Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ертсе тухма килӗшмесен — персе пӑрахма, ертсе ҫитерсен — укҫа, ҫӑнӑх, краҫҫын тата сунарҫӑ кӑмӑлне тултарма нимӗҫсен чапа тухнӑ «Три кольда» текен икӗ кӗпҫеллӗ пӑшалне пама пулнӑ.
Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.
Илюшка ура ҫине тӑчӗ, краҫҫын тӗтӗмӗ лампа трубине ан хураттӑр тесе хӑюне пусарчӗ те, бюро членӗсем енне ҫаврӑнчӗ:
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мӗн пурӗ те лӑч хупман алӑк витӗр столовӑйран кӗрекен вӑйсӑр краҫҫын лампи ҫути тӗллипе ҫеҫ унӑн кӑтра пуҫӗн мӗлки кӑшт палӑрса тӑрать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Анчах мотор мӗн чухлӗ краҫҫын пӗтерет?
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Инкӗшӗ кӑшкӑрать, — вӑл кӳренсе ассӑн сывласа ярать те, ручкине хурса, краҫҫын бидонне тытать.Тетка кричит — он, укоризненно вздохнув, кладет перо и берет бидон для керосина.
Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Эсӗ мӗн-ха, василиск, — пуҫлать инкӗшӗ, — каллех шыв ӑсса килмерӗн-и, краҫҫын патне те каймарӑн-и?
Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Пӗчӗкҫеҫ вӑрманта, ҫамрӑк юман хӳттинче брезентпа витсе хунӑ лавсем, двуколкӑсем, ҫӑнӑхпа сахӑр тултарнӑ михӗсем, табак ещӗкӗсем тата краҫҫын пичкисем лараҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Палаткӑра ҫӗрӗпех краҫҫын лампи ҫуннӑ, телефонистсем ӑна вунпиллӗкмӗш ҫулхинех иккӗмӗш гвардейски корпусӗн шывпа тулнӑ окопӗнче тупнӑ пулнӑ.
X сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вӑл пысӑк лампа туллиех краҫҫын тултарса ҫутса ячӗ, сӑрланӑ урайне шӑлса тасатрӗ, пукансемпе тенкелсем лартса тухрӗ, пӳртри ытлашши япаласене пуҫтарчӗ те арлама ларчӗ.
VI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Атте примусра краҫҫын ҫуккине аса илчӗ те ӑна тултарса килме кайрӗ.Отец вспомнил, что в примусе нет горючего, и пошел заправлять его.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тимӗр бидонпа краҫҫын, мӑлатук, апат-ҫимӗҫ тата тӗрлӗ вӗтӗр-шакӑр: вӑлта йӗпписемпе вӑлта ҫипписем, путаркӑҫсем илсе килнӗ атте.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Арӑмӗ пурнӑҫ тӑршшӗпех хӑраса пурӑннӑ, малтан — Алексейрен, краҫҫын ламписенчен, унтан электричество ламписенчен; вӗсем ярах ҫутӑлса кайсан, Наталья, аяккалла сиксе илсе, хӗрес хума тытӑннӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Наталья сӑмахӗсенчен Петр вӑл ывӑлӗнчен хӑранине сисрӗ; ӗлӗкрех вӑл краҫҫын ламписенчен ҫавӑн пек хӑратчӗ, нумаях пулмасть Ольга парнеленӗ тӗлӗнтермӗш кофейникрен хӑрама пуҫларӗ; ӑна ҫав кофейник ҫурӑлса каяссӑн туйӑннӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑрӑм сӗтел ҫинче ларакан краҫҫын лампи пӗтӗм пӳрте ҫутатаймасть.Света от керосиновой лампы, стоявшей на длинном столе, нехватало на все помещение.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Верстак тӗлӗнче краҫҫын лампи ҫакӑнса тӑрать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗсен аллинче кӗреҫесем, киркӑсем, патак вӗҫне консерва банкисем тирсе, краҫҫын ҫине чиксе кӑларнӑ чӳпӗк хурса тунӑ факелсем.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах пичкесенче краҫҫын пулнӑ-мӗн.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Хӑш-пӗр тӗлте краҫҫын хунарӗсем ҫунаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Краҫҫын пӗтнӗ пулас.
Чир // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Мӗншӗн кашни килте краҫҫын ахаль ҫунтарас!
Каллех // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.