Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куллен сăмах пирĕн базăра пур.
куллен (тĕпĕ: куллен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыннисем пире куллен кирлӗскерсем, вӗсене кӳрентерме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Куллен ҫапла шыва утсах-и, Тен, хӗр утти ӗлккен пулать.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ял хуҫалӑх организацийӗсем куллен 51 тонна, уйрӑм ҫынсем 25 тонна сӗт сутаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Ҫӗнӗ технологи хатӗрӗсемпе усӑ курасси куллен вӑйланса пырать пулин те, периодика изданийӗсен пӗлтерӗшӗпе сумӗ те чакмасть.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-4/

Пире те хаяр сунакан, Пире те хаяр сунакан Куллен те пӗри иксӗлтӗр.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пире ырӑ сунакан, Пире те ырӑ сунакан Куллен те пӗри хутшӑнтӑр.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хурӑ калпак ярапи, Хура та калпак ярапи Куллен те пӗри татӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халиччен вӗсем ӑна куллен пулӑшса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Наградӑсене тивӗҫнисем те, куллен ялсенче пурӑнакансене культурӑллӑ канма май туса паракан ытти ӗҫченсем те ырӑ сӑмахсене тивӗҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Тӑрӑшнине кура, ҫамрӑк медсестран ӑсталӑхӗ те куллен ӳссе пырать.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Вӗсем пекех, куллен Нӗркеҫри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула чупнӑ, ҫу кунӗсенче пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра ӗҫленӗ, пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах выляса савӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсем пысӑках мар, анчах та куллен вуншар ҫын тӗрлӗ ыйтупа кӗрсе тухать унта.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Анчах та техника ӗҫленӗ вӑхӑтра вак-тӗвек ҫитменлӗхсем пулмалла мар, вӗсене ҫийӗнчех пӗтермелле, тракторсене куллен пӑхса тӑмалла тесе палӑртрӗҫ комисси членӗсем.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

«Хуҫалӑхра ҫӗрулми суйлассине, тиессине механизациленӗ. Ҫакӑ ӗҫе чылай ҫӑмӑллатма май парать. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» сутлӑх хатӗрлеме куллен 20 ҫын хутшӑнать», — пӗлтерчӗ хуҫалӑхӑн тӗп агрономӗ С.И. Филиппов.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Чӑваш Республикин строительство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Гладнев халӑха куллен кирлӗ эмелсен хакӗсем пӗр шайра тӑнине асӑннӑ, вӗсене ҫирӗплетнӗ йӗркепе, хаксене ӳстермесӗр чирлисем патне илсе ҫитерме тӑрӑшнине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Пулӑшӑва Тӑвай муниципалитет округӗнчи ҫынсем те хутшӑннӑ, фронтра куллен кирлӗ япаласем ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ahmastpar/

Ҫитӗнӳсем ҫӑмӑл килменнине палӑртать стипендиат, вӗрентекенсене хӑйне тарӑн пӗлӳ панӑшӑн, ашшӗ-амӑшне куллен хавхалантарса пынӑшӑн тав тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама ӑнтӑлни ӑна ӗмӗчӗсем патне ҫитме куллен пулӑшса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Эпӗ вӗсем патне куллен пекех ҫӳре пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир Хуралпа кунта куллен ачасемпе пӗр вӑхӑтрах килекен пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех