Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

культурӑсене (тĕпĕ: культура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурхи тӗштырӑсемпе пӑрҫа йышши культурӑсене 14973,3 гектар акса хӑвармалла.

Весенними зерновыми и бобовыми культурами надо засеять 14973,3 гектаров.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Геннадий Романов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хуҫалӑхра ҫурхи культурӑсене 370 гектар акма палӑртаҫҫӗ, ҫав шутра урпа 218 гектар, тулӑ – 125, пӑрҫа – 22, сӗлӗ – 7 гектар.

Как сообщает Геннадий Романов, нынче в хозяйстве планируют посеять 370 гектаров весенних культур, в их числе 218 гектаров ячменя, 125 - пшеницы, 22 - гороха, 7 гектаров - овса.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Пусӑ ҫаврӑнӑшӗсене пӑсса, органикӑлла удобренисемпе усӑ курмасӑр ытларах пӗрчӗллӗ культурӑсене кӑна туса илсе пурӑнсан ҫӗр ӗҫне вӗреннӗ кашни ҫыншӑнах эпир кӗске вӑхӑтрах мӗн патне ҫитсе тухасси каламасӑрах паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Кишӗрӗн, петрушкӑн, салатӑн, ҫарӑкӑн, йӳҫ кӑшманӑн, сельдерейӑн, купӑстан питӗ вӗтӗ вӑррисене 1–1,5 сантиметр тарӑнӑшне, редиса, ҫарӑка, помидора, пӑрӑҫа, баклажана 2–2,5 сантиметр тарӑнӑшне, хӑяра, кӑшмана, ревене, шултра вӑрӑллӑ ытти культурӑсене 2,5–3 сантиметр тарӑнӑшне акмалла.

Куҫарса пулӑш

Пахча ҫимӗҫ акатпӑр-лартатпӑр // В. ВАСИЛЬЕВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 6&page=279

Паянхи кун тӗлне ҫӗр ӗҫченӗсем кӗрхи тата ҫурхи пӗрчӗллӗ культурӑсем акнӑ лаптӑксене ҫум курӑкран пестицидсемпе гербицидсем сапнӑ, хӑшпӗр хуҫалӑхсем вара асӑннӑ культурӑсене апатлантарма та ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Сӑмах май, кӑҫал ял хуҫалӑх производство кооперативӗсемпе колхозсем, фермер хуҫалӑхӗсем ҫурхи культурӑсене пурӗ 11357 гектар акса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Пӗлтӗр, акӑ, пӗрчӗллӗ культурӑсене 240 гектар акса хӑварнӑ, кашни гектартан вӑтамран кӗлет виҫипе 20 центнер тырӑ алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

«Красное Сормовӑра» ҫурхи пӗрчӗллӗ культурӑсене пӗтӗмпе 1200 гектар акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Комисси хуҫалӑхсен уйӑхсене пахаларӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.05.11

Вӗсем кооперативсен, колхозсен председателӗсемпе, ӗҫченсемпе курнӑҫса калаҫнӑ, кӗрхи культурӑсене акса хӑварма ҫӗр хатӗрленипе кӑсӑкланнӑ.

Они встретились председателями кооперативов, колхозов, работниками, интересовались подготовкой почвы под озимые культуры.

Вырма вӑй илсе пырать // Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Кунта пӗрчӗллӗ культурӑсене пӗтӗмпе 2400 гектар ҫинче вырмалла, ҫав шутра 1000 гектар — кӗрхисем.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

«Прогресс» пӗрлешӳре кӑна кӗрхи культурӑсене вырма 5 комбайн хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Тунтикун Ҫӗрпӳсем кӗрхи культурӑсене ҫулма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ҫак эрне пуҫламӑшӗ тӗлне республикӑри ултӑ районта кӗрхи культурӑсене вырма тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Выльӑх апачӗллӗх культурӑсене акса-лартса тумашкӑн ҫемьен уйра ҫӗр пайӗ ҫук — кӳрши-аршипе калаҫса татӑлса вӗсен анкартинчи курӑка ҫулаҫҫӗ е сутӑн илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Тырӑллӑ культурӑсене вӑхӑтра апатлантарни, сиен кӳрекен хурт-кӑпшанкӑпа ҫум-курӑка пӗтерме ятарлӑ препаратсем сапни пӗлтерӗшлӗ.

Своевременное внесение минеральных удобрений под зерновые культуры, обработка специальными препаратами против вредных насекомых и сорняка играет важную роль.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ҫавна шута илсе Геннадий Романов хуҫалӑхӑн пӗр ҫул ӳсекен культурӑсене акнӑ ҫӗрсем пушансан унта выльӑха кӗртме ирӗк парать.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

— Тӗшӗллӗ культурӑсене илес тӗк ҫуллен пысӑк репродукциллисене акма тӑрӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ҫурхи культурӑсене пӗтӗмпе 350 пин гектар акнӑ — палӑртнин 97,9% чухлӗ.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Майӑн 17-мӗшӗ тӗлне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 7650 гектар (планпа пӑхнинчен 98,3 процент) акнӑ, ҫӗр улмине 336 гектар (54 процент) лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Паянхи кун тӗлне «Новый путь» хуҫалӑх плана тултарнӑ, пӗрчӗллӗ культурӑсене, кӗрхисене шута илсе, 1333 гектар акнӑ, (100 процент), кукуруза – 227 гектар (100 процент).

Куҫарса пулӑш

Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех