Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл шӑтӑкран йӑраланса тухрӗ те кулакан уйӑх ҫутине лекрӗ, унтан вара ҫӑрана малтанхи вырӑна васкамасӑр ҫакса хучӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.
Ун умӗнче хӗвелпе пиҫӗхнӗ, кулакан платна ҫын тӑрать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
Унӑн кӑвак сивӗ куҫӗсем нимӗнле именӳсӗр пӑхаҫҫӗ, ӗненмесӗр тата пӗлесшӗн ҫунса кулакан кашни сӑна хыпашлаҫҫӗ тейӗн.
Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.
Унӑн кулакан куҫӗсем юлташла ейкеленӳсен хушшинче ирӗклӗн куҫаҫҫӗ; чӗлӗмсен винт евӗрлӗ тӗтӗмӗ, кофе тӗслӗ сӑнсен шӑлӗсен шурӑ йӑлтӑртатӑвӗ, куҫсен чӑпар тӗтри ӑна чун-чӗререн тухакан ӑшӑ тӗл пулӑвӑн сиплӗхлӗ пӗлӗчӗпе ҫавӑрса ытамларӗҫ; ҫапла темиҫе минут хушши; акӑ тинех унтан ҫӑлӑнса тухрӗ те Дюк ытамне лекрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Сарӑ чул, сенкер мӗлке, кивӗ стенасен капӑр ҫурӑкӗсем; тӗмеске пек таҫти картишӗнче чӗлӗмне паклаттарса мӑкӑрлантаракан ҫара уран, никрес этем пысӑк кимӗ юсать; инҫетри юрӑ тата унӑн ахрӑмӗ — ҫырмара; сӑвай ҫинчи, капмар шӑналӑкпа тата капмар сунчӑкпа витнӗ пасар; хӗҫ-пӑшал йӑлтӑртатӑвӗ, капӑр кӗпе, уҫӑмсӑр тунсӑх ҫуратакан чечексемпе йывӑҫ-курӑк шӑрши-техӗмӗ, — юратупа тӗл пулусене кӑтартакан тӗлӗкре тейӗн; гавань — мӑрье тасатуҫӑ ҫамрӑк пек вараланчӑк; парӑссен тӗркемӗ, вӗсен ыйхи тата ҫунатлӑ ир, симӗс шыв, чакӑл тусем, океан инҫӗшӗ; ҫӗрле — ҫӑлтӑрсен магнитла пушарӗ, кулакан сасӑллӑ кимӗсем — акӑ Лисс.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Йывӑҫ-курӑкӑн ҫӑра та вӑйлӑ шӑрши чӗрене хумхантарать, инҫетӗн янкӑр таса тӑрӑлӑхӗ сарлакан сарса хунӑ, савӑнса кулакан ытамсем евӗр; ирхи сӑрӑсен ҫепӗҫлӗхне сенкер мӗлкесем йышлантараҫҫӗ, кӑтра ҫутӑра унта та кунта эрешмен карти пайӑркан-пайӑркан йӑлтӑртатать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӑл сарӑ ҫӳҫлӗ, кӗре кӗлеткеллӗ, лӑпкӑ, ҫемҫен кулакан, илемлӗ сӑнлӑ ҫамрӑк пулчӗ; йӗкӗт Емельяновпа та, унӑн арӑмӗпе те, Надежда Кондратьевнӑпа, темле килӗшӳллӗн хисеплесе калаҫрӗ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах Анна королева гениллӗ сатирика унӑн чаплӑ «Пичке юмахӗшӗн» тата вӑл вӑхӑтри чиркӳ тавлашӑвӗсенчен мӑшкӑлласа кулакан ытти нумай сочиненийӗсемшӗн каҫарма пултарайман, мӗншӗн тесен ҫав сочиненисем король тивӗҫлӗхне тӳррӗмӗн е аякран та пулин пырса тивсе питленӗ.
4 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Кухньӑна ҫитсе кӗнӗ-кӗмен ун патне йӑлкӑшса кулакан йӑмӑкӗ Ида чупса пычӗ.Не успел он войти на кухню, как к нему бросилась сияющая сестрёнка Ида.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӑл ҫав хуратнӑ куҫхаршиллӗ, кулас килмесӗр ахӑлтатса кулакан сӑнсене, ҫав татти-сыпписӗр ӗҫке-ҫике укҫалла сутӑнан юрату сӗрӗмне тахҫанах курайми пулнӑ.
V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ривас кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ, вӑл кулакан пулчӗ, самӑрӑлма та пуҫларӗ.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пӗчӗк ача айванлӑхӗнчен кулакан пысӑк ҫын пек ырӑ кӑмӑлпа кулса ячӗ вӑл.Он засмеялся добродушным смехом взрослого над глупостью ребёнка.
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
Ырханланса типсе кайнӑ сӑн-питӗнчи йӑл кулакан куҫӗсене ман ҫинчен илмесӗр, эпӗ мӗн каласса тӳсӗмлӗн кӗтсе ларчӗ вӑл.Он следил за мной с любезной улыбкой на худом, истощённом лице и терпеливо ждал.
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
Яп-яка хырнӑ пичӗ ытла та типшӗм, айӑпа кӗнӗ ҫынӑнни пек йӑл кулакан хӑнчӑр куҫӗсене ҫурри таран ҫутӑ куҫхӑрпӑкӗсем витнӗ.
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
Хӑш чухне ун патне пӗчӗкҫеҫ курпун, пӑрӑнчӑк ураллӑ, шыҫса кайнӑ сӑмси ҫине хулӑм куҫлӑх тӑхӑннӑ, кӑвак ҫӳҫлӗ, скопец пичӗ пек сарӑхнӑ пичӗпе чеен кулакан чалӑш-чӗлӗш ҫын пыратчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл куланҫи пек тунӑ, ҫапла Ленӑн кӑмӑлне ҫӗклентересшӗн, нимех те хӑрушӑ пулман пек кӑтартасшӑн пулнӑ, анчах унӑн кулакан пит-куҫӗ тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри юха-юха аннӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Унӑн вуллин хӑвӑлӗ те ахӑлтатса кулакан ват ҫыннӑн шӑлсӑр ҫӑварӗ евӗрлех.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Хӑвӑр куҫӑр умне вӑрӑм, имшеркке, вӑрӑм та ансӑр сӑмсаллӑ, ансӑр ҫамкаллӑ, кӑвак куҫлӑ, тӑлпаланса пӗтнӗ ҫӳҫлӗ тата сарлака та кулакан тута-ҫӑварлӑ пӗр хӗрӗх пилӗк ҫулхи ҫынна кӑларса тӑратӑр.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Халап ахаль каламасть ҫав: «Ӳсӗрекен ҫӗрте — чир, кулакан ҫӗрте — ҫапӑҫу пур», тесе.Недаром говорит пословица: «Где кашель — там хворь, где хохот — там драка».
Кобрӑпа чӗрӗп ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Хыттӑн калаҫакан, кулакан ҫынсен ушкӑнӗсенчен пӑрӑнса, урамри хунарсен ытлашши ҫутӑ ункисем ҫывӑхне те пымасӑр ҫӳрерӗмӗр эпир.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.