Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кукри (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑшт чӗтрекен ҫуначӗсене сарса янӑ шурӑ чарлансем шыва кӑшт сӗртӗнсе, лап ӳкеҫҫӗ е сасартӑк ҫиллӗ тинӗс кукри урлӑ каҫса, карап тӗлӗнче ярӑнаҫҫӗ.

Белые чайки, распластав чуть подрагивающие крылья, то падали плашмя на воду, едва касаясь поверхности ее, то вдруг возносились над кораблем, наискось пересекая ветреное пространство бухты.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ку вырӑнтан тинӗс кукри аван курӑнать.

Отсюда хорошо был виден весь залив.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Сайра хутран вӗсен хушшинчен хӗвел урисем чалӑшшӑн ӳкеҫҫӗ, ҫуллахи пекех кӑн-кӑвак тӳпе татӑкӗ курӑнса каять, ҫавӑн пек чухне вара кантӑкран курӑнса выртакан Дон шывӗн кукри, ун хыҫӗнчи вӑрман, инҫетри сӑрт урлӑ каҫакан ҫул тата питӗ пӗчӗк ҫил арманӗ курӑнать, — ҫавсем пурте чуна хумхантаракан черченкӗ ӳкерчӗк евӗр туйӑнаҫҫӗ.

Изредка в просвет косо ниспадали солнечные лучи, вспыхивал — по-летнему синий — клочок неба, и тогда видневшийся из окна изгиб Дона, лес за ним и дальний перевал с крохотным ветряком на горизонте обретали волнующую мягкость рисунка.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Упа кукри» теҫҫӗ вырӑнтисем.

Куҫарса пулӑш

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех