Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

командир сăмах пирĕн базăра пур.
командир (тĕпĕ: командир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк офицер питӗ харсӑр, хӑюллӑ командир пулса салтаксене атакӑна хӑй хыҫҫӑн ертсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Александр Невский орденне тивӗҫнӗ офицерсем // П.ЗАЙЦЕВ. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Нимӗҫ бомби командир блиндажне сирпӗтнӗ.

Немецкая бомба разбомбила блиндаж командира.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ку таранччен командир Нина Бедовӑна асӑрхаса та кайман темелле.

До этого можно сказать, что командир и не замечал Нину Бедову.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Хальлӗхе санӑн аннӳ ҫук, — тенӗ командир ачана хӑй ҫумне чӑмӑртаса.

Пока у тебя нет мамы, - говорил командир, прижимая к себе ребенка.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Е пӗр сӑмахпа каласан, ман ҫунат айӗнче пурӑнӗ, — тенӗ командир пурин умӗнче те. — Ҫитерӗр-ха ӑна часрах мӗн те пулин.

Говоря одним словом, будет жить под моим крылом, - сказал перед всеми командир. - Покормите же его скорее чем-нибудь.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Командир ҫаплипех арҫын ачана юратса та хӗрхенсе куҫ илми тинкернӗ те тинкернӗ.

Командир с любовью и с жалостью, не сводя глаз все смотрел на мальчика.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Кала-ха, пӗчӗкскерӗм, сана мӗнле чӗнмелле? — кӑсӑкланнӑ харсӑр командир.

Скажи-ка нам, малыш, как тебя зовут? - интересовался смелый командир.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫап-ҫамрӑк командир Михаил Данилович Воробьев майор ним айӑпсӑр чун кунта мӗншӗн лекнине ӑнланса илнӗ, хӑй сисмесӗрех чышкисене чӑмӑртанӑ.

Молодой командир Михаил Данилович Воробьев майор понял о том, как безвинная душа попала сюда, непроизвольно сжал кулаки.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Пирӗн ентешӗмӗр, ҫӗр-ҫӗр сӑвӑ авторӗ, салтаксене чунпа ялан ҫывӑх пулнӑ командир Константин Кольцов 29-мӗш номерпе выртать.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Ҫак ҫапӑҫу хыҫҫӑн командир мана: «Я тебя за это представлю к награде!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ун ҫумӗнче командир, йывӑр суранланнӑскер, юн юхтарса выртать.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Н.Мордвиновӑн ытти ролӗ хушшинче Григорий Иванович Котовский хӗрлӗ командир /А.Файнциммер «Котовский»/ паллӑ вырӑн йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех