Нока.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ывӑлӗ хӑйне илемлӗн уйрӑмрах тытни амӑшне кулянтарать; ачине кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса ачашланӑ самантсенче вӑл хурлӑхпа, юратупа, именӳпе тулать, чӗри хутшӑнусемпе шухӑшсен йышӑннӑ йӗркине хӑнӑхуллӑн сӑнлакан чӗлхи пек мар, урӑхла калаҫать.

Она болезненно чувствовала прекрасную обособленность сына; грусть, любовь и стеснение наполняли ее, когда она прижимала мальчика к груди, где сердце говорило другое, чем язык, привычно отражающий условные формы отношений и помышлений.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ашшӗ-амӑшӗпе ҫапла пулса тухни чӗререн кулянтарать ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Мана ку кулянтарать, эпӗ хӑратӑп, анчах — ҫӗнтерме вӑйӑм ҫитмест.

Я не хочу этого, я боюсь, но я не могу.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Эсир манпа пӗрле вӗҫме килӗшменни кулянтарать, ҫапла, питех те шел, — Лось пуҫне сулларӗ, — ҫынсем манран, эпӗ урнӑ тейӗн, айккинелле тараҫҫӗ.

— Жалко, что вы не хотите со мной лететь, жалко, — он качнул головой, — люди шарахаются от меня, как от бешеного.

Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗри табак чӑмлать, тепри чӗлӗм туртать; тӗтӗм ункисем мачча патнелле мӑкӑрланса хӑпараҫҫӗ те, йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн тӑсӑлса, ҫутта хуплаҫҫӗ, анчах яланхи шав ӗнтӗ кунта та лӑпланчӗ: тӗтре пурне те пӑшӑрхантарать, чӗрене салхулӑх кӗртет, кулянтарать.

Одни жевали табак, другие курили трубки, клубы дыма длинными полосами тянулись под низким потолком, застилая свет; по углам плакали дети, но обычный здесь шум затих; туман всех встревожил, наполнив сердца унынием и страхом.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Дик Сэнда ҫакӑ кулянмаллипех кулянтарать.

Именно это очень беспокоило Дика Сэнда.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мана халь пӗр япала кулянтарать: эпӗ ун ҫумӗнче чи кирлӗ вӑхӑтра та пулайман, унӑн юлашки минучӗсене сӑмахпа та, куҫран пӑхса та ҫӑмӑллатас тесе тӑрӑшайман.

Бессильная тоска охватывала меня: я не была с нею тогда, когда была ей, должно быть, всего нужнее; я не могла облегчить ей последние минуты ни словом, ни взглядом…

Пилӗк фотоӳкерчӗк // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Питех те кулянтарать ку… анчах мӗн тӑвӑн, пурин те пирӗн хӑҫан та пулин вилмелле.

Все это очень печально; но что же делать, всем нам придется когда-нибудь умереть.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Хастарлӑ ҫулҫӳревҫӗсем хӑйсене пур ҫӗртен те хупӑрласа илнӗ хӑрушлӑхсене манчӗҫ, вӗсене ҫул ҫине халех тухма май пулманни анчах кулянтарать.

Мужественные путешественники забыли об опасностях, которые со всех сторон подстерегали их, и жалели только о том, что нельзя немедленно же пуститься в путь.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Мӗн кулянтарать тата? — тесе ыйтрӗ капитан.

— Что? — спросил он.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Мана урӑххи кулянтарать, — терӗм.

Меня смущает другое, — сказал я.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех