Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куллен сăмах пирĕн базăра пур.
куллен (тĕпĕ: куллен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑйлӑ палӑракан «Ҫынлӑхлӑха» пула монтажниксемпе сварщиксене ӗҫрен хӑтараҫҫӗ те, вӗсем, биллиард сӗтелӗ ҫинчи тӗртнӗ шар пек, куллен ҫӳлтен аялалла та каялла мӗн чул кускаламаҫҫӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах — ӗҫ нормине куллен ҫӗр вунӑ процент тултарса пыни ҫурт каркасне графикпа палӑртнӑ вӑхӑтра туса пӗтерме май парать-и?

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унта сӑмах ӗҫ дисциплинине, хӑрушсӑрлӑх техникин правилисене ҫирӗп пӑхӑнмалли, ӗҫ пахалӑхне куллен лайӑхлатасси, рационализаторла сӗнӳсем тӑратасси, сменӑри нормӑна ҫӗр ҫирӗм — ҫӗр вӑтӑр процент тултарасси пирки пырать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина ӗҫ вырӑнӗсенчи ҫитменлӗхе те кӑлтӑка куллен палӑртакан алӑри пысӑк блокнота уҫрӗ те хальхине те хӑвӑрт ҫырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Кунта куллен темиҫе ҫын килет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пуш сӑмах ҫапатӑн эс куллен, Калаҫатӑн юлташлӑх ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхавҫӑ // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20 с.

Куллен ырӑ ӗҫсем пурнӑҫлар, пӗр-пӗрне яланах ырлӑх сунар…

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Хамӑр Вӑрнарти тӗп больницӑра та ҫепӗҫ алӑллӑ, ырӑ кӑмӑллӑ медсестрасем куллен пациентсене сывалма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Вӑй-халне куллен пиҫӗхтерет вӑл, кунсерен темиҫешер ҫухрӑм чупать, час-часах ишет.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

«Тыл ҫирӗп пулсан фронтри ентешсене те ҫӑмӑлрах пулӗ», — тесе хиртимӑнтӑрсем куллен пуҫтарӑнса ӗҫлеҫҫӗ, ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫе хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем 100 сетка ҫыхнӑ // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Акӑ, Хирти Мӑнтӑрти культура ҫуртӗнче те куллен ял ҫыннисем пуҫтарӑнса маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем 100 сетка ҫыхнӑ // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Райпон тӑватӑ магазинӗ халӑха куллен кирлӗ таварсемпе тивӗҫтерсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем пуҫаруллӑ, пултаруллӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d1%8 ... %bb%d3%91/

Михаил Ильич тахҫантанпах юханшывсемпе айлӑмсенче, ҫӑлкуҫӗсем ҫывӑхӗнче хунавсем лартать, вӗсене тӑрӑшса пӑхать, ҫӑлкуҫсенчен витрепе шыв ӑсса шӑварать, йывӑҫсем ҫирӗпленсе ҫитичченех куллен пӑхать.

С давних пор Михаил Ильич по берегам рек и склонам, вблизи источников сажает саженцы, за которыми тщательно ухаживает, носит ведрами воду из родника и поливает, пока деревья не укрепятся и не пойдут в рост.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

«Мӗнле-ха пурнӑҫсем?» — тесе ыйтатпӑр Пӗр-пӗринчен курмассерен куллен.

Куҫарса пулӑш

Тӗлкӗшет сӳнми кӑваррӑн // Иван Чермаков. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... -n-3451364

Кӑҫалхи пек типӗ ҫанталӑк ҫӗр ӗҫӗпе куллен тимлекенсене татӑклӑ йышӑнусем тума хистет.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d0%be%d0%b ... %bdace-11/

Яваплӑ пулни, ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлани, ҫынна ӑнланма тата тӗрӗс йышӑну тума пултарни, тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗхе мала хуни мана куллен пулӑшса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Куллен фестивалӗн тӗп сцени ҫинче: юратнӑ геройсен мультпарачӗ тата Бремен музыканчӗсемпе ташӑ флешмобӗ.

Ежедневно на главной сцене фестиваля: мультпарад любимых героев и танцевальный флешмоб с Бременскими музыкантами.

Пӗтӗм Раҫҫейри теттесем Пушкӑртстана килеҫҫӗ! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... le-3421677

– Маншӑн сывӑ пурнӑҫ йӗрки илсе пыни куллен зарядка туни, йытӑпа уҫӑлса ҫӳрени, эрнере пӗрре чупни е мӗнле те пулин тренировка туни пулать.

– Для меня здоровый образ жизни включает eжедневную зарядкy, прогулки с cобакой, плюс раз в неделю пробежка или еще какая-нибудь тренировкa.

Уфа марафонӗ тӗнчери 26 ҫӗршывран 7 пин ытла ҫын пуҫтарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... rn-3418074

Строительсене район центрӗнчен куллен килсе ҫӳрекен рабочисем пысӑк пулӑшу параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Янӑшма ялӗнче ҫӗнӗ объект пулӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/p-ch-k-yal-n-pys ... ul-3413123

Урамра ҫанталӑк кӗр еннелле сулӑнни сисӗнет, часах ачасем ҫурӑм хыҫне сумка ҫакса шкул сукмакне куллен такӑрлатма пуҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсем канашланӑ, тӗллевсене палӑртнӑ // Наталья Калашникова. http://kanashen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d0% ... %80%d1%82/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех